Ҫӳлти Патша ҫӗр ҫине пиллӗх илсе килет
41 Иегова Иисуса пӗлӗт ҫинче Патшана лартнӑ (Исаия 9:6; Даниил 7:13, 14; Еҫӗсем 2:32—36).
42 Вал пӗтӗм тӗнчене тытса тӑрӗ (Даниил 7:14; Матфей 28:18).
43 Усал ҫынсемпе мӗн пулассине астӑватӑн-и эсӗ? (Псалом 36:9, 10; Лука 13:5).
44 Ҫылӑха кӗнӗ пӗрремӗш ангел ятне астӑватӑн-и эсӗ? Иисус ӑна тата ытти усал ангелсене пӗтерӗ. Вӗсен йӗрӗхӗсемпе ӳкерчӗкӗсем пӗтӗҫ (Еврейсем 2:14; Апокалипсис 20:2, 10).
45 Иисус итлекен ҫынсем валли нумай ырӑ тӑвӗ (Еврейсем 5:9).
46 Никам та урӑх чирлемӗ (Исаия 33:24; Апокалипсис 22:1, 2).
Иисус чирлӗ ҫынсене мӗнле сыватнине астӑватӑн-и эсӗ?
47 Пурин те пӗтӗмпех ҫителӗклӗ (Исаия 65:17, 21—23).
48 Турӑ вилнӗ ҫынсене те асра тытать. Вӑл вӗсене тепӗр хут пурнӑҫа тавӑрма Иисуспа усӑ курӗ. Ҫавна вилӗмрен чӗрӗлни теҫҫӗ (Иоанн 5:28, 29; 11:25).
49 Пӗтем усал ҫынсене пӗтернӗ хыҫҫӑн никам та урӑх вилмӗ. Тискер чӗрчунсем те сиен тумӗҫ. Кашни ҫын ӗмӗрӗпех телейлӗ пулӗ (Апокалипсис 21:4; Исаия 65:25; Псалом 36:11, 29).