Руфь
2 Ноеми́нӗн упӑшки енчен, Елимеле́х енчен, тӑван пулнӑ. Ӑна Воо́з тесе чӗннӗ. Вӑл питӗ пуян пулнӑ.
2 Моа́в хӗрӗ Руфь Ноемине ҫапла каланӑ: «Мана хире пучах пуҫтарма ярсам. Кам мана хӑйӗн хирӗнче пучах пуҫтарма ирӗк парӗ, ҫавӑнта пуҫтарӑп». Ноеми́нь ӑна: «Каях, хӗрӗм», — тенӗ. 3 Руфь кайнӑ та тырӑ выракансем хыҫӗнчен пучах пуҫтарма пуҫланӑ. Хӑй пӗлмесӗрех вӑл Воо́зӑн, Елимеле́х тӑванӗн, хирне ҫитнӗ. 4 Шӑп ҫав вӑхӑтра Вифлеемран Воо́з килнӗ. Вӑл тырӑ выракансене: «Иегова сирӗнпе пӗрле пултӑр!» — тесе саламланӑ. Лешӗсем хирӗҫ: «Иегова сана пиллетӗр!» —тенӗ.
5 Вара Воо́з тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫинчен ҫапла ыйтнӑ: «Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм кам-ши вӑл?» 6 Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Вӑл — Моа́в хӗрӗ, Ноеминьпе пӗрле Моа́в ҫӗрӗнчен килнӗскер. 7 Вӑл мана: „Вырса пӑрахнӑ пучах* хушшипе выракансем хыҫӗнчен пуҫтарма ирӗк парсам“, — терӗ. Вӑл иртенпе ура ҫинче, тин ҫеҫ хӳшӗ айне кӑштах канма ларчӗ».
8 Воо́з Руфе ҫапла каланӑ: «Итле—ха, хӗрӗм. Пучах пуҫтарма тепӗр хире ан кай, кунтах юл. Ман хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле ҫӳре. 9 Вӗсем хӑш хирте вырнине пӑх та вӗсемпе пӗрле ҫӳре. Эпӗ хамӑн ӗҫлекенсене сана тивмелле мар терӗм. Шыв ӗҫес килсен, кай та ман ӗҫлекенсем тултарса хунӑ кӑкшӑмсенчен ӗҫ».
10 Руфь чӗркуҫленсе ларса ӑна пуҫҫапнӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн—ха эсӗ манпа ҫав тери ырӑ? Мӗншӗн маншӑн ҫапла тӑрӑшатӑн? Эпӗ ют халӑх ҫынни вӗт». 11 Воо́з ӑна ҫапла хуравланӑ: «Упӑшку вилсен эсӗ хунямушӑн мӗн-мӗн тунине мана пӗтӗмпех каласа пачӗҫ. Хӑвӑн аҫу-аннӳне, тӑван ҫӗре хӑварса хӑв унччен пӗлмен халӑх хушшине килнине те каласа пачӗҫ. 12 Сан ырӑ ӗҫӳсемшӗн Иегова сана пиллетӗр, тата Израиль Турри Иегова сана пысӑк награда* патӑр! Эсӗ ун ҫуначӗ айне хӳтлӗх шырама килтӗн вӗт». 13 Вара Руфь ҫапла каланӑ: «Манпа ырӑ пулнӑшӑн тавах сана, хуҫам. Эпӗ сан тарҫу та мар, эсӗ вара мана, хӑвӑн чуруна, йӑпатрӑн тата лӑплантартӑн».
14 Апат вӑхӑтӗнче Воо́з Руфе каланӑ: «Ҫӑкӑр ҫиме кил. Хӑвӑн татӑкна уксуспа* пуҫса ҫи». Руфь тырӑ выракансем ҫумне пырса ларнӑ та, Воо́з ӑна ӑшаланӑ тырӑ пӗрчисем панӑ. Руфь тӑраничченех ҫинӗ, татах та юлнӑ. 15 Вӑл пучах пуҫтарма тӑрсан, Воо́з хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла каланӑ: «Вырса пӑрахнӑ пучах хушшипе пуҫтартӑр, ӑна ан кӳрентерӗр. 16 Хӑвӑр алӑри пучахсенчен те кӑштах уйӑрса ун валли хыҫран хӑварса пырӑр. Пуҫтартӑр, ан чарӑр».
17 Ҫапла Руфь каҫченех хирте пучах пуҫтарнӑ. Хӑй мӗн пуҫтарнине ҫапса илсен, пӗр е́фа* патнелле урпа тухнӑ. 18 Вӑл урпана илсе хулана таврӑннӑ та хӑй мӗн чухлӗ пуҫтарнине хунямӑшне кӑтартнӑ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн юлнӑ ӑшаланӑ тырӑ пӗрчисене те Руфь хунямӑшне панӑ.
19 Хунямӑшӗ унран ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ паян пучах ӑҫта пуҫтартӑн, ӑҫта ӗҫлерӗн? Сана ырӑ тунӑ ҫынна Турӑ пиллетӗр!» Руфь хунямӑшне хӑй ӑҫта ӗҫленине каласа панӑ. «Эпӗ паян Воо́з ятлӑ ҫын патӗнче ӗҫлерӗм», — тенӗ вӑл. 20 Ноеми́нь хӑйӗн кинне ҫапла каланӑ: «Чӗррисене те, вилнисене те чунтан парӑнса юратакан Иегова ӑна пиллетӗр». Тата вӑл ҫапла хушса каланӑ: «Ҫав ҫын — пирӗн тӑван. Вӑл пире тӳлесе илме пултаракансенчен* пӗри». 21 Моа́в хӗрӗ Руфь малалла ҫапла каланӑ: «Вӑл: „Тырӑ вырса пӗтеричченех манӑн ӗҫлекенсемпе пӗрле ҫӳре“, — тесе те каларӗ». 22 Ноеми́нь хӑйӗн кинне Руфе ҫапла каланӑ: «Урӑх хире кайса хур курса ҫӳриччен унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрени питӗ лайӑх вӑл, хӗрӗм».
23 Урпа тата тулӑ вырса пӗтеричченех Руфь Воо́зӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳресе пучах пуҫтарнӑ. Вӑл хунямӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ.