Руфь
1 Ертӳҫӗсен вӑхӑтӗнче* ҫӗршывра выҫлӑх пуҫланнӑ. Пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе тата икӗ ывӑлӗпе пӗрле Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеемран Моа́в ҫӗрне куҫса кайнӑ. 2 Ҫав ҫын Елимеле́х* ятлӑ пулнӑ, унӑн арӑмне Ноеми́нь* тесе чӗннӗ, ывӑлӗсене вара Махло́н* тата Хилео́н* тесе чӗннӗ. Вӗсем Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеемра пурӑнакан Ефра́фа ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем Моа́в ҫӗрне ҫитсе унта пурӑнма пуҫланӑ.
3 Пӗр вӑхӑт иртсен Ноеми́нӗн упӑшки Елимеле́х вилнӗ, вара Ноеми́нь икӗ ывӑлӗпе ҫеҫ тӑрса юлнӑ. 4 Каярахпа ывӑлӗсем Моа́в хӗрӗсене качча илнӗ; пӗрне — О́рфа, теприне Руфь тесе чӗннӗ. Вӗсем ҫав ҫӗрте вунӑ ҫула яхӑн пурӑннӑ. 5 Кайран икӗ ывӑлӗ те — Махло́н та, Хилео́н та — вилнӗ, вара Ноеми́нь ачисемсӗр тата упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ. 6 Вӑл Иегова хӑйӗн халӑхне лайӑх тыр-пул парса пилленине илтнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн кинӗсемпе пӗрле Моа́в ҫӗрӗнчен килне таврӑнас тенӗ.
7 Вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан Иуда ҫӗрне тухса кайнӑ. Ҫул ҫинче пулнӑ чухне 8 Ноеми́нь хӑйӗн кинӗсене ҫапла каланӑ: «Иксӗр те аннӗрсен килне таврӑнӑр. Хӑвӑрӑн вилнӗ упӑшкӑрсене тата мана чунтан парӑнса юратнӑ пек, Иегова та сире ҫаплах чунтан парӑнса юраттӑр. 9 Иегова сирӗнтен кашнине упӑшка парса канлӗ пурнӑҫ патӑр». Унтан вӑл вӗсене чуптунӑ, вӗсем вара сасӑпах макӑрса янӑ. 10 Кинӗсем Ноемине: «Ҫук, эпир санпа пӗрле санӑн халӑху патне каятпӑр», — теме пуҫланӑ. 11 Анчах та Ноеми́нь каланӑ: «Таврӑнӑр, хӗрӗмсем. Мӗн тума сирӗн манпа пымалла? Эпӗ сире валли упӑшкасем пулма ывӑлсем ҫуратса параймастӑп вӗт. 12 Кайӑр, хӗрӗмсем, таврӑнӑр, эпӗ качча кайма ватӑ ӗнтӗ. Ҫак каҫ эпӗ упӑшкапа пулса ывӑлсем ҫуратса парас пулсан та, 13 сирӗн вӗсем ҫитӗнсе ҫитиччен кӗтмелле-и вара? Качча каймасӑр пурӑнмалла-и? Ҫук, апла тума кирлӗ мар. Иегова мана наказани пачӗ, мана пула сирӗн мӗн тӳсме тивни ҫинчен шутлатӑп та — манӑн чун ыратать».
14 Вӗсем каллех сасӑпах макӑрса янӑ. Унтан О́рфа хунямӑшне чуптунӑ та кайнӑ, Руфь вара унпах тӑрса юлнӑ. 15 Ноеми́нь ҫапла каланӑ: «Пӑх—ха, О́рфа хӑйӗн халӑхӗ патне тата хӑйӗн туррисем патне таврӑнчӗ. Эсӗ те каях».
16 Анчах Руфь каланӑ: «Хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйрӑлса кайма ан тархасла мана. Эсӗ ӑҫта кайӑн, эпӗ те ҫавӑнта кайӑп. Эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнта пурӑнӑп. Санӑн халӑху манӑн халӑхӑм пулӗ, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ. 17 Эсӗ ӑҫта вилӗн, эпӗ те ҫавӑнта вилӗп, мана ҫавӑнтах пытарӗҫ. Эпӗ сана пӑрахса кайсан, Иегова ман ҫине асап хыҫҫӑн асап ятӑр. Мана санран вилӗм ҫеҫ уйӑртӑр».
18 Ноеми́нь, Руфь ҫине тӑнине курса, ӑна килне таврӑнма хистеме пӑрахнӑ. 19 Вӗсем иккӗшӗ Вифлеема ҫул тытнӑ. Вӗсем Вифлеема ҫитсен, хулари ҫынсем пурте аптраса ӳкнӗ. Хӗрарӑмсем: «Ку Ноеминех-ши?» — тенӗ. 20 Вӑл вара вӗсене ҫапла каланӑ: «Мана Ноеми́нь* тесе ан чӗнӗр. Мана Ма́ра* тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесен Пурне те Тума Пултаракан Турӑ мана хуйхӑ курмалла турӗ*. 21 Кунтан кайнӑ чухне манӑн пурте пурччӗ, каялла вара Иегова мана нимсӗр-мӗнсӗр тавӑрчӗ. Иегова мана хирӗҫ пулсан тата Пурне те Тума Пултаракан Турӑ мана хӗн-хур тӳсме пачӗ пулсан, мӗншӗн мана Ноеми́нь тесе чӗнмелле?»
22 Ҫапла Ноеми́нь хӑйӗн Руфь ятлӑ кинӗпе пӗрле — Моа́в хӗрӗпе — Моа́в ҫӗрӗнчен таврӑннӑ. Вӗсем Вифлеема урпа вырма пуҫланӑ вӑхӑтра ҫитнӗ.