Ертӳҫӗсен
8 Ефрем йӑхӗнчи ҫынсем Гедеона ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн капла хӑтлантӑн? Мӗншӗн пире мадиансемпе ҫапӑҫма чӗнмерӗн?» Вӗсем унпа хытах хирӗҫме пуҫланӑ. 2 Анчах вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Сирӗнпе танлаштарсан, эпӗ мӗнех турӑм? Ефрем пуҫтарнӑ юлашки виноград Авиезе́р пуҫтарса илнинчен лайӑхрах мар-и? 3 Мадиансен кнеҫӗсене, Оривпа Зива, Турӑ сирӗн алла пачӗ-ҫке. Сирӗнпе танлаштарсан, эпӗ мӗнех турӑм?» Вӑл ҫапла каласан, лешӗсем* лӑпланнӑ.
4 Гедео́н Иорда́н патне ҫитнӗ те ун урлӑ каҫнӑ. Вӑл тата унпа пулнӑ 300 ҫын ывӑнса ҫитнӗ, анчах та вӗсем тӑшманӗсене хӑвалама чарӑнман. 5 Ҫавӑнпа вӑл Сокхофра пурӑнакансене ҫапла каланӑ: «Манпа пӗрле пыракан ҫынсене ҫӑкӑр парӑр, тархасшӑн. Вӗсем халран кайнӑ. Эпир мадиансен патшисене, Зевейпа Салмана, хӑвалатпӑр». 6 Анчах Сокхо́ф кнеҫӗсем каланӑ: «Пирӗн сан салтакусене мӗн ячӗпе ҫӑкӑр памалла? Зевейпа Салма́н сан аллуна лекнӗ те-им?» 7 Гедео́н вӗсене: «Ун пек пулсан, Иегова Зевейпа Салмана ман алла парӗ те, эпӗ сире йӗплӗ ӳсентӑранпа хӗнесе тухӑп», — тенӗ. 8 Унтан Гедео́н Пенуэ́л хулине ҫитнӗ. Вӑл унта пурӑнакансенчен те ҫӑкӑр ыйтнӑ, анчах лешӗсем ӑна Сокхофра пурӑнакансем хуравланӑ пекех хуравланӑ. 9 Вара вӑл Пенуэлра пурӑнакансене: «Ҫӗнтерсе таврӑнсан эпӗ сирӗн башньӑна ишӗлтерсе антарӑп», — тенӗ.
10 Зевейпа Салма́н хӑйсен ҫарӗпе, 15 000-е яхӑн салтакпа, Каркорта пулнӑ. Хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакансен ҫарӗнче ҫавӑн чухлӗ ҫын ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Вӗсен 120 000 салтакӗ вилнӗ. 11 Гедео́н Новахпа Иогбегӑран тухӑҫалла, куҫса ҫӳрекен халӑхӑн* ҫулӗпе, кайнӑ та тӑшмансен лагерӗ ҫине вӗсем кӗтмен-туман ҫӗртен тапӑннӑ. 12 Мадиансен икӗ патши, Зевейпа Салма́н, тарма пуҫланӑ. Вара Гедео́н вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ярса тытнӑ. Ҫапла тӑшмансен лагерьне хӑратса-аптратса ӳкернӗ.
13 Иоа́с ывӑлӗ Гедео́н вӑрҫӑран Хере́с патне хӑпаракан ҫулпа таврӑннӑ. 14 Ҫул ҫинче пулнӑ чухне вӑл пӗр ҫамрӑк ачана, Сокхо́ф ачине, тыткӑна илнӗ те унӑн хули пирки ыйтса тӗпченӗ. Лешӗ Сокхофри кнеҫсен тата старейшинӑсен 77 ятне ҫырса панӑ. 15 Вара Гедео́н Сокхофра пурӑнакансем патне кайса ҫапла каланӑ: «Акӑ Зевейпа Салма́н. Эсир вӗсене пула манран кулса: „Пирӗн санӑн халран кайнӑ салтакусене мӗн ячӗпе ҫӑкӑр памалла?“ — тесе каламарӑр-и? „Зевейпа Салма́н сан аллуна лекнӗ те-им?“ — темерӗр-и?» 16 Вара вӑл хулан старейшинисене ярса илнӗ те вӗсене йӗплӗ ӳсентӑранпа хӗненӗ, ҫапла майпа Сокхофра пурӑнакансене ӑса кӗртнӗ. 17 Унсӑр пуҫне, вӑл Пенуэ́л башнине ишӗлтерсе антарнӑ, хулари арҫынсене те вӗлерсе тухнӑ.
18 Гедео́н Зевейпа Салманран: «Эсир Фаво́р тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ ҫынсем мӗнлерехчӗ?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: «Вӗсенчен кашнийӗ сан евӗрлӗччӗ, патша ывӑлӗсем пекехчӗ», — тенӗ. 19 Гедео́н каланӑ: «Вӗсем манӑн пӗртӑвансемччӗ, манӑн аннен ывӑлӗсемччӗ. Чӗрӗ Турӑ Иегова умӗнче тупа тӑватӑп: эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсан, эпӗ сире вӗлермӗттӗм». 20 Вӑл Иефера, хӑйӗн аслӑ ывӑлне: «Вӗлер вӗсене», — тенӗ. Анчах та яш ача хӗҫне кӑларман, ҫамрӑк пулнӑран вӑл хӑранӑ. 21 Вара Зевейпа Салма́н: «Хӑв вӗлер пире, мӗншӗн тесен ҫыннине кура вӑйӗ», — тенӗ. Гедео́н Зевейпа Салмана вӗлернӗ, унтан вӗсен тӗвисен мӑйӗсенчен ҫурла уйӑх евӗрлӗ капӑр япалисене хывса илнӗ.
22 Каярахпа Израиль ҫыннисем Гедеона ҫапла каланӑ: «Эсӗ пире мадиансенчен ҫӑлтӑн, ҫавӑнпа пирӗн пуҫлӑх пул. Санӑн ывӑлу та, мӑнуку та пирӗн пуҫлӑхсем пулччӑр». 23 Анчах Гедео́н вӗсене: «Эпӗ сирӗн пуҫлӑх пулмӑп, манӑн ывӑл та сирӗн пуҫлӑх пулмӗ. Иегова сирӗн пуҫлӑх пулӗ», — тенӗ. 24 Гедео́н малалла каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен пӗр япала ҫеҫ ыйтатӑп: сирӗнтен кашни мана хӑйӗн тупӑшӗнчен пӗрер сӑмса унки* патӑр». (Израиль ҫыннисем ҫӗнтернӗ тӑшмансен сӑмса ункисем пулнӑ, мӗншӗн тесен лешӗсем Измаи́л ҫыннисем пулнӑ.) 25 Вӗсем: «Паллах, паратпӑр», — тенӗ. Вара тумтир сарса хунӑ та кашнийӗ ҫавӑнта хӑйӗн тупӑшӗнчен пӗрер сӑмса унки пӑрахса панӑ. 26 Ылтӑн сӑмса ункисем 1 700 ше́кель* тайнӑ. Унсӑр пуҫне, Гедеона ҫурла уйӑх евӗр капӑрланмалли япаласене, хӑлха ҫаккисене, пурпур* ҫӑмран тунӑ мадиансен патшисен тумтирӗсене тата тӗвесем ҫинчи мӑй ҫаккисене панӑ.
27 Гедео́н ҫакӑнтан ефо́д тунӑ та ӑна хӑйӗн хулинче, Офрӑра, кӑларса тӑратнӑ. Израиль ҫыннисем пурте ефода пуҫҫапма* тытӑннӑ. Ҫакӑ Гедео́ншӑн тата унӑн килӗшӗн капкӑн пулса тӑнӑ.
28 Ҫапла вара Израиль ҫыннисем мадиансене парӑнтарнӑ. Лешӗсем вӗсем ҫине урӑх тапӑнман*. Гедео́н пурӑннӑ вӑхӑтра Израильте 40 ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ.
29 Иоа́с ывӑлӗ Иероваа́л килне таврӑннӑ та унтах пурӑннӑ.
30 Гедео́нӑн 70 ывӑл пулнӑ, мӗншӗн тесен унӑн арӑм нумай пулнӑ. 31 Унӑн Сихемра пурӑнакан ҫум-арӑмӗ те ӑна ывӑл ҫуратса панӑ. Гедео́н ӑна Авимеле́х ят панӑ. 32 Иоа́с ывӑлӗн Гедео́нӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулнӑ. Вӑл вилсен ӑна Офрӑра, Авиезе́р йӑхӗнчен тухнисен хулинче, ашшӗн тупӑклӑхӗнче пытарнӑ.
33 Гедео́н вилсенех, Израиль ҫыннисем каллех Ваалсене пуҫҫапма* тытӑннӑ. Ваа́л-Верифа вӗсем хӑйсен турри вырӑнне хума пуҫланӑ. 34 Израиль ҫыннисем Иеговӑна, хӑйсен Туррине, хӑйсене пур тӑшманран та хӑтарнӑ Турра, асра тытман. 35 Тата вӗсем Иероваа́лӑн, урӑхла каласан Гедео́нӑн, килӗнчисене вӑл Израильшӗн тунӑ мӗнпур ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрса паман*.