Ертӳҫӗсен
5 Ҫав кун Дево́ра Авиноа́мӑн ывӑлӗпе Варакпа ҫакӑн пек юрӑ юрланӑ:
2 — Израильте ҫар ҫыннисем ҫӳҫӗсене сапаласа янӑшӑн*,
Ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе ҫапӑҫма кайнӑшӑн
Иеговӑна мухтӑр!
3 Итлӗр, патшасем! Тӑнлӑр, пуҫлӑхсем!
Эпӗ Иеговӑна юрласа парӑп.
Иеговӑна, Израиль Туррине, мухтаса юрлӑп*.
4 Иегова, эсӗ Сеиртан тухнӑ чухне,
Эдомран хӑватлӑн тухнӑ чухне
Ҫӗр чӗтренчӗ тата тӳперен шыв шӑпӑртатрӗ,
Пӗлӗтсенчен ҫумӑр ячӗ.
5 Иегова сӑнӗ умӗнче тусем юхса анчӗҫ*,
Сина́й та Иеговӑн, Израиль Туррин, сӑнӗ умӗнче юхса анчӗ.
6 Ана́ф ывӑлӗ Самега́р пурӑннӑ вӑхӑтра,
Иаи́ль пурӑннӑ вӑхӑтра ҫулсем ҫинче ҫын ҫукчӗ,
Ҫул ҫӳрекенсем тавраран ҫаврӑнса ҫӳретчӗҫ.
8 Вӗсем хӑйсене валли ҫӗнӗ турӑсем суйларӗҫ,
Ҫавӑнпа хапха умне вӑрҫӑ ҫитрӗ.
Израильте, 40 000 ҫын хушшинче,
Щит та, сӑнӑ та ҫукчӗ.
9 Израиль пуҫлӑхӗсем — чӗрем сирӗнпе пӗрле.
Эсир халӑхпа пӗрле кайма хатӗр пултӑр.
Иеговӑна мухтӑр!
10 Эсир, ҫутӑ-хӑмӑр ашаксемпе ҫӳрекенсем,
Эсир, чаплӑ кавирсем ҫинче ларакансем,
Эсир те, ҫулпа ҫӳрекенсем,
Шухӑшласа пӑхӑр!
11 Ҫӑлсем патӗнче шыв ӑсакансен сассисем илтӗнетчӗҫ.
Вӗсем унта Иеговӑн тӳрӗ ӗҫӗсем ҫинчен,
Израиль ялӗсенче пурӑнакансен тӳрӗ ӗҫӗсем ҫинчен каласа паратчӗҫ.
Вара Иеговӑн халӑхӗ хуласен хапхисем патне ыткӑнчӗ.
12 Вӑран, вӑран, Дево́ра!
Вӑран, вӑран, юрӑ юрла!
Ҫӗклен, Вара́к! Тыткӑна илнисене илсе кай, Авиноа́м ывӑлӗ!
13 Вара ҫӑлӑнса юлнисем пуҫлӑхсем патне пычӗҫ,
Вӑйлисене хирӗҫ каяс тесе Иеговӑн халӑхӗ ман пата килчӗ.
14 Айлӑмрисем Ефрем йӑхӗнчен килчӗҫ,
Вениамин, вӗсем сан хыҫҫӑн пыраҫҫӗ, вӗсем сан ҫыннусем хушшинче.
Пуҫлӑхсем Махи́р йӑхӗнчен килчӗҫ,
Ҫар пухакансем* — Завуло́н йӑхӗнчен.
15 Иссаха́р кнеҫӗсем Деворӑпа пӗрле пулчӗҫ,
Иссаха́р та, Вара́к та унпа пӗрле пулчӗҫ.
Вӑл айлӑма ҫуран утса анчӗ.
Руви́м салтакӗсем мӗн тумалли пирки нумай шухӑшларӗҫ*.
16 Мӗншӗн эсӗ икӗ ҫӗклем* хушшинче ларса
Кӗтӳҫӗсем шӑхлич каланине итлерӗн?
Руви́м салтакӗсем мӗн тумалли пирки нумай шухӑшларӗҫ.
17 Галаа́д Иорда́н леш енче юлчӗ.
Дан вара? Мӗншӗн вӑл хӑйӗн карапӗсем ҫинчен анмарӗ?
Аси́р тинӗс хӗрринче ӗҫсӗр ларчӗ,
Хӑйӗн пристанӗсенчех юлчӗ.
18 Завуло́н хӑйӗн пурнӑҫне шеллемерӗ*, вилӗмрен хӑрамарӗ;
Неффали́м та тусем ҫинче хӑйӗн пурнӑҫне шеллемерӗ.
Вӗсене нимӗнле кӗмӗл те лекмерӗ.
21 Киссо́н шывӗ вӗсене юхтарса кайрӗ,
Авалхи юхӑм, Киссо́н юханшывӗ.
Ман чунӑм*, эсӗ вӑйлисене таптаса тухрӑн.
22 Унӑн ҫар лашисем тапӑртатса пыратчӗҫ,
Унӑн учӗсем вирхӗнсе чупатчӗҫ.
23 «Мероза ылханӑр, — терӗ Иеговӑн ангелӗ, —
Унта пурӑнакансене ылханӑр,
Вӗсем Иеговӑна пулӑшма килмерӗҫ вӗт,
Вӑйлисемпе пӗрле Иеговӑна пулӑшмарӗҫ».
24 Иаи́ль, кене́й ҫыннин Хеве́рӑн арӑмӗ, —
Чи мухтавлӑ хӗрарӑм,
Чатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмсенчен чи мухтавли.
25 Сиса́ра шыв ыйтрӗ — Иаи́ль ӑна сӗт пачӗ,
Илемлӗ чашӑкпа хӑймаллӑ сӗт пачӗ.
26 Вӑл аллине чатӑр шалчине илме,
Сылтӑм аллине йывӑҫ мӑлатук илме тӑсрӗ,
Сисарӑна пӑталарӗ, пуҫне ҫапса ҫӗмӗрчӗ,
Тӑнлавне чиксе шӑтарчӗ.
27 Сиса́ра ун ури умне ӳкрӗ, йӑванса кайрӗ, ҫавӑнтах выртса юлчӗ;
Ун ури умне ӳкрӗ, йӑванса кайрӗ;
Ӑҫта ӳкрӗ, ҫавӑнта вилсе выртрӗ.
28 Хӗрарӑм чӳречерен пӑхрӗ,
Решетке витӗр Сиса́рӑн амӑшӗ пӑхса тӑчӗ:
«Мӗншӗн ун урапи халӗ те килмест-ши?
Мӗншӗн утлӑ урапа сасси халӗ те илтӗнмест-ши?»
29 Ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсенчен чи ӑслисем хуравларӗҫ ӑна,
Вӑл хӑй те хӑйне ҫапла каласа тӑчӗ:
30 «Вӗсем тупӑш ярса илнӗ те ӑна пайлаҫҫӗ пуль,
Кашни салтака пӗрер, икшер хӗр,
Сиса́ра валли — тӗрлӗ тӗслӗ пусма, тӗрлӗ тӗслӗ пусма ун валли.
Тӗрленӗ тумтире, тӗрлӗ тӗслӗ пусмана, икӗ тӗрленӗ тумтире
Тупӑша ярса илнисен мӑйӗсенчен ҫакса ярӗҫ».
31 Иегова, сан пӗтӗм тӑшману пӗттӗр,
Сана юратакансем хӗвел пек ҫутатса тӑччӑр!
Израильте ӗнтӗ 40 ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.