Ертӳҫӗсен
3 Ханаансемпе вӑрҫӑ вӑрҫса курман Израиль ҫыннисене тӗрӗслес тесе Иегова ҫав ҫӗрти хӑш-пӗр халӑхсене хӑварнӑ. 2 Ҫакна вӑрҫӑ вӑрҫса курман Израиль ҫыннисен кайранхи ӑрӑвӗсем вӑрҫӑ мӗн иккенне пӗлччӗр тесе тунӑ. 3 Ҫак халӑхсене хӑварнӑ пулнӑ: филистимсен пилӗк пуҫлӑхӗ, мӗнпур ханаа́н, унсӑр пуҫне, Сидо́н ҫыннисем тата Лива́н тӑвӗсем ҫинче Ваа́л-Ермо́н тӑвӗнчен пуҫласа Лево́-Ха́мат* таран пурӑнакан евейсем. 4 Ҫак халӑхсене Израиль ҫыннисене тӗрӗслеме, вӗсем хӑйсен ашшӗсене Моисей урлӑ панӑ Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑрассипе тытса тӑмассине пӗлме хӑварнӑ. 5 Ҫавӑнпа Израиль ҫыннисем ханаансем, хетсем, аморейсем, ферезейсем, евейсем тата иевусейсем хушшинче пурӑннӑ. 6 Израиль ҫыннисем вӗсен хӗрӗсене качча илнӗ, хӑйсен хӗрӗсене те вӗсен ывӑлӗсене качча панӑ тата вӗсен туррисемшӗн ӗҫлеме пуҫланӑ.
7 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, ҫавна тунӑ. Вӗсем хӑйсен Туррине Иеговӑна манса кайнӑ, Ваалсемшӗн ӗҫлесе тӑнӑ тата сӑваплӑ юпасене* пуҫҫапнӑ. 8 Ҫавӑншӑн Иегова Израиль ҫыннисем ҫине тарӑхса кайнӑ та вӗсене Хусарсафе́мӑн, Месопота́ми* патшин, аллине панӑ*. Израиль ҫыннисем Хусарсафе́мшӑн сакӑр ҫул ӗҫлесе тӑнӑ. 9 Израиль ҫыннисем Иеговӑран пулӑшу ыйтма пуҫласан, Иегова вӗсене хӑтармашкӑн ҫӑлакана, Гофониила — Кена́зӑн, Хале́в шӑллӗн, ывӑлне — панӑ. 10 Иегова ӑна хӑйӗн святой сывлӑшне* панӑ та, вӑл Израилӗн ертӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл вӑрҫӑ вӑрҫма кайсан, Иегова Месопота́ми* патшине Хусарсафема ун аллине панӑ, вара Гофонии́л ӑна ҫӗнтернӗ. 11 Ҫавӑн хыҫҫӑн Израильте 40 ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ. Кайран Гофонии́л, Кена́зӑн ывӑлӗ, вилнӗ.
12 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, каллех ҫавна тума пуҫланӑ. Ҫавӑншӑн Иегова Еглона, Моа́в патшине, Израиль ҫыннисене ҫӗнтерме панӑ, мӗншӗн тесен лешӗсем Иегова мӗн япӑх тет, ҫавна тунӑ. 13 Егло́н аммонсемпе тата амаликсемпе пӗрлешнӗ те Израиль ҫине тапӑнса Пальма хулине ярса илнӗ. 14 Израиль ҫыннисем Егло́ншӑн, Моа́в патшишӗн, 18 ҫул ӗҫлесе тӑнӑ. 15 Вара вӗсем Иеговӑран пулӑшу ыйтма пуҫланӑ, ҫавӑнпа Иегова вӗсене ҫӑлакана — Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ Герӑн ывӑлне Аода — панӑ. Вӑл сулахай алӑпа ӗҫлекен ҫын* пулнӑ. Израиль ҫыннисем ун урлӑ Еглона, Моа́в патшине, куланай парса янӑ. 16 Ао́д пӗр чике* тӑршшӗ икӗ енӗ те ҫивӗч хӗҫ тунӑ та ӑна тумтирӗ айне, сылтӑм пӗҫҫи ҫумне, ҫакса янӑ. 17 Ао́д Еглона, Моа́в патшине, куланай панӑ. (Егло́н питӗ самӑр ҫын пулнӑ.)
18 Ао́д куланай панӑ хыҫҫӑн куланай илсе килнӗ ҫынсемпе пӗрле каялла кайнӑ. 19 Анчах вӑл, вӗсемпе пӗрле Галгалри чул йӗрӗхсем патне* ҫитсен, каялла таврӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Патша, ман сан валли вӑрттӑн каламалли хыпар пур». Лешӗ: «Шӑпӑрт!» — тенӗ. Вара тарҫисем пурте ун патӗнчен тухса кайнӑ. 20 Ао́д ун патне кӗнӗ чухне вӑл ҫӳлти сулхӑн пӳлӗмре пӗччен ларнӑ. Ао́д ӑна ҫапла каланӑ: «Ман сан валли Турӑран хыпар пур». Вара патша ура ҫине тӑнӑ*. 21 Ао́д сулахай алӑпа сылтӑм пӗҫҫи ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне туртса кӑларнӑ та Еглона хырӑмӗнчен чикнӗ. 22 Хӗҫӗ аври-мӗнӗпех кӗрсе кайса хырӑмри ҫу ӑшне путнӑ, Ао́д хӗҫне туртса кӑларман, вара Егло́нӑн каяшӗсем юхса тухнӑ. 23 Ао́д пӳлӗмри алӑксене питӗрсе чӳречерен* тухса кайнӑ. 24 Вӑл кайсан, тарҫӑсем килнӗ те ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкӗсене питӗрнине курнӑ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «Вӑл шалти пӳлӗмре пӗр ҫӗре кайнӑ* пулмалла». 25 Чылай кӗтсен вӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ. Егло́н ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкӗсене уҫман пирки вӗсем уҫҫисене илсе алӑкӗсене уҫнӑ та вӗсен хуҫи урайӗнче вилӗ выртнине курах кайнӑ.
26 Вӗсем вӑрахласа тӑнӑ хушӑра Ао́д тарнӑ, вӑл чул йӗрӗхсем патӗнчен иртсе кайса Сеирафа ҫитнӗ. 27 Унта, Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗсем ҫинче, вӑл какӑрпа* кӑшкӑртнӑ, вара Израиль ҫыннисем вӑл ертсе пынипе сӑрт-тусем ҫинчен аннӑ. 28 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, Иегова моавсене, сирӗн тӑшмансене, сирӗн алла пачӗ». Вӗсем ун хыҫҫӑн кайнӑ, моавсене тарма парас мар тесе Иорда́н урлӑ каҫмалли тарӑнах мар вырӑнсене ярса илнӗ те никама та каҫма паман. 29 Вӗсем моавсене 10 000-е яхӑн вӑйлӑ та паттӑр ҫынна вӗлернӗ, вӗсенчен пӗри те хӑтӑлайман. 30 Ҫав кун Израиль Моава парӑнтарнӑ, вара ҫав ҫӗрте 80 ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.
31 Ао́д хыҫҫӑн Ана́фӑн ывӑлӗ Самега́р Израилӗн ҫӑлаканӗ пулса тӑнӑ. Вӑл шӗвӗртнӗ патакпа* 600 филистима вӗлернӗ.