Ертӳҫӗсен
21 Израиль ҫыннисем Массифӑра тупа туса ҫапла каланӑ: «Пирӗнтен пӗри те хӑйӗн хӗрне Вениамин йӑхӗнчи ҫынна качча памӗ». 2 Халӑх Вефиле кайнӑ та чӑн Турӑ умӗнче каҫ пуличченех кӑшкӑрса йӗрсе ларнӑ. 3 Вӗсем ҫапла каланӑ: «Иегова, Израиль Турри, мӗншӗн Израильте ҫакӑн пекки пулса тухрӗ-ши? Паян Израилӗн пӗр йӑхӗ мӗншӗн пӗтрӗ-ши?» 4 Тепӗр кунне ирех тӑрса вӗсем парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем тата мир парнисем кӳнӗ.
5 Израиль ҫыннисем: «Иегова умӗнче пурте пуҫтарӑннӑ чухне Израиль йӑхӗсенчен камсем пыман?» — тесе ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсем Иегова патне Массифӑна кам пымасть, ҫавна вӗлеретпӗр тесе тупа тунӑ. 6 Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчи хӑйсен тӑванӗсемпе мӗн пулса тухнишӗн питӗ куляннӑ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «Паян Израилӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ. 7 Вениамин йӑхӗнчен тӑрса юлнисем валли арӑмсем пирӗн ӑҫтан тупса памалла? Эпир хамӑр хӗрсене вӗсене качча памастпӑр тесе Иегова умӗнче тупа турӑмӑр вӗт».
8 Вӗсем ҫапла ыйтнӑ: «Иегова патне Массифӑна Израиль йӑхӗсенчен камсем пыман?» Халӑх пуҫтарӑннӑ лагере Иави́с—Галаадран никам та пыман иккен. 9 Халӑха шутласа тухсан, Иави́с-Галаадран пӗри те пыманни паллӑ пулнӑ. 10 Вара халӑх унта 12 000 чи вӑйлӑ салтака ҫапла хушса янӑ: «Кайӑр та Иави́с-Галаадра пурӑнакансене — хӗрарӑмсене те, ачасене те — хӗҫпе вӗлерсе тухӑр. 11 Ҫапла тӑвӑр: пур арҫынна та, пур хӗрарӑма та вӗлерӗр. Арҫынпа ҫывӑрса курман хӗрсене ҫеҫ чӗрӗ хӑварӑр». 12 Иави́с-Галаадра пурӑнакансем хушшинче арҫынпа ҫывӑрса курман 400 хӗр тупӑннӑ. Вӗсене Ханаанри Сило́м хулинчи лагере илсе килнӗ.
13 Пӗтӗм халӑх Риммо́н текен чул хысакӗ ҫинчи Вениамин йӑхӗнчисем патне хыпарҫӑсем янӑ та килӗштерсе пурӑнма сӗннӗ. 14 Вара Вениамин йӑхӗнчисем каялла таврӑнсан, вӗсене Иави́с-Галаа́д хӗрӗсене панӑ, анчах хӗрӗсем пурин валли те ҫитмен. 15 Халӑх Вениамин йӑхӗпе мӗн пулса тухнишӗн питӗ куляннӑ, мӗншӗн тесен Иегова ҫав йӑха Израилӗн ытти йӑхӗсенчен уйӑрнӑ. 16 Халӑх старейшинисем ҫапла каланӑ: «Ыттисем валли те арӑмсем ӑҫтан тупса памалла-ши? Вениамин йӑхӗнчи хӗрарӑмсене пурне те вӗлерсе пӗтерчӗҫ вӗт». 17 Вӗсем ҫапла та каланӑ: «Израильте пӗр йӑх та пӗтсе ан лартӑр тесен, Вениамин йӑхӗ еткерлӗхе илнӗ ҫӗрӗ хӑйсенех, чӗрӗ тӑрса юлнисене, юлмалла. 18 Анчах та эпир хамӑр хӗрсене вӗсене качча параймастпӑр. Мӗншӗн тесен Израиль ҫыннисем: „Хӑйӗн хӗрне Вениамин йӑхӗнчи ҫынна качча паракан ылханлӑ пултӑр“, — тесе тупа тунӑ».
19 Кайран вӗсем ҫапла каланӑ: «Кашни ҫул Силомра Иеговӑн уявӗ иртет. (Сило́м Вефильтен ҫурҫӗрелле, Вефильтен Сихема каякан ҫулран хӗвелтухӑҫалла тата Левонӑран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ.)» 20 Вӗсем Вениамин йӑхӗнчисене ҫапла тума хушнӑ: «Виноград пахчисенче пытанса ларӑр. 21 Сило́м хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, виноград пахчисенчен чупса тухӑр та хӑвӑр валли арӑм тума Сило́м хӗрӗсене ярса илӗр, кайран Вениамин ҫӗрне таврӑнӑр. 22 Вӗсен ашшӗсем е пӗртӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен вара, эпир ҫапла калӑпӑр: „Тархасшӑн, пире ӑнланӑр-ха, вӑрҫӑран эпир пурин валли те арӑм илсе килеймерӗмӗр. Эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн хӗрсене вӗсене качча парсан тупа тунине пӑснӑшӑн айӑплӑ пулатӑр“».
23 Вениамин йӑхӗнчи ҫынсем хӑйсене каланӑ пек тунӑ. Кашнийӗ вӑйӑ картине тухнӑ хӗрсем хушшинчен хӑй валли арӑм вӑрласа кайнӑ. Кайран вӗсем хӑйсем еткере илнӗ ҫӗре таврӑннӑ, хуласем ҫӗнӗрен туса лартнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ.
24 Израиль ҫыннисем те хӑйсен йӑхӗсемпе хӑйсен ҫемйисене таврӑннӑ. Кашнийӗ хӑй еткере илнӗ ҫӗре кайнӑ.
25 Ҫав вӑхӑтра Израильте патша пулман. Кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.