Ертӳҫӗсен
20 Вара Израиль ҫыннисем пурте, Данран пуҫласа Вирса́ви таран пурӑнакансем тата Галаадра пурӑнакансем те, пӗр ҫын пек пулса, Массифӑра Иегова умӗнче пуҫтарӑннӑ. 2 Унта халӑхӑн, Израилӗн пур йӑхӗн, пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Турӑ халӑхӗн ҫав пухӑвне хӗҫ тытнӑ ҫуран ҫӳрекен 400 000 салтак пынӑ.
3 Вениамин йӑхӗнчисем Израиль ҫыннисем Массифӑра пуҫтарӑннине илтнӗ.
Израиль ҫыннисем: «Каласа парӑр-ха, ҫав хӗрарӑмпа ҫакӑн пек хӑрушӑ ӗҫ мӗнле пулса иртнӗ?» — тенӗ. 4 Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам ҫум-арӑмпа пӗрле Вениамин йӑхӗн хулине Гивӑна ҫӗр каҫма кӗтӗм. 5 Гивӑра пурӑнакансем* ҫӗрле пӗрле пуҫтарӑнса эпӗ чарӑннӑ ҫурта хупӑрласа илчӗҫ. Вӗсем мана вӗлересшӗн пулчӗҫ, анчах ун вырӑнне ман ҫум-арӑма ирӗксӗрлесе мӑшкӑлларӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вилсе кайрӗ. 6 Вара эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑн кӗлеткине илтӗм те ӑна касса вакларӑм, унтан пайӗсене Израилӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса патӑм, мӗншӗн тесен Гивӑри ҫынсем намӑссӑр та ирсӗр ӗҫ турӗҫ. 7 Халӗ ӗнтӗ, Израиль ҫыннисем, канашласа илӗр те мӗн тумаллине калӑр».
8 Пӗтӗм халӑх, пӗр ҫын пек, тӑнӑ та каланӑ: «Пирӗнтен пӗри те хӑйӗн чатӑрне е хӑйӗн килне таврӑнмӗ. 9 Эпир акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярса ҫынсем суйласа илӗпӗр те Ги́ва ҫине тапӑнӑпӑр. 10 Эпир Израилӗн кашни йӑхӗнчен 100 ҫынран 10 ҫын, 1 000 ҫынран 100 ҫын, 10 000 ҫынран 1 000 ҫын суйласа илӗпӗр. Вӗсем ҫара апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсе тӑрӗҫ. Вара ҫар Вениамин йӑхӗн хули ҫине, Ги́ва ҫине, тапӑнӗ те унта пурӑнакансене, Израильте ирсӗр ӗҫ тунӑшӑн, наказани парӗ». 11 Израиль ҫыннисем пурте, пӗр ҫын пек, пуҫтарӑннӑ та хула ҫине тапӑнма кайнӑ.
12 Израиль йӑхӗсем Вениамин йӑхӗнчисене ҫапла калама ҫынсем янӑ: «Мӗнле ҫакӑн пек хӑрушӑ ӗҫ тума пултартӑр? 13 Гивӑри ҫав путсӗр ҫынсене пире тытса парӑр, эпир вӗсене вӗлерӗпӗр те Израильте усаллӑха пӗтерӗпӗр». Анчах Вениамин йӑхӗнчисем хӑйсен тӑванӗсене, Израиль ҫыннисене, итлесшӗн пулман.
14 Вениамин йӑхӗнчисем Израиль ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫас тесе хӑйсен хулисенчен Гивӑна пынӑ. 15 Ҫав кун вӗсен хулисенчен Вениамин йӑхӗн хӗҫ тытнӑ 26 000 ҫынни пуҫтарӑннӑ. Вӗсемсӗр пуҫне Гивӑри лайӑх ҫапӑҫакан 700 салтак та пухӑннӑ. 16 Ҫав ҫарта лайӑх ҫапӑҫакан 700 салтак пулнӑ, вӗсем сулахай алӑпа ӗҫлекен ҫынсем* пулнӑ. Вӗсенчен кашни чулравпа* персе чулӗпе ҫӳҫ пӗрчине те лектернӗ.
17 Израиль ҫыннисем вара, Вениамин йӑхӗнчисемсӗр пуҫне, хӗҫ тытнӑ 400 000 ҫын пуҫтарӑннӑ. Пурте вӗсем вӑрҫӑра пиҫӗхнӗ салтаксем пулнӑ. 18 Израиль ҫыннисем Вефиле пынӑ та Турӑран ҫапла ыйтнӑ: «Вениамин йӑхӗнчисемпе ҫапӑҫма пире кам ертсе кайӗ?» Иегова: «Иуда йӑхӗ», — тенӗ.
19 Ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль ҫыннисем ирхине тӑнӑ та Гивӑпа ҫапӑҫас тесе ун ҫывӑхӗнче лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ.
20 Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ. Вӗсем Ги́ва патӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ. 21 Вениамин йӑхӗнчисем Гивӑран тухнӑ та ҫав кун 22 000 Израиль ҫыннине вӗлернӗ. 22 Анчах Израиль салтакӗсем хӑюллӑн малтанхи кун пуҫтарӑннӑ вырӑнтах ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ. 23 Израиль ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗрисем Вефиле кайнӑ та каҫченех Иегова умӗнче йӗнӗ. Вӗсем Иеговӑран: «Пирӗн хамӑрӑн тӑвансемпе, Вениамин йӑхӗнчисемпе, ҫапӑҫма каймалла-и, каймалла мар-и?» — тесе ыйтнӑ. Иегова: «Кайӑр», — тенӗ.
24 Ҫавӑнпа Израиль ҫыннисем иккӗмӗш кунне Вениамин йӑхӗнчисемпе каллех ҫапӑҫма тухнӑ. 25 Ҫав кун Вениамин йӑхӗнчисем Гивӑран вӗсене хирӗҫ тухнӑ та хӗҫ тытнӑ 18 000 Израиль ҫыннине вӗлернӗ. 26 Вара Израиль ҫыннисем пурте Вефиле кайнӑ. Ҫав кун вӗсем Иегова умӗнче йӗрсе ларнӑ. Вӗсем каҫчен типӗ тытнӑ, Иеговӑна мир парнисем тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем кӳнӗ. 27 Ҫавӑн хыҫҫӑн, чӑн Турӑ килӗшӗвӗн арчи ҫав кунсенче Вефильте пулнӑран, Израиль ҫыннисем Иеговӑран канаш ыйтас тенӗ. 28 Финее́с — Ааро́н ывӑлӗн, Елеаза́рӑн, ывӑлӗ — килӗшӳ арчи ҫумӗнче священник пулса ӗҫленӗ*. Вӗсем: «Пирӗн хамӑрӑн тӑвансемпе, Вениамин йӑхӗнчисемпе, каллех ҫапӑҫма каймалла-и, каймалла мар-и?» — тесе ыйтнӑ. Иегова: «Кайӑр, мӗншӗн тесен ыран эпӗ вӗсене сирӗн алла парӑп», — тенӗ. 29 Вара Израиль ҫыннисем Ги́ва ҫине тапӑнас тесе ун тавра пытанса ларнӑ.
30 Виҫҫӗмӗш кунне Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ. Вӗсем унчченхи пекех Ги́ва патӗнче ҫапӑҫма йӗркеленсе тӑнӑ. 31 Вениамин йӑхӗнчисем ҫара хирӗҫ тухсан, Израиль ҫыннисем вӗсене хуларан аяккарах илсе кайнӑ. Вениамин йӑхӗнчисем унчченхи пекех Израиль ҫыннисем ҫине тапӑннӑ та вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене ҫулсем ҫинче вӗлернӗ. Пӗр ҫулӗ Вефиле илсе кайнӑ, тепри — Гивӑна. Вӗсем 30-а яхӑн Израиль ҫыннине вӗлернӗ. 32 Вениамин йӑхӗнчисем ҫапла каланӑ: «Эпир вӗсене малтанхи пекех парӑнтарса пыратпӑр». Израиль ҫыннисем вара: «Тарнӑ пек тӑвар та вӗсене хуларан ҫулсем ҫине илсе тухар», — тенӗ. 33 Израиль ҫыннисем пурте Ваа́л-Фамаре кайса унта ҫапӑҫма йӗркеленсе тӑнӑ, Ги́ва тавра пытанса ларнисем вара ҫапӑҫма тухнӑ. 34 Пӗтӗм Израилӗн лайӑх ҫапӑҫакан 10 000 салтакӗ Ги́ва ҫине кайнӑ та, хӗрӳ ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Вениамин йӑхӗнчисем хӑйсене инкек ҫитнине ӑнланман.
35 Иегова пулӑшнипе Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисене ҫӗнтернӗ. Ҫав кун Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчи хӗҫ тытнӑ 25 100 ҫынна вӗлернӗ.
36 Израиль ҫыннисем каялла чакма пуҫласан, Вениамин йӑхӗнчисем Израиле ҫӗнтерсе пыратпӑр тесе шутланӑ. Анчах лешӗсем, Ги́ва патӗнче пытанса ларнисем ҫине шанса, каялла чакса пынӑ. 37 Пытанса ларнисем Гивӑна ыткӑннӑ. Унтан вӗсем хула тӑрӑх сапаланса унти ҫынсене пурне те хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ.
38 Израиль ҫыннисем хула тавра пытанса ларнисемпе ҫакӑн пек паллӑ пирки калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: хуларан тӗтӗм хӑпарни хулана ярса илнине пӗлтерет.
39 Израиль ҫыннисем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче каялла чаксан, Вениамин йӑхӗнчисем вӗсем ҫине тапӑнма тытӑннӑ та 30-а яхӑн ҫынна вӗлернӗ. Вӗсем: «Израиль ҫыннисем иртнӗ ҫапӑҫури пекех тараҫҫӗ», — тенӗ. 40 Акӑ маларах калаҫса татӑлнӑ паллӑ курӑннӑ: хуларан юпа пек тӗтӗм хӑпарнӑ. Вениамин йӑхӗнчисем ҫаврӑнса пӑхнӑ та пӗтӗм хула вут-ҫулӑм ӑшӗнче пулнине курах кайнӑ. 41 Вара Израиль ҫыннисем каялла ҫаврӑнса хирӗҫ тапӑнма пуҫласан, Вениамин йӑхӗнчисем хӑйсем инкеке лекнине курса хӑраса ӳкнӗ. 42 Вӗсем пушхирелле тарма пуҫланӑ. Анчах Израиль ҫыннисем вӗсемпе унта та ҫапӑҫнӑ. Таврари хуласенче пурӑнакансем те ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. 43 Вӗсем Вениамин йӑхӗнчисене хупӑрласа илнӗ те вӗсене пӗр чарӑнмасӑр хыҫран хӑваланӑ. Вӗсене шӑп Ги́ва ҫумӗнче, хулан тухӑҫ енче, аркатса тӑкнӑ. 44 Ҫапла Вениамин йӑхӗнчисем 18 000 ҫын пӗтнӗ, пурте вӗсем вӑйлӑ салтаксем пулнӑ.
45 Вениамин йӑхӗнчисем ҫаврӑннӑ та пушхир еннелле Риммо́н текен чул хысакӗ патнелле тарнӑ. Израиль ҫыннисем ҫулсем ҫинче 5 000 ҫынна вӗлернӗ*. Вӗсем Вениамин йӑхӗнчисене Гидо́м таранах хӑваласа тепӗр 2 000 ҫынна вӗлернӗ. 46 Пурӗ ҫав кун Вениамин йӑхӗнчи хӗҫ тытнӑ 25 000 ҫын пӗтнӗ. Пурте вӗсем вӑйлӑ салтаксем пулнӑ. 47 Анчах 600 ҫын пушхир еннелле, Риммо́н текен чул хысакӗ патнелле тарса кайнӑ. Вӗсем Риммо́н текен чул хысакӗ ҫинче тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.
48 Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисем патне таврӑнса хулара юлнисене пурне те — ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те — хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫул ҫинче тӗл пулнӑ пур хулана та вутпа ҫунтарса янӑ.