Ертӳҫӗсен
17 Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче Ми́ха ятлӑ арҫын пурӑннӑ. 2 Вӑл амӑшне ҫапла каланӑ: «Астӑватӑн—и, санӑн 1 100 ше́кель* кӗмӗл ҫухалнӑччӗ. Ӑна вӑрлакана эсӗ ман умра ылхантӑн. Ҫав кӗмӗл манра, эпӗ ӑна илтӗм». Унӑн амӑшӗ вара: «Иегова ман ывӑла пиллетӗр», — тенӗ. 3 Ми́ха амӑшне 1 100 ше́кель кӗмӗл тавӑрса панӑ. Анчах та лешӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫак кӗмӗле Иеговӑна халаллӑп, вара ман ывӑл йӗрӗхсем тӑвӗ: пӗрне касса, теприне шӑратса кӑларӗ. Кӗмӗле сана паратӑп».
4 Вӑл кӗмӗле амӑшне тавӑрса панӑ та, лешӗ 200 ше́кель* кӗмӗл илсе ӑна кӗмӗлпе ӗҫлекен пӗр ӑстаҫӑна панӑ. Вара ӑстаҫӑ йӗрӗхсем тунӑ: пӗрне касса, теприне шӑратса кӑларнӑ. Йӗрӗхсене Михӑн килӗнче лартнӑ. 5 Михӑн йӗрӗхсен ҫурчӗ пулнӑ. Вӑл ефо́д тата терафимсем* тунӑ та хӑйӗн ывӑлӗсенчен пӗрне, хӑйӗн патӗнче ӗҫлемешкӗн, священник пулма лартнӑ*. 6 Ҫав вӑхӑтра Израильте патша пулман. Кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.
7 Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеемра Иуда йӑхӗнчи* пӗр ҫамрӑк арҫын пурӑннӑ. Вӑл левит пулнӑ тата ҫавӑнта пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ. 8 Ҫав ҫын, урӑх вырӑнта пурӑнас тесе, Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеемран тухса кайнӑ. Вӑл Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинчи Михӑн ҫурчӗ патне ҫитсе тӑнӑ. 9 Ми́ха: «Эсӗ ӑҫтан килтӗн?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ Иуда ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ Вифлеемри левит, пурӑнмалли вырӑн шыратӑп». 10 Ми́ха ӑна ҫапла каланӑ: «Ман патра юл. Канашҫӑ* тата священник пулса ӗҫле. Эпӗ сана апат-ҫимӗҫ, тумтир тата ҫулталӑкне 10 ше́кель* кӗмӗл парса тӑрӑп». Вара левит ун патӗнче юлнӑ. 11 Левит ҫав ҫын патӗнче пурӑнма килӗшнӗ. Вӑл уншӑн ывӑл пекех пулнӑ. 12 Ми́ха ҫав левита хӑйӗн патӗнче ӗҫлемешкӗн священник пулма лартнӑ, лешӗ Михӑн килӗнче пурӑннӑ. 13 Ми́ха ҫапла каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ Иегова мана ырӑ тӑватех, мӗншӗн тесен левит ман патра священник пулса ӗҫлет».