Ертӳҫӗсен
16 Пӗррехинче Самсон Газӑна пынӑ. Унта вӑл пӗр аскӑн хӗрарӑма* курнӑ та ун патне кӗнӗ. 2 Газӑра пурӑнакансем хулана Самсон килнине пӗлнӗ. Вӗсем ҫав вырӑна хупӑрласа илсе ҫӗрӗпех Самсона хула хапхи патӗнче сыхласа тӑнӑ. Вӗсем: «Тул ҫутӑлсанах эпир ӑна вӗлерӗпӗр», — тесе пытанса ларнӑ.
3 Самсон ҫур ҫӗрччен выртнӑ. Ҫур ҫӗрте вӑл тӑнӑ та хула хапхи патне кайса ӑна икӗ юпипе, сӑлӑпӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Вӑл ӑна хулпуҫҫийӗ ҫине хурса Хеврона хирӗҫ ларакан ту тӑррине йӑтса кайнӑ.
4 Пӗр вӑхӑт иртсен, вӑл Соре́к айлӑмӗнче* пурӑнакан Дали́да ятлӑ пӗр хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ. 5 Филистимсен пуҫлӑхӗсем ҫав хӗрарӑм патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Унӑн пысӑк вӑйӗ мӗнрен килнине чееленсе* унран ыйтса пӗл-ха. Пирӗн ӑна мӗнле ҫӗнтермелле-ши? Парӑнтарас тесе мӗнпе ҫыхса хумалла-ши? Ҫавӑншӑн сана пирӗнтен кашни 1 100 ше́кель* кӗмӗл парӗ».
6 Дали́да Самсонран ҫапла ыйтнӑ: «Кала—ха, тархасшӑн, санӑн ҫак пысӑк вӑю мӗнрен килет? Парӑнтарас тесен сана мӗнпе ҫыхса хумалла?» 7 Самсон ӑна каланӑ: «Мана типмен ҫичӗ чӗрӗ шӑнӑрпа* ҫыхса лартсан, манӑн вӑй чакӗ те, эпӗ ытти ҫынсем пекех пулса тӑрӑп». 8 Филистимсен пуҫлӑхӗсем Далидӑна типмен ҫичӗ чӗрӗ шӑнӑр илсе килсе панӑ, вара вӑл вӗсемпе Самсона ҫыхса хунӑ. 9 Тепӗр пӳлӗмре вара ҫынсем пытанса ларнӑ пулнӑ. Дали́да: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Самсон шӑнӑрсене ҫӑмӑллӑнах татса пӑрахнӑ — вӗсем вут тивнӗ йӗтӗн ҫип пекех татӑлнӑ. Ҫапла вара унӑн вӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлман.
10 Дали́да Самсона ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана улталарӑн, суйрӑн мана. Сана мӗнпе ҫыхса хума пулать, кала-ха». 11 Самсон ӑна каланӑ: «Мана пӗрре те усӑ курман ҫӗнӗ вӗренсемпе ҫыхса хурсан, манӑн вӑй чакӗ те, эпӗ ытти ҫынсем пекех пулса тӑрӑп». 12 Дали́да ҫӗнӗ вӗренсем илсе Самсона ҫыхса хунӑ та: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. (Ҫав вӑхӑтра тепӗр пӳлӗмре ҫынсем пытанса ларнӑ пулнӑ.) Самсон аллисем ҫинчи вӗренсене ҫипе татса пӑрахнӑ пек татса пӑрахнӑ.
13 Ҫакӑн хыҫҫӑн Дали́да Самсона каланӑ: «Эсӗ халиччен мана улталарӑн, суйрӑн. Сана мӗнпе ҫыхса хумалла, кала-ха». Вӑл ӑна: «Ман ҫичӗ ҫивӗте пир татӑкне явса кӗртмелле», — тенӗ. 14 Вара Дали́да вӗсене пир станокӗн хӗҫӗпе* хӗстерсе хурса: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Самсон вӑраннӑ та хӗҫе пирӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса кӑларнӑ.
15 Дали́да Самсона каланӑ: «Хӑв мана юрататӑп тетӗн, анчах мана шанмастӑн*. Эсӗ мана хӑвӑн вӑю мӗнрен килнине каламарӑн, мана виҫӗ хутчен улталарӑн». 16 Дали́да кунран-кун нӑйкӑшса ҫӳренӗ, Самсона пӗр канӑҫ та паман, ӑна вилесле йӑлӑхтарса ҫитернӗ. 17 Юлашкинчен Самсон Далидӑна веҫех каласа панӑ: «Эпӗ мӗн ҫуралнӑранпах Туррӑн назоре́йӗ* пулнӑран манӑн ҫӳҫе нихӑҫан та касман. Манӑн ҫӳҫе кассан, ман хӑват пӗтӗ, эпӗ хавшаса кайӑп, вара ытти ҫынсем пекех пулса тӑрӑп».
18 Дали́да, хӑйне Самсон веҫех каласа панине ӑнланса илсен, филистимсен пуҫлӑхӗсене ҫапла калама тӳрех ҫын янӑ: «Килӗр, вӑл мана веҫех каласа пачӗ». Вара филистимсен пуҫлӑхӗсем хӑйсемпе пӗрле укҫа илсе ун патне килнӗ. 19 Дали́да Самсона хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫинче ҫывӑрттарса янӑ. Унтан вӑл пӗр ҫынна чӗнсе илнӗ те ӑна Самсонӑн ҫичӗ ҫивӗтне касма хушнӑ. Ҫапла Дали́да Самсона вӑйсӑрлатнӑ, унӑн вӑйӗ чакма пуҫланӑ. 20 Дали́да: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Лешӗ вӑранса кайса каланӑ: «Малтанхи пек тӑвӑп та ҫӑлӑнӑп». Хӑйне Иегова хӑварнине вӑл пӗлмен-ха. 21 Филистимсем Самсона ярса тытнӑ та куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, кайран ӑна Газӑна илсе кайса икӗ пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ. Вара Самсона тӗрмере тырӑ авӑрттарнӑ. 22 Ҫав хушӑра унӑн ҫӳҫӗ ӳсме тытӑннӑ.
23 Филистимсен пуҫлӑхӗсем Дагона, хӑйсен туррине, нумай парне кӳме тата хӑйсем ҫӗнтернишӗн савӑнма-хӗпӗртеме пуҫтарӑннӑ. Вӗсем: «Пирӗн турӑ Самсона, пирӗн тӑшмана, хамӑр алла пачӗ!» — тенӗ. 24 Вӗсем, йӗрӗхе курсан, хӑйсен туррине мухтаса ҫапла каланӑ: «Пирӗн турӑ пирӗн тӑшмана — пирӗн ҫӗре ҫаратакана, пирӗнтен нумайӑшне вӗлернӗ тӑшмана — хамӑр алла пачӗ».
25 Чӗрисем хавасланса кайсан вӗсем: «Самсона илсе килӗр, кулар-ха унран», — тенӗ. Самсонран тӑрӑхласа кулас тесе ӑна тӗрмерен илсе килнӗ те колоннӑсем хушшине тӑратнӑ. 26 Вара Самсон хӑйне аллинчен ҫавӑтса ҫӳрекен арҫын ачана каланӑ: «Ҫурта тытса тӑракан колоннӑсене хыпашласа пӑхма пулӑш-ха мана, эпӗ вӗсем ҫумне тӗршӗнем». 27 (Ҫуртра халӑх лӑк тулли пулнӑ — арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те. Унта филистимсен пуҫлӑхӗсем пурте пулнӑ. Ҫурт тӑрринче пуҫтарӑннӑ 3 000-е яхӑн арҫынпа хӗрарӑм Самсонран тӑрӑхласа кулнӑ.)
28 Самсон Иеговӑна тархасланӑ: «Аслӑ Ҫӳлхуҫа Иегова, тархасшӑн, аса илсем мана, юлашки хут вӑй парсам мана. Манӑн Туррӑм, филистимсене хамӑн пӗр куҫшӑн та пулин тавӑрасчӗ».
29 Самсон ҫурта тытса тӑракан варринчи икӗ колонна ҫине — пӗрин ҫине сылтӑм аллине, теприн ҫине сулахай аллине — хунӑ та вӗсене тӗкме пуҫланӑ. 30 Самсон: «Филистимсемпе пӗрле пӗтем!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл колоннӑсене пӗтӗм вӑйран тӗкнӗ те, ҫурт пуҫлӑхсем ҫине тата унта пухӑннӑ мӗнпур халӑх ҫине йӑтӑнса аннӑ. Самсон мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе те ҫавӑн чухлӗ филистима вӗлермен.
31 Самсонӑн пӗртӑванӗсем тата ашшӗ енчи тӑванӗсем пурте Газӑна пынӑ та ун кӗлеткине илсе кайнӑ. Вӗсем ӑна Цорӑпа Естао́л хушшинче хӑйӗн ашшӗн Мано́йӑн тупӑклӑхӗнче пытарнӑ. Самсон Израильте 20 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ.