Ертӳҫӗсен
13 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, каллех ҫавна тума пуҫланӑ, вара Иегова вӗсене 40 ҫуллӑха филистимсен аллине панӑ.
2 Ҫав вӑхӑтра Цорӑра Мано́й ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, вӑл Дан йӑхӗнчен пулнӑ. Унӑн арӑмӗ ача тӑвайман, вӑл ачасӑр пулнӑ. 3 Пӗррехинче унӑн арӑмне Иеговӑн ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ ача тӑваймастӑн, санӑн ача ҫук, анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратӑн. 4 Хӗрлӗ эрех те, нимӗнле эрех-сӑра та урӑх ан ӗҫ, таса маррине те ан ҫи. 5 Эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратӑн. Унӑн ҫӳҫне нихӑҫан та касмалла мар, мӗншӗн тесен вӑл мӗн ҫуралнӑранпах Туррӑн назоре́йӗ* пулӗ. Вӑл Израиле филистимсенчен хӑтарса тӑрӗ».
6 Ҫав хӗрарӑм кайнӑ та упӑшкине ҫапла каланӑ: «Ман пата Турӑ ҫынни килсе кайрӗ, вӑл Туррӑн ангелӗ пекехчӗ, ӑна курсан ҫӳҫенсех кайрӑм. Эпӗ вӑл ӑҫтан пулнине ыйтмарӑм, вӑл хӑй те хӑйӗн ятне каламарӗ. 7 Анчах та вӑл мана ҫапла каларӗ: „Эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратӑн. Хӗрлӗ эрех те, нимӗнле эрех-сӑра та урӑх ан ӗҫ, таса маррине те ан ҫи, мӗншӗн тесен ачу мӗн ҫуралнӑранпа мӗн виличченех Туррӑн назоре́йӗ пулӗ“».
8 Мано́й Иеговӑна йӑлӑнса кӗлтума пуҫланӑ: «Иегова, тархасшӑн, санӑн ҫынну пирӗн пата тепре килтӗр те ҫуралас ачапа пирӗн мӗн тумаллине калатӑр». 9 Чӑн Турӑ Маноя илтнӗ, вара Туррӑн ангелӗ хӗрарӑм патне, лешӗ уйра пулнӑ чухне, тепре пынӑ. Унӑн упӑшки вара, Мано́й, унпа пӗрле пулман. 10 Хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки патне чупса кайнӑ та ӑна каланӑ: «Ман пата пӗркун килнӗ ҫын каллех килчӗ».
11 Мано́й арӑмӗпе пӗрле ҫав ҫын патне кайнӑ та: «Ман арӑмпа эсӗ калаҫрӑн-и?» — тесе ыйтнӑ. «Эпӗ», — тенӗ лешӗ. 12 Мано́й ҫапла каланӑ: «Эсӗ каланӑ пекех пултӑр! Ачана мӗнле пӑхса ӳстермелле? Вӑл мӗн туса пурӑнӗ?» 13 Иеговӑн ангелӗ Маноя каланӑ: «Эпӗ санӑн арӑмна мӗнрен сыхланма каланӑ, вӑл ҫавӑнтан пуринчен те сыхлантӑр. 14 Унӑн виноград та, виноградран тунӑ нимӗнле апат-ҫимӗҫ те ҫимелле мар, хӗрлӗ эрех те, нимӗнле эрех-сӑра та ӗҫмелле мар, таса маррине те ҫимелле мар. Эпӗ хӑйне мӗн хушнине пурне те тытса тӑтӑр».
15 Мано́й Иеговӑн ангелне: «Юл, тархасшӑн. Эпир сана качака путекки хатӗрлесе парӑпӑр», — тенӗ. 16 Анчах Иеговӑн ангелӗ Маноя каланӑ: «Эпӗ юлас пулсан та, апат ҫиместӗп. Сан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Иегова валли парне кӳрес килет пулсан вара, парнӳне кӳр». Мано́й ӗнтӗ ку Иеговӑн ангелӗ пулнине пӗлмен. 17 Мано́й Иеговӑн ангелӗнчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ мӗн ятлӑ? Сан сӑмаху пурнӑҫа кӗрсен, пирӗн сана чыс тӑвасчӗ». 18 Анчах Иеговӑн ангелӗ ӑна: «Ман ята сан мӗн тума пӗлмелле? Вӑл тӗлӗнмелле!» — тенӗ.
19 Мано́й качака путеккипе тыр-пул парнине илнӗ те вӗсене чул ҫинче Иеговӑна парнене кӳнӗ. Вӑл* вара Манойпа ун арӑмӗ умӗнче тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. 20 Парне вырӑнӗнчи ҫулӑм хӗмленсе кайсан, ҫав ҫулӑм ӑшӗнче Иеговӑн ангелӗ тӳпенелле хӑпарса кайнӑ. Ҫакна курсан Манойпа ун арӑмӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 21 Иеговӑн ангелӗ Манойпа ун арӑмне урӑх курӑнман. Мано́й ӗнтӗ ку Иеговӑн ангелӗ пулнине ӑнланса илнӗ. 22 Вӑл арӑмне: «Эпир вилетпӗр, мӗншӗн тесен Турра куртӑмӑр», — тенӗ. 23 Анчах арӑмӗ ӑна каланӑ: «Иегова пире вӗлересшӗн пулнӑ пулсан, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнене тата тыр-пул парнине пирӗн алран йышӑнман пулӗччӗ тата ҫакна пире пӗтӗмпех кӑтартман пулӗччӗ, нимӗн те каласа паман пулӗччӗ».
24 Ҫав хӗрарӑм ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Самсон тесе ят панӑ. Арҫын ача ӳснӗ, Иегова ӑна пиллесе тӑнӑ. 25 Вӑхӑт иртсен Самсон ҫине, вӑл Цорӑпа Естао́л хушшинчи Маха́не-Данра пулнӑ чухне, Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳме пуҫланӑ.