Ертӳҫӗсен
12 Ефрем йӑхӗнчи ҫынсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та юханшыв урлӑ каҫса Цафона ҫитнӗ*. Вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: «Аммонсемпе ҫапӑҫма кайсан мӗншӗн эсӗ пире хӑвпа пӗрле чӗнмерӗн? Эпир сана хӑвӑн ҫуртупа пӗрлех ҫунтарса ярӑпӑр». 2 Иеффа́й вара ҫапла каланӑ: «Эпӗ те, манӑн халӑх та аммонсемпе вӑрҫӑ вӑрҫатпӑр. Эпӗ сире чӗнтӗм, анчах эсир мана пулӑшма пымарӑр. 3 Эсир мана пулӑшас ҫуккине курсан, эпӗ хамӑн пурнӑҫа шеллемесӗрех аммонсемпе ҫапӑҫма тухрӑм. Вӗсене ҫӗнтерме мана Иегова пулӑшрӗ. Мӗншӗн вара эсир халӗ манпа ҫапӑҫма килтӗр?»
4 Иеффа́й Галаа́д ҫӗрӗнчи мӗнпур ҫынна пуҫтарнӑ та Ефрем йӑхӗнчисемпе ҫапӑҫнӑ. Галаа́д ҫыннисем Ефрем йӑхӗнчисене вӗлерсе тухнӑ, лешӗсем: «Эсир, Галаа́д ҫыннисем, — Ефремпа Мана́ссия йӑхӗсем хушшинче пурӑнакан Ефрем таркӑнӗсем ҫеҫ», — тенӗ пулнӑ. 5 Галаа́д ҫыннисем Ефрем йӑхӗнчи ҫынсенчен маларах ҫитсе Иорда́н урлӑ каҫмалли тарӑнах мар вырӑнсене ярса илнӗ. Тарма хӑтланнӑ Ефрем йӑхӗнчи ҫынсем юханшыв урлӑ каҫас тесе: «Мана каҫма ирӗк парсам», — тенӗ чухне Галаа́д ҫыннисем кашнинчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ Ефрем йӑхӗнчи ҫын-и?» Лешӗ: «Ҫук», — тесен, 6 вӗсем ӑна: «„Шибболе́т“ тесе кала-ха», — тенӗ. Вӑл «сибболе́т» тенӗ, мӗншӗн тесен ҫав сӑмаха тӗрӗс калайман. Вара ӑна юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑн патӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ. Ҫавӑн чухне Ефрем йӑхӗнчи 42 000 ҫын пӗтнӗ.
7 Галаа́д ҫынни Иеффа́й Израильте 6 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. Вӑл вилсен, ӑна Галаадра, хӑйӗн хулинче, пытарнӑ.
8 Ун хыҫҫӑн Израильте Вифлее́м ҫынни Есево́н ертӳҫӗ пулнӑ. 9 Унӑн 30 ывӑл тата 30 хӗр пулнӑ. Хӑйӗн хӗрӗсене вӑл урӑх йӑхсенчи арҫынсене качча панӑ, ывӑлӗсем валли те урӑх йӑхсенчен 30 арӑм илнӗ. Вӑл Израильте 7 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. 10 Есево́н вилсен ӑна Вифлеемра пытарнӑ.
11 Ун хыҫҫӑн Израильте Завуло́н йӑхӗнчи Ело́н 10 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. 12 Ело́н вилсен, ӑна Завуло́н ҫӗрӗнчи Аиалонра пытарнӑ.
13 Ун хыҫҫӑн Израильте Авдо́н, Пирафо́н ҫыннин Гилле́лӑн ывӑлӗ, ертӳҫӗ пулнӑ. 14 Унӑн 40 ывӑл та 30 мӑнук пулнӑ. Вӗсем 70 ашак ҫинче утланса ҫӳренӗ. Авдо́н Израильте 8 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. 15 Авдо́н, Пирафо́н ҫыннин Гилле́лӑн ывӑлӗ, вилсен, ӑна Ефрем ҫӗрӗнчи Пирафонра амаликсен тӑвӗ ҫинче пытарнӑ.