Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2014 ҫулхи августӑн 25-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ.
Левит 18:3-мӗш сӑвӑ йӗрки пире мӗн ырӑ тата мӗн усал пулни тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар шухӑшлассинчен пӑрӑнма мӗнле пулӑшать? (Эф. 4:17—19.) (Июлӗн 7, w02-U 2/1 29 с., 4 абз.)
Левит 19:2-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырнӑ ӳкӗт пире мӗне вӗрентет тата мӗншӗн пирӗн ӑна тытса тӑма тӑрӑшмалла? (Июлӗн 7, w09-U 7/1 9 с., 5 абз.)
Тӑкӑнса юлнӑ тырӑ пирки панӑ ӗлӗк-авалхи саккунри принцип пире мӗне вӗрентет? (Лев. 19:9, 10.) (Июлӗн 7, w06-U 6/15 22—23 с., 13 абз.)
Мӗншӗн «куҫшӑн — куҫ» текен саккун тавӑрма хистесе тӑман теме пулать? (Лев. 24:19, 20.) (Июлӗн 14, w09-U 9/1 22 с., 3, 4 абз.)
Хӑш чухне израильтянинӑн укҫа-тенкӗне усламлӑх памалла пулман, анчах та хӑҫан вӑл ҫакна тума пултарнӑ? (Лев. 25:35—37.) (Июлӗн 21, w04-U 5/15 24 с., 3 абз.)
Израилӗн чӑннипе 13 йӑх пулнӑ пулсан та, мӗншӗн ытларах чухне Израилӗн 12 йӑхӗ тесе калаҫҫӗ? (Йыша шутл. 1:49, 50.) (Июлӗн 28, w08-U 7/1 21)
Йыша шутлани 8:25, 26-мӗшӗсенче левитсен тивӗҫлӗхӗсем пирки ҫырнинчен эпир хамӑртан аслӑраххисене хисеплес тӗлӗшрен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Авг. 11, w04-U 8/1 25 с., 1 абз.)
Египетран тӗлӗнмелле майпа хӑтарнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн израильтянсем ӳпкелешме пуҫланӑ тата ҫакӑн пирки ҫырса панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Йыша шутл. 11:4—6.) (Авг. 18, w95-U 3/1 16 с., 10 абз.)
Елдадпа Молдад хӑйсене пророксем пек тытма пуҫлани ҫине Моисей мӗнле пӑхнинчен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Йыша шутл. 11:27—29.) (Авг. 18, w04-U 8/1 26 с., 4 абз.)
Израильтянсене «тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе» яччӑр тесе каланӑ хушура мӗнле питӗ кирлӗ принцип пур? (Йыша шутл. 15:37—39.) (Авг. 25, w04-U 8/1 26 с., 7 абз.)