Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
СЕНТЯБРӖН 1-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
46-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 13 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Йыша шутлани 17—21 (10 мин)
1 №: Йыша шутлани 17:1—13 (4 мин е сахалрах)
2 №: Шуйттан чӑннипех те пуррине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр (rs-U 325 с., 2 абз.— 326 с., 3 абз.) (5 мин)
3 №: Апостолсен кӗнеки тӗп-тӗрӗс пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать (it-U «Деяния апостолов», 7—9 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Сентябрьте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Малтан ҫак страницӑра илсе панӑ калаҫӑва пуҫламалли майсемпе усӑ курса брошюрӑсене мӗнле сӗнмеллине демонстраци кӑтарт. Ун хыҫҫӑн кашни майне пуҫламӗшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен тӗплӗн сӳтсе яв.
10 мин. Хӑш канашӗпе усӑ курма май килчӗ? Сӳтсе явни. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хӑюллӑн пӗлтеретпӗр» статьяри канашсем хӑйсене мӗнле пулӑшни пирки хыпарҫӑсене каласа пама ыйт. Мӗнле лару-тӑрура вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерме йывӑр пулнине каласа пама ыйт. Ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ?
10 мин. Ятарлӑ кампани ҫинчен отчет. Доклад. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ тӑвать. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен малалла та пӗлтермелли пирки «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн» ҫак кӑларӑмӗнче каланӑ тӗп шухӑшсене кӗскен пӑхса тух. Ҫак сӗнӳсемпе пуху мӗнле усӑ курнӑ? Кампани вӑхӑтӗнче мӗнле ҫитӗнӳсем уйрӑмах пулнӑ?
45-мӗш юрӑ тата кӗлӗ