4-МӖШ УРОК
Мӗнле эсӗ Турӑ ҫинчен нумайтарах пӗлме пултаратӑн
Библине вуласа эсӗ Иегова ҫинчен нумайтарах пӗлме пултаратӑн. Ӗлӗкхи вӑхӑтра Турӑ хӑйӗн шухӑшӗсене ҫырса пыччӑр тесе хӑшпӗр ҫынсене суйласа илнӗ. Ҫак ҫырӑвсене Библи тесе калаҫҫӗ. Халӗ эпир вара Турӑпа Библине вуласа паллашатпӑр. Библире Иеговӑн сӑмахӗ, е ҫырӑвӗ, пур, ҫавӑншӑн ӑна ҫавӑн пекех Турӑ Сӑмахӗ тесе калаҫҫӗ. Эпир Библире мӗн каланине шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иегова нихӑҫан та улталамасть. «Турӑ улталама пултараймасть» (Еврейсем 6:18). Турӑ Сӑмахӗнче чӑнлӑх (Иоанн 17:17).
Библи — вӑл Турӑ пире панӑ хаклӑ парнесенчен пӗри. Ӑна юратакан ашшӗ ачисем патне ҫырнӑ ҫырупа танлаштарма пулать. Вӑл Турӑ ҫӗре ытарма ҫук пурӑнмалли вырӑн — Рай — туса хума сӑмах пани ҫинчен каласа парать. Вӑл Турӑ хӑйӗн парӑннӑ ачисемшӗн ӗлӗк мӗн тунӑ, халӗ мӗн тӑвать тата малашлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен каласа парать. Вӑл ҫавӑн пекех хамӑр ыйтусене татса пама тата телей тупма пулӑшать (2 Тимофей 3:16, 17).
Иегова Свидетелӗсем — вӗсем Туррӑн тусӗсем; вӗсем сана Библи мӗн вӗрентнине ӑнланма пулӑшӗҫ. Эсӗ вӗсене Библи вӗренес килет тесе тӳррӗн кала. Вӗрентнӗшӗн вӗсем укҫа илмеҫҫӗ (Матфей 10:8). Ҫавӑн пекех эсӗ христиансен пухӑвне ҫӳреме пултаратӑн. Вӗсем Турӑ Патшалӑх Залӗсем текен пуҫҫапмалли вырӑнсенче иртеҫҫӗ. Христиансен пухӑвне ҫӳреме пуҫласан, эсӗ хӑвӑртах Турӑ ҫинчен калакан нумай пӗлӳ илӗн.
Турӑ тунӑ япаласене тӗпчесе, эсӗ ун ҫинчен пӗлме пултаратӑн. Тӗслӗхрен, Библире каланӑ: «Турӑ ҫӗрпе пӗлӗте тунӑ» (Бытие 1:1). Иегова «пӗлӗте» тунӑ чухне хӗвеле тунӑ. Ҫакӑ пире Турӑ ҫинчен мӗн каласа кӑтартма пултарать? Ҫакӑ пире Иеговӑн пысӑк вӑй пурри ҫинчен каласа парать. Вӑл анчах ҫакӑн пек ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑракан питӗ пысӑк хӗвел тума пултарнӑ. Ҫакӑ ҫавӑн пекех Иегова питӗ ӑсли ҫинчен калать, мӗншӗн тесен ӑшӑпа ҫутӑ парса тӑракан, ҫав вӑхӑтрах ҫунса пӗтмен хӗвеле тума ӑслӑлӑх кирлӗ.
Иегова тунӑ япаласем вӑл пире юратнине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи нумай тӗрлӗ ҫимӗҫсем пирки шутласа пӑх. Иегова пире пӗр ҫимӗҫ кӑна пама е нимӗн те памасӑр пултарнӑ. Анчах та Иегова пире формипе, пысӑкӑшпе, тӗсӗпе тата тутипе ҫав тери тӗрлӗ питӗ нумай ҫимӗҫ панӑ. Ҫакӑ пире Иегова юратакан, уҫӑ кӑмӑллӑ, тимлӗ тата ырӑ Турӑ пулнине кӑтартса парать (Псалом 103:24).