Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • gf 3 урок, 5 с.
  • Санӑн Турӑ ҫинчен пӗлмелле

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Санӑн Турӑ ҫинчен пӗлмелле
  • Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир Иеговӑн тусӗ пулма пултаратӑр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турӑ сана хӑйӗн тусӗ пулма чӗнет
    Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Чӑн тӗне мӗнле тупма пулать
    Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Эсир мӗнле шутлатӑр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
gf 3 урок, 5 с.

3-МӖШ УРОК

Санӑн Турӑ ҫинчен пӗлмелле

Турӑ тусӗ пулас тесессӗн, санӑн ун ҫинчен пӗлмелле. Санӑн тусусем санӑн ятна пӗлеҫҫӗ-и тата вӗсем сана ятран чӗнеҫҫӗ-и? Паллах. Турӑ та сана хӑйӗн ятне пӗлтересшӗн тата хӑйне ятран чӗнтересшӗн. Туррӑн ячӗ — Иегова (Исход 15:3; Матфей 6:9). Ҫитменнине тата санӑн ӑна мӗн килӗшнине тата мӗн килӗшменнине пӗлмелле. Санӑн кам унӑн тусӗсемпе тӑшманӗсем пулнине пӗлмелле. Кама та пулсан пӗлсе ҫитме вӑхӑт кирлӗ. Иеговӑпа паллашас тесе вӑхӑт уйӑрса хуни тӗрӗс тесе калать Библи (Ефес 5:15, 16).

Туррӑн тусӗсем вӑл мӗн кӑмӑлланине тӑваҫҫӗ. Хӑвӑн тусусем пирки шутласа пӑх-ха. Эсӗ хӑвна тусусемпе япӑх тытатӑн пулсан тата вӗсем мӗн чӑтма пултарайманнине тӑватӑн пулсан, вӗсем санӑн тусусемех пулса юлаҫҫӗ-ши? Паллах, ҫук! Эсӗ те Турӑ тусӗ пулас тетӗн пулсан, санӑн ҫавӑн пекех вӑл мӗн кӑмӑлланине тумалла (Иоанн 4:24).

A family stands beside a narrow gate and looks at people on a cramped road

Пур тӗн те Турӑпа туслӑ пулма памасть. Иисус — Туррӑн чи ҫывӑх тусӗ — икӗ ҫул ҫинчен каланӑ. Пӗр ҫулӗ — аслӑ, ун ҫинче вара нумай ҫын. Ҫак ҫул вилӗм патне илсе пырать. Тепӗр ҫулӗ — ансӑр, ун тӑрӑх вара сахаллӑн кӑна пыраҫҫӗ. Ҫак ҫул ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать. Ҫакӑ вара, эсӗ Турӑпа туслӑх тупас тетӗн пулсан, санӑн ӑна мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмаллине тем тесен те пӗлмеллине пӗлтерет (Матфей 7:13, 14).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр