Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w26 март 14—19 с.
  • Сире чи кирлине тума нимӗн те ан чӑрмантартӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Сире чи кирлине тума нимӗн те ан чӑрмантартӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ПИРЕ МӖН ЧӐРМАНТАРМА ПУЛТАРАТЬ?
  • ИИСУС ХӐЙНЕ ИЕГОВӐН ИРӖКНЕ ТУМА НИМӖН ТЕ АН ЧӐРМАНТАРТӐР ТЕСЕ МӖН ТУНӐ?
  • ИЕГОВА ПИРӖН ПУРНӐҪРА ПӖРРЕМӖШ ВЫРӐНТА ПУЛТӐР ТЕСЕ МӖН ТУМА ПУЛАТЬ?
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен юлашки сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
w26 март 14—19 с.

2026 ҪУЛХИ МАЙӐН 18—24

35-МӖШ ЮРӐ Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн

Сире чи кирлине тума нимӗн те ан чӑрмантартӑр

«Иеговӑн ирӗкне ӑнланма тӑрӑшӑр» (ЭФ. 5:17).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Пирӗн пурнӑҫра хамӑра пӑшӑрхантаракан е вӑйпа вӑхӑта пӗтерекен ӗҫсене пӑхмасӑрах Иеговӑна пӗрремӗш вырӑна лартас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

1, 2. Хамӑршӑн мӗн те пулин кирли пире чӑрмантарма пултарать-и? Ӑнлантарса парӑр.

КАЛӐПӐР, эсир машин ҫинче руль тытса пынӑ чухне сирӗн пата такам телефонпа шӑнкӑравлать. «Эпӗ кама та пулин питӗ кирлӗ пулмалла», — тесе шутлатӑр эсир. Анчах эсир ҫакна та ӑнланатӑр: халӗ ҫул ҫине пӑхса пымалли вӑхӑт. Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне пирӗн чи кирлине суйласа илме тивет.

2 Пирӗн пурнӑҫра мӗн чи кирли пулмалла? Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑна лартма пулӑшакан ӗҫсемa (Матф. 6:33). Водителӗн хӑйне ҫул ҫине тимлӗ пӑхса пыма мӗн чӑрмантарма пултарнине ӑнланмалла, ҫавӑн пекех пирӗн те Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хума пире мӗн-мӗн чӑрмантарма пултарнине пӗлмелле (Ытар. 4:25; Матф. 6:22).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата ҫакӑ пире мӗнле пулӑшӗ?

3 Эпир Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хума ниме те чӑрмантарма парасшӑн мар. Анчах та ҫавна тума пире нумай япала чӑрмантарма пултарать (Лука 21:34—36). Айтӑр 1) пире мӗн чӑрмантарма пултарнине, 2) Иисус хӑйне Туррӑн ирӗкне тума нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн тунине тата 3) эпир хамӑра мӗн чӑрмантарма пултарнипе мӗнле кӗрешме пултарнине пӑхса тухар. Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлни пире Иеговӑшӑн ӗҫлессине хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хума пулӑшӗ.

ПИРЕ МӖН ЧӐРМАНТАРМА ПУЛТАРАТЬ?

4—6. Чи кирлине тума пире мӗн-мӗн чӑрмантарма пултарать?

4 Пирӗн хамӑр пурнӑҫра нумай мӗн ҫинчен шутлама тивет. Сӑмахран, пирӗн сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пур е пирӗн хамӑршӑн е хамӑр ҫемьешӗн мӗн те пулин тумалла. Паллах ӗнтӗ, ҫаксем пурте кирлӗ тата пирӗн вӗсем валли вӑхӑт уйӑрмалла. Анчах та вӗсем пире Иеговӑшӑн мӗн кирлине тума чӑрмантарма пултараҫҫӗ-и? Енчен те эпир вӗсем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шутласа ҫӳретпӗр пулсан, тата пирӗн пӗтӗм вӑйпа вӑхӑт вӗсем ҫине ҫеҫ каять пулсан, вӗсем пире чӑрмантарма пултараҫҫӗ.

5 Унсӑр пуҫне, пирӗнтен нумайӑшӗ политикӑпа тата экономикӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пула пӑтранса тӑракан, ерекен чирсем хӑвӑрт сарӑлакан тата хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳсем пулкалакан вырӑнсенче пурӑнаҫҫӗ (2 Тим. 3:1). Ҫавӑн пек чухне пире хамӑр йывӑрлӑхсемсӗр пуҫне урӑх ним ҫинчен те шухӑшлама пултараймастпӑр пек туйӑнма пултарать.

6 Ҫавсене пула ҫынсен пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑнма пултарать, вара вӗсем халран каяҫҫӗ тата хуйха ӳкеҫҫӗ. Ҫакна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен пире пӗр вӗҫӗмсӗр хӗн курса тата пӑшӑрханса пурӑнмалла туман. Хӑш-пӗрисене йӗркеллӗ пурнӑҫпа урӑх пурӑнма пултараймастпӑр пек туйӑнма пултарать. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен хуйхи-суйхине тата йывӑрлӑхӗсене манса каяс тесе вӑйӑ-кулӑ ӑшнех путаҫҫӗ. Пирӗн те ҫакӑн пекрех туйӑмсем пур пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурас тесен хамӑра мӗн чӑрмантарма пултарать, ҫавсемпе кӗрешмелле. Ҫак тӗлӗшрен пире Иисусӑн тӗслӗхӗ пулӑшма пултарать. Айтӑр ӑна пӑхса тухар.

ИИСУС ХӐЙНЕ ИЕГОВӐН ИРӖКНЕ ТУМА НИМӖН ТЕ АН ЧӐРМАНТАРТӐР ТЕСЕ МӖН ТУНӐ?

7. Иисуса Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?

7 Иисуса Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗн чӑрмантарма пултарнӑ? Сӑмахран, политикӑпа тата ҫынсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем. Вӑл вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ чирленӗ тата чухӑн пулнӑ (Матф. 14:14; Марк 14:7). Унсӑр пуҫне, вӗсем Рим ҫыннисенчен тата хӑйсен ентешӗсенчен, еврейсенчен, хӗн курнӑ. Ҫынсем Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫсем тума вӑй-хӑват пуррине курсан, вӗсем ӑна патша тӑвасшӑн пулнӑ (Иоанн 6:14, 15). Ҫавӑн пекех Иисуса Шуйттан илӗртнӗ — вӑл ӑна тӗнче пуҫлӑхӗ пулса тӑма сӗннӗ (Матф. 4:8, 9). Ҫитменнине тата, Иисусӑн чи ҫывӑх тусӗсенчен пӗри, Пётр апостол, Иисус ҫӑмӑл ҫул суйласа илтӗр тесе ӑна: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫа», — тенӗ (Матф. 16:21, 22).

8. Иисуса хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иеговӑн ирӗкне пӗрремӗш вырӑна хума мӗн пулӑшнӑ?

8 Иисуса хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иеговӑн ирӗкне пӗрремӗш вырӑна хума мӗн пулӑшнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗреннӗ (Иоанн 8:28; 14:9). Иккӗмӗшӗнчен, вӑл вӗрентес тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе яланах хутшӑннӑ (Матф. 9:35). Виҫҫӗмӗшӗнчен, вӑл мӗн чи кирли пулнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ (Иоанн 4:34). Шуйттанӑн сӗнӗвне Иисус тӳрех сирсе янӑ. Иисус Пётр ыйтнӑ пек те туман, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Пётр пулӑшасшӑн пулнине ӑнланнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл Пётрӑн сӑмахӗсем Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑманнине те пӗлнӗ (Матф. 4:10; 16:23). Иисус ҫынсен шухӑшӗсене, сӑмахӗсене тата ӗҫӗсене хӑйне Туррӑн ирӗкне тума чӑрмантарма паман. Иисуспа танлаштарсан, пире Иеговӑна малти вырӑна хума урӑххи те чӑрмантарма пултарать. Анчах та Иисуса мӗн пулӑшни пире те пулӑшма пултарать.

ИЕГОВА ПИРӖН ПУРНӐҪРА ПӖРРЕМӖШ ВЫРӐНТА ПУЛТӐР ТЕСЕ МӖН ТУМА ПУЛАТЬ?

9. Эфес 5:17-мӗшӗнче мӗнле канаш панӑ?

9 Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренӗр. Ҫакӑ сире «Иеговӑн ирӗкне ӑнланма» пулӑшӗ. (Эфес 5:17 вуласа парӑр.) Эсир Турӑ Сӑмахне вулатӑр пулсан тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан, ҫакӑ сире Иеговӑна мӗн юрӑхлӑ пулнине пӗлме пулӑшӗ. Библире сирӗн лару-тӑру ҫинчен тӳррӗн нимӗн те каламан пулсан та, эсир пурпӗр хӑвӑртан Иегова мӗн кӗтнине пӗлме пултаратӑр. Мӗнле? Библие тӗпченӗ май Иегова мӗнле шухӑшланине лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшӑр. Унтан хӑвӑр мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма хатӗр пулӑр.

10. Иегова мӗнле шухӑшланине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

10 Иегова мӗнле шухӑшланине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Ҫавна тӑвас тесен пирӗн Библи тӗпчемелле тата Турӑ хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытни ҫинчен шухӑшламалла (Иер. 45:5). Библири пӗр-пӗр вырӑна вуланӑ чухне эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Ҫакӑ мана Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет? Япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренес тесе манӑн мӗнле улшӑнусем тумалла?» Паллах ӗнтӗ, Иегова пирӗнтен чылай ӑслӑрах (Ис. 55:9). Ҫавӑнпа эпир кӗлӗре унран хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем пире тесе ыйтатпӑр (Пс. 142:10). Ҫавӑн пекех эпир вӑл пире хӑй мӗнле шухӑшланине лайӑхрах ӑнланма пулӑштӑр тесе тата хӑйӗн пек шухӑшлама вӗренттӗр тесе кӗлтӑватпӑр (1 Иоанн 5:14).

11. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет тата пире мӗн тума ыйтать?

11 Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренсе пынӑ май эпир вӑл пирӗнтен мӗн кӗтнине лайӑхрах ӑнланса пыратпӑр. Турӑ пирӗнтен Шуйттанӑн тӗнчи пӗтессине хатӗр пуласса кӗтет, ҫавӑнпа та вӑл пире чи кирлине асра тытма хавхалантарать (Матф. 24:44). Вӑл пире ытлашши пӑшӑрханса ҫӳресрен сыхланма ыйтать (Матф. 6:31, 32). Ҫавӑнпа та пире сывлӑхпа, ӗҫпе, кил-ҫуртпа е тӑван-хурӑнташсемпе ҫыхӑннӑ шухӑшсем канӑҫ паман чухне, вӑл пире мӗн тумаллине пӗлме пулӑшас тесе лайӑх канашсем парать. Вӑл пире хӑйӗн ҫине шанма чӗнет тата пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме ӑслӑлӑхпа вӑй пама сӑмах парать (Пс. 54:23; Ытар. 3:5—7).

12. Тӗнчере пулса иртекен япӑх ӗҫсене пӑхмасӑрах пире телейлӗ пулма мӗн пулӑшать? (Матфей 5:3).

12 Иеговӑн ӗҫне туса тӑрӑр. Эпир пурте тӗнчере пулса иртекен япӑх ӗҫсемшӗн пӑшӑрханатпӑр, анчах та вӗсене пӗтерме пултараймастпӑр. Ҫавӑнпа эпир, хамӑр улӑштарма пултарайман ӗҫсемшӗн ытлашши пӑшӑрханас вырӑнне, Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр. Эпир Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тӑватпӑр пулсан ҫеҫ телейлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Иегова пире ҫапла тунӑ. (Матфей 5:3 вуласа парӑр.) Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр? Пирӗн Турӑ Сӑмахне, Библие, тӗпчесе Иегова ҫинчен лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла тата сӑваплӑ ӗҫре мӗн тума пултарнине веҫех тумалла. Ҫапла тунипе эпир вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ куратпӑр, ҫакӑ вара Иеговӑна савӑнтарать (Ытар. 23:15).

13. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

13 Эпир Павел апостол каланӑ пек тӑвасшӑн, вӑл: «Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр», — тенӗ (Эф. 5:15, 16). Ҫакӑнта пирӗн кулленхи ӗҫсем валли вӑхӑт мӗнле уйӑрмалли ҫинчен ҫеҫ каламан. Павел кунта ҫак усал тӗнче пӗтиччен юлнӑ вӑхӑтпа эпир халӗ мӗнле усӑ курни ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхма хавхалантарать. Эпир япӑх хыпарсене пӑхма, вулама е итлеме нумай вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, ҫакӑ пире хурлантарӗ тата ҫавна пула сӑваплӑ ӗҫе тума пирӗн сахалрах вӑй юлӗ. Ҫавӑнпа та хыпарсене сахалрах пӑхма е вулама тӑрӑшмалла. Вара пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑхӑт та, вӑй та нумайрах пулӗ. Ҫавӑн пекех ырӑ хыпара ытларах сарас тесе мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, ҫынсемпе тепӗр хут калаҫма майсем нумайрах пулччӑр тесе мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать. Ҫынсене чӑнлӑха пӗлме тата ҫӑлӑнма пулӑшас тесен пирӗн кашни майпа усӑ курмалла. Ҫакӑ питӗ кирлӗ пулнине эпир ӑнланатпӑр (1 Тим. 2:4).

14. Иеговӑн ӗҫне туса тӑни пире мӗнле пулӑшать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

14 Эпир Иеговӑн ӗҫне туса тӑратпӑр пулсан, ҫакӑ пире тӗнчере мӗн пулса иртни ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать. Вара пире политикӑри пӑтранусем те, экономика хавшаса пыни те, эпидемисем те аптратса ӳкерме пултараймӗҫ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек пулать тесе Библире малтанах каласа хунине эпир пӗлетпӗр. Эпир Турӑ кӗҫех ҫаксене пурне те пӗтерессине тата ҫӗр ҫинче рай туса хурассине шанатпӑр, ҫавӑнпа хӑрамастпӑр. Иегова пире веҫех чӑтса ирттерме пулӑшӑп тесе сӑмах парать. Эпир ун ҫине шанатпӑр пулсан, вара лӑпкӑ пулӑпӑр (Пс. 15:8; 111:1, 6—8).

Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар саракан упӑшкипе арӑмӗ литература стендне туртса пыраҫҫӗ. Вӗсем малалла пӗр иккӗленмесӗр пӑхаҫҫӗ. Тӗнчери пӑтӑрмахсене кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) ҫилленсе кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗ протестлет; 2) суйлава хутшӑнакан политиксен рейтингӗ; 3) салтаксем вӑрҫӑра; 4) эмел; 5) пӗр компанин акцисен хакӗ йӳнелнине кӑтартакан график.

Тӗнчере пулса иртекен япӑх ӗҫсене пӑхмасӑрах пирӗн малалла та Иеговӑн ӗҫне туса тӑмалла (14-мӗш абзаца пӑхӑр)b


15. Мӗншӗн пирӗн чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла? (1 Пётр 4:7).

15 Мӗн чи кирли пулнине асра тытӑр. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ канассипе вӑйӑ-кулӑ ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ, ҫак тӗнче кӗҫех пӗтесси ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, каннинче ним япӑххи те ҫук, анчах пирӗн ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшлама пуҫлас мар тесен чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла. (1 Пётр 4:7 вуласа парӑр.) Ҫакӑ пире вӑйӑ-кулӑ ҫине тӗрӗс пӑхма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ. Ҫавӑн пек йышӑнусем эпир Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшланине тата мӗн чи кирли пулнине ӑнланнине кӑтартса парӗҫ (2 Тим. 1:7).

16. Иисус вилес умӗн мӗн ҫинчен шухӑшланӑ?

16 Иисус мӗн чи кирли пулнине яланах асра тытнӑ. Вилес умӗн те вӑл чи кирли ҫинчен — Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юласси тата унӑн ирӗкне тӑвасси ҫинчен — шухӑшланӑ. Ҫавӑнпа вӑл хӗрӳллӗн кӗлтунӑ. Анчах унӑн апостолӗсем сыхӑ тӑман. Кӗлтӑвас вырӑнне вӗсем, «хуйхӑрнипе халтан кайнӑскерсем», ҫывӑрса кайнӑ (Лука 22:39—46; Иоанн 19:30).

17. Мӗншӗн нумайӑшӗ интернетпа усӑ кураҫҫӗ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

17 Иисусӑн вӗренекенӗсем пекех, эпир те хӑш-пӗр чухне халтан кайма пултаратпӑр. Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче пулса иртекен ӗҫсем пире питӗ пӑшӑрхантарма пултараҫҫӗ. Хӑйсен йывӑрлӑхӗсене манса каяс тесе ҫынсем нумайӑшӗ вӑхӑта интернетра ирттереҫҫӗ. Унта вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе хутшӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне фотографисемпе хыпарсем ярса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем интернетра видеосем, фильмсем пӑхаҫҫӗ тата вӑйӑсем выляҫҫӗ. Анчах та интернетра тухса тӑракан ҫӗнӗ материалсене пӑхас е вулас тесе ҫынсен нумай вӑй тата нумай вӑхӑт кайма пултарать. Эпир интернетпа тӗрӗс усӑ курнипе курманнине пӗлес тесе хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пултаратпӑр: «Эпӗ мӗн пӑхни тата вулани мана вӑй парса тӑрать-и е вӑл мана чи кирлине тума чӑрмантарать?»

Хӗрарӑм тӑван килӗнче Библи вуласшӑн, анчах та ӑна телефонри приложенисенчен — социаллӑ сетьсенчен, фильмсем пӑхмалли тата интернетра япаласем туянмалли приложенисенчен — килекен сообщенисем чӑрмантараҫҫӗ.

Интернетри материалсем, вӑйӑ-кулӑ тата кану пире чи кирлине тума ан чӑрмантарччӑр тесен пирӗн чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла (17-мӗш абзаца пӑхӑр)


18. Мӗншӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла?

18 Интернетра фильмсем, сериалсем, кӗске видеосем пӑхнӑ чухне те е видеовӑйӑсем вылянӑ чухне те пирӗн чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла. Паллах ӗнтӗ, ҫаксем пире канса илме пулӑшаҫҫӗ. Анчах та пирӗн мӗн пӑхмаллине е мӗнле вӑйӑ вылямаллине тӗрӗс суйласа илмелле тата вӗсем валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмаллине палӑртса хумалла. Сӑмахран, видеосем пӑхнӑ чухне пӗр видео пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн экран ҫине тепри тухать, вара эпир пӗр видео хыҫҫӑн теприне пӑхма пуҫлама пултаратпӑр. Ҫав видеосенчен хӑш-пӗрисенче вара хаяр е аскӑн ӗҫсем тунине кӑтартма пултараҫҫӗ. Азире пурӑнакан пӗр арҫын тӑванпа шӑп ҫавӑн пекки пулса тухнӑ та. Чи малтан вӑл интернетра фильмсенчи хӑш-пӗр сценӑсене кӑтартакан кӗске видеороликсене пӑхнӑ. Кайран вӑл экран ҫине тухакан ытти видеосене те пӑхма пуҫланӑ. Вӗсем хушшинче аскӑн ӗҫсем тунине кӑтартакан видеосем пулнӑ. Юлашкинчен ҫав арҫын тӑван порнографи пӑхма пуҫланӑ. Телее, старейшинӑсем тата тусӗсем пулӑшнине пула вӑл ҫавна тума пӑрахнӑ. Вӑл хӑйӗн телефонӗнчен видеосем пӑхмалли приложенисене хуратнӑ тата телефонпа мӗн чухлӗ усӑ курмаллине палӑртса хунӑ. Ҫак тӗслӗх мӗншӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне чипер ӑс-тӑнлӑ пулмаллине лайӑх кӑтартса парать.

19. Канасси пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли пулса тӑрсан мӗн пулма пултарать?

19 Мӗнле канасси е отпуска мӗнле ирттересси пирки шутланӑ чухне те пирӗн чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла. Паллах, пурин те вӑхӑтран вӑхӑта канса илмелле. Ҫакӑ сывлӑхшӑн усӑллӑ тата вӑй илме пулӑшать. Анчах та ытлашши нумай кансан, кирлӗрех ӗҫсем валли вӑхӑт юлмасан та пултарать (Флп. 1:10). Мӗн тумаллине тата ҫавӑн валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмаллине пирӗн хамӑр валли палӑртса хумалла. Ҫавӑн пек йышӑнусем тунӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Манӑн канма тата отпуск валли мӗн чухлӗ вӑхӑт кайнинчен эпӗ чипер ӑс-тӑнлӑ пулни курӑнать-и? „Пурте пӗтесси ҫывӑх“ пулнине асра тытса эпӗ мӗн кирлӗрех пулнине суйласа илетӗп-и?» (1 Пётр 4:7).

20. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме пире нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе тӑрӑшмалла?

20 Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пире нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫакӑ пире усӑ парӗ (Ис. 48:17). Иегова пулӑшнипе эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарӑпӑр. Эпир тӗнчере пулса иртекен ӗҫсемшӗн ытлашши пӑшӑрханмӑпӑр. Тата вӑйӑ-кулӑпа канассишӗн ҫеҫ пурӑнмӑпӑр. Ҫавӑнпа айтӑр малалла та Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама, Иеговӑн ӗҫне туса тӑма тата мӗн чи кирли пулнине асра тытма ҫирӗп шут тытар. Ҫакӑ веҫех пире Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хума тата «чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытма» пулӑшӗ (1 Тим. 6:19).

ИЕГОВӐНА ПӖРРЕМӖШ ВЫРӐНА ХУРАС ТЕСЕН МӖНШӖН ПИРӖН...

  • Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмелле?

  • Иеговӑн ӗҫне туса тӑмалла?

  • мӗн чи кирли пулнине асра тытмалла?

129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

a Ҫав ӗҫсем шутне, сӑмахран, Библи тӗпчени, тӗлпулусене ҫӳрени, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни, ырӑ хыпар сарни, Патшалӑх залӗсене туса лартас тата пӑхса-юсаса тӑрас ӗҫе хутшӑнни, ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн курнисене пулӑшни, конгрессенче доброволецсем пулса ӗҫлени тата Вефильте ӗҫлени кӗрет.

b ӲКЕРЧӖК. Тӗнчере пулса иртекен ӗҫсемшӗн ытлашши пӑшӑрханас вырӑнне упӑшкипе арӑмӗ ырӑ хыпар сарма тухнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр