2026 ҪУЛХИ МАЙӐН 4—10
53-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпар сарма хатӗрленетпӗр
«Вӗрентес ӑсталӑха» ӳстерӗр
«Туррӑн сӑмахне пӗлтер. . . тӳсӗмлӗ пулса тата вӗрентес ӑсталӑхпа усӑ курса» (2 ТИМ. 4:2).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшакан виҫӗ канаша пӑхса тухӑпӑр.
1. Пирӗн мӗнле ӑсталӑха аталантармалла тата мӗншӗн? (2 Тимофей 4:2). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
ИИСУС хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене ҫапла каланӑ: «Вӗренекенсем хатӗрлӗр... эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» (Матф. 28:19, 20). Ҫак сӑмахсем христиансен пурин те вӗрентекенсем пулмаллине кӑтартса параҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, Иегова хӑй «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисене» хӑйӗн патне илсе пырать, тата ангелсем пире ҫавӑн пек ҫынсене тупма пулӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 13:48; Иоанн 6:44; Ӳлӗм. 14:6). Ҫав-ҫавах пирӗн хамӑрӑн та вӑй хумалла. Павелпа Варнава апостолсен тӗслӗхне аса илер. Библире каланӑ тӑрӑх, вӗсем Иконири синагогӑра ырӑ хыпар каланӑ чухне «ҫав тери витӗмлӗ калаҫнӑран питӗ нумай еврейпа грек ӗненме пуҫланӑ» (Ап. ӗҫ. 14:1). Чӑнах та, Павелпа Варнава «вӗрентес ӑсталӑха» аталантарнӑ хыпарҫӑсем пулнӑ. (2 Тимофей 4:2 вуласа парӑр.) Христиансен пурин те ҫак ӑсталӑха аталантармалла.
Иисусӑн тата унӑн вӗренекенӗсен, ҫав шутрах Павелпа Варнавӑн, тӗслӗхӗсем пире вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшаҫҫӗ (1-мӗш абзаца пӑхӑр)
2. Мӗншӗн хӑш-пӗр христиансем хӑйсем пирки лайӑх вӗрентекенсем пулма пултараймастпӑр тесе шутлаҫҫӗ?
2 Хӑш-пӗр христиансем, пултарулӑх ҫитсех кайманран е ҫителӗклӗ пӗлӳ илменрен, хӑйсем пирки лайӑх вӗрентекенсем пулма пултараймастпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Библире асӑннӑ Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем те хӑйсене ҫавӑн пекрех туйнӑ (Тух. 4:10; Иер. 1:6). Пухури тӑвансенчен теприсем хӑйсем лайӑх вӗрентме пултарни пирки иккӗленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем пирки сӑваплӑ ӗҫре ыттисем пек ӑнӑҫлӑ мар тесе шутлаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, эпир калакан ырӑ хыпара пурте йышӑнмӗҫ. Эпир сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси хамӑр вӑй хунинчен ҫеҫ килмест. Унччентерех каларӑмӑр ӗнтӗ, тӳркӑмӑллӑ ҫынсене шыраса тупма пире Иеговӑпа ангелсем пулӑшаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах пирӗн те вӑй хумалла — хамӑр калакан хыпара ҫынсене итлеме кӑмӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫак статьяра эпир вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшакан виҫӗ канаша пӑхса тухӑпӑр.
ҪЫНСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
3. Мӗншӗн Иисус ҫынсен чӗрисене хускатма пултарнӑ?
3 Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус «ҫын чӗринче мӗн пулнине пӗлнӗ» (Иоанн 2:25). Апла пулсан, вӑл ыттисем мӗн ҫинчен шутланине тата вӗсен мӗнле кӑмӑл-туйӑм пулнине пӗлнӗ. Иисус ҫынсене мӗн кирлине питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсен чӗрисене хускатма пултарнӑ. Вӑл вӗсене йӑпату кирлине тата пӗлӳ памаллине пӗлнӗ, ҫавӑн пекех вӑл тӗн пуҫлӑхӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркесемпе вӗсен пурнӑҫне йывӑрлатса янине курнӑ (Матф. 9:36; 23:4). Ҫавӑнпа та Иисус Ту ҫинче каланӑ проповедьре ахаль ҫынсене мӗн пулӑшма пултарнӑ, ҫавӑн ҫинчен вӗрентнӗ. Нумайӑшне Иисуса итлеме килӗшнӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене хумхантаракан япаласем ҫинчен калаҫнӑ.
4. Эпир кама ырӑ хыпар калатпӑр, ҫав ҫынсем ҫинчен шухӑшланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
4 Эпир кама ырӑ хыпар калатпӑр, ҫав ҫынсем ҫинчен шухӑшланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пирӗн вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине ӑнланма тӑрӑшмалла. Шуйттан тӗнчинче усал ӗҫсем нумай тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа кашни ҫын мӗнле те пулин йывӑрлӑхпа тӗл пулатех. Эпир ҫакна асра тытатпӑр пулсан, пире ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене хӗрхенме ҫӑмӑлрах пулать. Сӑмахран, юлашки хыпарсенче мӗн калани эсир пурӑнакан вырӑнти ҫынсене пӑшӑрхантарать-и? Тен, ашшӗ-амӑшӗсем ачисен пуласлӑхӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ? Е, тен, эсир пурӑнакан вырӑнта ҫынсене ӗҫ тупма йывӑр? Библи паракан шанчӑк ҫинчен пӗлмен ҫынсен пурнӑҫӗ мӗн тери йывӑр пулнине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр (Ис. 65:13, 14; 2 Тим. 3:1).
Эсир кама ырӑ хыпар калатӑр, ҫавсен лару-тӑрӑвне ӑнланма тӑрӑшӑр тата вӗсене хӗрхенме вӗренӗр (4-мӗш абзаца пӑхӑр)
5. Иисус тӗн пуҫлӑхӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? (Матфей 11:28—30).
5 Иисус хӑйне итлекен ҫынсем ҫинчен шутланӑ. Ҫакӑ вӑл хӑйне вӗсемпе мӗнле тытнинчен курӑннӑ. Иисус тӗн пуҫлӑхӗсенчен вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ. Лешӗсем ахаль ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхнӑ тата вӗсенчен йӗрӗннӗ (Матф. 23:13; Иоанн 7:49). Иисус вара ҫынсемпе ырӑ пулнӑ тата вӗсене хисепленӗ. Вӑл «лӑпкӑ та йӑваш кӑмӑллӑ» пулнӑ. Ҫакӑ ӑна лайӑх вӗрентекен пулма пулӑшнӑ. (Матфей 11:28—30 вуласа парӑр.) Пирӗн те ҫынсене хисеплемелле тата вӗсемпе ырӑ пулмалла.
6. Эпир калакан хыпара итлесшӗн пулман е пире ырӑ хыпара сарма чӑрмантаракан ҫынсене хисепленине тата вӗсемпе ырӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
6 Хӑш-пӗрисем эпир калакан хыпара итлесшӗн мар е пире ырӑ хыпара сарма чӑрмантараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Иисус ҫынсем хӑйсене ҫакӑн пек тытнишӗн пирӗн пӑшӑрханма кирлӗ мар тесе вӗрентнӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл «хӑвӑра курайманнисене ырӑ тӑвӑр, хӑвӑра ылханакансене пиллӗр» тенӗ, ҫитменнине тата вӑл «хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр» тесе те каланӑ (Лука 6:27, 28). Эпир ҫын пире мӗншӗн итлесшӗн пулманнине ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, пире унпа ырӑ пулма ҫӑмӑлрах пулӗ. Чӑнах та, хӑш-пӗрисем пире ырӑ хыпар сарма чарасшӑн. Анчах теприсем, тен, килти йывӑрлӑхсене пула е мӗншӗн те пулин пӑшӑрханнине пула пире итлемеҫҫӗ. Е, тен, эпир майлӑ мар вӑхӑтра килтӗмӗр. Кирек мӗнле пулсан та, пирӗншӗн ҫак канаш усӑллӑ пулӗ: «Сирӗн сӑмахсем, тӑвар ярса апата тутӑ кӗртнӗ пекех, яланах кӑмӑллӑ пулччӑр, вара эсир кашни ҫынна мӗнле хуравламаллине пӗлӗр» (Кол. 4:6). Эпир ҫынсене хӗрхенетпӗр тата вӗсене ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир вӗсем ҫине кӳренмӗпӗр тата вӗсене мӗн пулӑшма пултарать, ҫавӑн ҫинчен калаҫмалли майсем шырӑпӑр.
БИБЛИПЕ УСӐ КУРӐР
7. Иисус ҫынсене вӗрентнӗ чухне хӑйӗн пӗлӗвӗсем ҫине мар, Турӑ Сӑмахӗ ҫине шаннине мӗнле кӑтартнӑ? (Иоанн 7:14—16).
7 Иисус хӑйӗн пӗлӗвӗсем ҫине шанман. Вӑл Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх вӗрентнӗ тата ӑна питӗ лайӑх ӑнлантарса панӑ. Ҫавна пула ҫынсем унӑн сӑмахӗсене ҫӑмӑллӑнах ӑнланма тата астуса юлма пултарнӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус «закон вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑран власть илнӗ ҫын пек вӗрентнӗ». Ӑна итлекен ҫынсем «тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» (Марк 1:22). Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра закон вӗрентӳҫисем хисеплӗ раввинсен сӑмахӗсене тӗпе хурса вӗрентнӗ. Иисус вара ҫынсене Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине вӗрентнӗ. Унччен тӳпере пурӑннӑ Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ май, Иисус хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫынсене тӗлӗнтерме пултарнӑ тата вӗсене ухмах ҫынсем пек кӑтартма пултарнӑ. Анчах та вӑл нихӑҫан та ҫавӑн пек туман. Вӑл яланах ҫынсене Туррӑн ирӗкӗ ҫине тата унӑн Сӑмахӗ ҫине тимлеттернӗ. (Иоанн 7:14—16 вуласа парӑр.) Ҫапла Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.
8. Пётр апостол Иисусран хӑш тӗлӗшрен тӗслӗх илнӗ?
8 Иисусӑн вӗренекенӗсем те ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Сӑмахран, Пётр апостол пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче сӑмах тухса каланине аса илер. Пётр аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫын пулман. Ҫав-ҫавах вӑл Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса Мессия ҫинчен пророкла каланӑ сӑмахсем Иисус ҫинче пурнӑҫланнине уҫӑмлӑн ӑнлантарса пама пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 2:14—37). Ҫакӑ мӗн панӑ? «Пётр каланӑ сӑмахсене хаваспах йышӑннӑ ҫынсем шыва кӗнӗ, вара ҫав кун тата 3 000-е яхӑн ҫын вӗренекен пулса тӑнӑ» (Ап. ӗҫ. 2:41).
9. Мӗншӗн пирӗн ыттисене вӗрентнӗ чухне Библипе усӑ курмалла?
9 Турӑ Сӑмахӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫынсем ҫине ҫакӑн пек вӑйлӑ витӗм кӳме пултараймасть (Евр. 4:12). Ҫавӑнпа пирӗн ыттисене вӗрентнӗ чухне Библипе усӑ курмалла. Эпир хамӑр шухӑшсене мар, «Туррӑн сӑмахне» пӗлтересшӗн (2 Тим. 4:2). Ытарӑшсем 2:6-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать; пӗлӳпе ӑс-хакӑл — Ун сӑмахӗнче». Эпир Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх вӗрентетпӗр пулсан, Иеговӑна хӑйне калаҫма май паратпӑр теме пулать (Мал. 2:7). Эпир ҫынсем ҫакна пӗлччӗр тетпӗр: Библире мӗн ҫырни ҫынсен ӑслӑлӑхӗнчен чылай ирттерет. Ҫак кӗнекене Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ тата вӑл хамӑра Пултаракана савӑнтарма тата телейлӗ пурӑнма пулӑшакан пӗлӳ парать (2 Тим. 3:16, 17).
10. Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне, ӑна Турӑ Сӑмахӗ ҫине тимлеттерес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
10 Ҫынпа Библи вӗренме хатӗрленнӗ чухне, ӑна Библи мӗне вӗрентнине курма пулӑшас тесе, хӑш сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлеттермелли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӗренекенӗн ҫакна ӑнланмалла: ӳкерчӗксемпе видеороликсем урокри шухӑшсене ӑнланма пулӑшаҫҫӗ пулин те, тӗп пособи вӑл — Библи. Ҫавӑнпа тӗп шухӑшсене ӑнланма пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене вулӑр та вӗренекене вӑл ҫав сӑвӑ йӗркисенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшлама пулӑшӑр. Ӳкерчӗксемпе видеороликсене сӳтсе явнӑ чухне, вӗсенче кӑтартнӑ Библи принципӗсене ҫын ӑнланнипе ӑнланманнине курма тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сирӗн нумай калаҫмалла е урокри пур сӑвӑ йӗркине те вуласа памалла тенине пӗлтермест. Ун вырӑнне, вӗренекене вуласа тухнӑ кашни сӑвӑ йӗрки ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт парӑр. Хӑш-пӗр чухне сӑвӑ йӗркине тепӗр хут вуласа тухма та тивет тен. Ҫаксене тунипе эпир ҫынна кӗнекере, ӳкерчӗк ҫинче е видеора мӗн каланине вӗрентместпӗр, Библире мӗн каланине вӗрентетпӗр (1 Кор. 2:13).
11, 12. а) Библи вӗренекенпе тӳсӗмлӗ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Апостолсен ӗҫӗсем 17:1—4). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.) ӑ) Хӑш-пӗр ҫынсем Библи ҫинчен мӗн пӗлмеҫҫӗ, тата эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
11 Хӑш-пӗр чухне Библи вӗренекене пӗр-пӗр вӗрентӗве ӗненме е ӑнланма йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑн пек чухне «Туррӑн сӑмахне пӗлтер... тӳсӗмлӗ пулса» текен канаша тытса тӑрӑр (2 Тим. 4:2). Пурте пӗр пек хӑвӑртлӑхпа ҫитӗнӳсем тумаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисене пире ӑнланма ҫӑмӑл пек туйӑнакан чӑнлӑхсене ӑнланма нумайрах вӑхӑт кирлӗ. Павел Фессалоникӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне еврейсем вӑл мӗне вӗрентнине тӳрех ӑнланман. Ҫавӑнпа унӑн вӗсене Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнланма пулӑшас тесе вӗсемпе темиҫе хут калаҫма тивнӗ. Вара хӑш-пӗрисем вӑл мӗне вӗрентнине ӑнланнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:1—4 вуласа парӑр.)
12 Вӗренекенпе тӳсӗмлӗ пулмалли тепӗр май вӑл — ӑна ыйтусем панӑ хыҫҫӑн хуравлама вӑхӑт парасси. Ҫынна тимлӗ итлӗр тата вӑл мӗншӗн апла е капла шутланине ӑнланма тӑрӑшӑр. Унтан вӗренекене сӳтсе явакан ыйту ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшас тесе кирлӗ сӑвӑ йӗркисене вулӑр та вӗсене сӳтсе явӑр. Ҫакна та асра тытӑр: хӑш-пӗр ҫынсем Библие тата унта мӗн каланине пачах та пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынна пичетлесе кӑларнӑ Библие кӑтартма пулать. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура «Турӑ Сӑмахӗпе паллаштарни» текен пай пур. Ӑна уҫса пӑхсан, вӗренекен Турӑ Сӑмахӗнчен мӗне вӗренме пултарнине курӗ. Сӑмахран, эсир ҫынна Библи ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартма пултаратӑр. Ҫакна тӑвас тесе «Турӑ Сӑмахӗпе паллаштарни» пайӗнчи 15-мӗш ыйтура илсе панӑ пӗр-ик сӑвӑ йӗркине сӳтсе явӑр. Ҫак ыйтура вара Библи телейлӗ пулма мӗнле пулӑшни ҫинчен каланӑ. Эсир вӗренекенсене Библи мӗн тери хӑватлӑ пулнине ӑнланса илме пулӑшсан, вӗсем ҫав пӗлӳсемпе хӑйсен пурнӑҫӗнче усӑ курӗҫ тата нумайрах пӗлесшӗн пулӗҫ.
Лайӑх вӗрентекен вӑл — нумай калаҫакан ҫын мар, итлеме пӗлекен ҫын (11, 12 абзацсене пӑхӑр)
ҪЫНСЕНЕ ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫМА ПУЛӐШӐР
13. Ҫынна вӗрентнӗ чухне пирӗн кам ҫине тимлеттермелле? Тӗслӗх илсе парӑр.
13 Пирӗн тӗллев — ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлсе пыма тата унпа ҫывӑхланса пыма пулӑшасси (Иак. 4:8). Хӑш-пӗр енчен пире театрта сцена ҫине ҫутӑ паракан ҫынпа танлаштарма пулать. Спектакль пынӑ чухне вӑл ҫутта хӑйӗн ҫине мар, сцена ҫинче вылякан тӗп сӑнарсем ҫине ярать. Ҫынна вӗрентнӗ чухне пирӗн те ҫавнах тумалла — хамӑр ҫине мар, Иегова ҫине тимлеттермелле.
14. Вӗренекенӗн Иеговӑна савӑнтарас кӑмӑл пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
14 Библи вӗренекене Иеговӑна юратма вӗрентӗр. Вара унӑн ӑна савӑнтарас кӑмӑл пулать (Ытар. 27:11). Эсир вӗренекене Иегова Свидетелӗ пулас тесен тӗрӗссине тумалла, япӑххине тумалла мар тесе вӗрентетӗр ҫеҫ мар. Эсир вӑл хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна юратнӑран улӑштартӑр тетӗр. Сӑмахран, вӗренекене япӑх йӑлана пӑрахма йывӑр. Вара ӑна ҫакӑн пек ыйтусем пама пулать: «Мӗншӗн Иегова ҫак йӑлана кураймасть? Мӗншӗн вӑл сана хӑвна мӗн килӗшет, ҫавсенчен хӑш-пӗрисене тума пӑрахтарасшӑн? Мӗншӗн ҫакӑ вӑл сана юратнине кӑтартать?» Эсир вӗренекене Иегова ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшлама пулӑшатӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах вӑл хӑйне Иегова питӗ хытӑ юратнине ӑнланма пуҫлӗ. Вара унӑн Иеговӑна савӑнтарас кӑмӑл ҫуралӗ.
ВӖРЕНТЕС ӐСТАЛӐХА ӲСТЕРСЕХ ПЫРӐР
15. Вӗрентес ӑсталӑха ӳстерсех пырас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
15 Хӑвӑр мӗнлерех вӗрентекен пулнине пӗлес тесе тата мӗнле улшӑнусем тума кирлине курас тесе кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр (1 Иоанн 5:14). Ҫавӑн хыҫҫӑн кӗлӗре мӗн каланипе килӗшӳллӗн тумалла. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тимлӗ пулӑр. Вӗсенче Иегова пире лайӑх вӗрентекен пулас тесен мӗн тумаллине вӗрентет. Унсӑр пуҫне, эсир ҫын патне Библи вӗренме кайнӑ чухне материала лайӑх та уҫӑмлӑ ӑнлантарса пама пултаракан тӑвана хӑвӑрпа пӗрле чӗнме пултаратӑр. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн унран хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмалли пирки ыйтӑр. Ҫакна та асра тытӑр: сӳтсе явмалли темӑна эсир пӗлетӗр, вӗренекен пӗлмест. Ҫав тема ҫине вӗренекенӗн куҫӗпе пӑхма тӑрӑшӑр. Унтан вӗренекене хӑй мӗн пӗлсе пыни чӑннипех те ырӑ хыпар пулнине курма пулӑшӑр. Ҫакӑ ӑна Иеговӑн тусӗ пулса тӑма хавхалантарӗ тата чӑн-чӑн телей парӗ (Пс. 1:1—3).
16. Мӗншӗн пирӗн вӗрентес ӑсталӑха яланах ӳстермелле?
16 Эпир ҫынсене Иегова ҫинчен вӗрентнӗ чухне ҫакӑ пире пысӑк савӑнӑҫ парать. Ҫӗнӗ тӗнчере те эпир ҫынсене вӗрентӗпӗр, ҫавӑнпа та пирӗн вӗрентес ӑсталӑха яланах ӳстермелле. Айтӑр кама ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, ҫавсем ҫинчен шухӑшлар, Библипе усӑ курар тата ҫынсене Иегова ҫине тимлеттерер.
65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!