Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 сентябрь 20—25 с.
  • «Чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисене» пулӑшӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисене» пулӑшӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪЫН БИБЛИ ТАТА ТУРӐ ҪИНЧЕН ПӖЛЕСШӖН ПУЛСАН
  • ҪЫН БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ПУҪЛАСАН
  • ҪЫН ТӖЛПУЛУСЕНЕ ҪӲРЕМЕ ПУҪЛАСАН
  • «Вӗрентес ӑсталӑха» ӳстерӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 сентябрь 20—25 с.

39-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

54-МӖШ ЮРӐ «Акӑ ҫул»

«Чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисене» пулӑшӑр

«Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисем пурте Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ» (АП. ӖҪ. 13:48).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫынсене Библи вӗренме хӑҫан сӗнмелле тата тӗлпулусене хӑҫан чӗнмелле?

1. Ҫынсем ырӑ хыпар ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? (Ап. ӗҫ. 13:47, 48; 16:14, 15).

ПӖРРЕМӖШ ӗмӗрте нумайӑшӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара тӳрех йышӑннӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 13:47, 48; 16:14, 15 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсем эпир калакан ырӑ хыпара тӳрех йышӑнаҫҫӗ. Теприсем вара чӑнлӑха малтан пӗлесшӗн мар пулин те, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштараҫҫӗ те Библи вӗренме пуҫлаҫҫӗ. Турӑпа Библи ҫинчен пӗлес текен ҫынна тӗл пулсан, эпир ӑна мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Айтӑр пӗлер.

2. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе пахчара ӗҫленипе танлаштарма пулать?

2 Ырӑ хыпар сарас ӗҫе пахчара ӗҫленипе танлаштарма пулать. Хӑш-пӗр ӳсентӑрансен ҫимӗҫӗ ыттисенчен маларах пиҫсе ҫитет, пахчаҫӑ вара ӑна тӳрех пуҫтарать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл каярах ҫимӗҫ кӳрекен ӳсентӑрансене те пӑхса ӳстерет. Ҫавӑн пекех эпир Библири чӑнлӑха пӗлес текен ҫынна тӗл пулсан, ӑна май килнӗ таран хӑвӑртрах Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах эпир Библири чӑнлӑх питӗ хаклӑ пулнине хальлӗхе ӑнланса ҫитмен ҫынсене те хӑвармастпӑр (Иоанн 4:35, 36). Ҫын вӗренме хатӗр пулнипе пулманнине ӑнланатпӑр пулсан, эпир ӑна мӗнле пулӑшмаллине лайӑхрах пӗлӗпӗр. Ҫак статьяра эпир ырӑ хыпара итлес текен ҫынсене тӗл пулсан, вӗсене мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма, унӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма мӗнле пулӑшмаллине те пӑхса тухӑпӑр.

ҪЫН БИБЛИ ТАТА ТУРӐ ҪИНЧЕН ПӖЛЕСШӖН ПУЛСАН

3. Турӑпа Библи ҫинчен пӗлес текен ҫынна тӗл пулсан, пирӗн мӗн тумалла? (1 Коринф 9:26).

3 Турӑпа Библи ҫинчен пӗлес текен ҫынна тӗл пулсан, эпир ӑна май килнӗ таран хӑвӑртрах ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫул ҫине тӑма пулӑшасшӑн. Ҫакӑн пек ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне те пирӗн ӑна Библи вӗренме сӗнме тата хамӑрӑн тӗлпулусене чӗнме вӑтанса тӑмалла мар. (1 Коринф 9:26 вуласа парӑр.)

4. Ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухнех вӑл Библи вӗренме килӗшнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

4 Библи вӗренме сӗнӗр. Хӑш-пӗр ҫынсене Библи вӗренме сӗнсен, вӗсем тӳрех килӗшеҫҫӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Канадӑра пирӗн тӑвансем стендпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсем патне пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм пынӑ та «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑна илнӗ. Стенд ҫумӗнче тӑракан хӗрарӑм тӑван ӑна Библи вӗренмелли тӳлевсӗр курс ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ ҫамрӑк хӗрарӑма интереслентерсе янӑ, вара вӗсем пӗр-пӗрне хӑйсен телефон номерӗсене панӑ. Ҫав кунах, кӗҫнерникун, вӑл пирӗн хӗрарӑм тӑван патне Библи вӗренме хӑҫан пуҫлатпӑр тесе ҫырса янӑ. Хӗрарӑм тӑван канмалли кунсенче килме пултаратӑп тенӗ. Анчах ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм: «Эпӗ ыран пултаратӑп. Ыран килейместӗр-ши?» — тесе ыйтнӑ. Вара эрнекун вӗсем Библи вӗренме пуҫланӑ. Ҫитес канмалли кунсенче вара вӑл пӗрремӗш хут пухӑвӑн тӗлпулӑвне килнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи туслӑх ҫирӗп пултӑр тесе тӳрех вӑй хума пуҫланӑ.

5. Ҫын тӳрех Библи вӗренме килӗшмесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

5 Паллах ӗнтӗ, эпир пурте, ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм пекех, тӳрех Библи вӗренме килӗшессе кӗтместпӗр. Хӑш-пӗр чухне Библи вӗренӗвӗ пуҫламашкӑн нумайрах вӑй хума тивет. Чи малтан пирӗн ҫынна интереслентерсе яма пултаракан тема суйласа илмелле. Ҫын эпир унпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне Библи вӗренме килӗшмесен те, пирӗн ал усмалла мар. Эпир малалла та ҫынпа чун-чӗререн интересленетпӗр пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл, тен, Библи вӗренес тейӗ. Айтӑр Библи вӗренӗвӗ пуҫлас тӗлӗшрен ӑста хыпарҫӑсем паракан канашсене пӑхса тухар.

Ӳкерчӗксем: 1) икӗ арҫын тӑван хӑйӗн килӗ умӗнче ларакан ватӑ арҫынпа калаҫаҫҫӗ; 2) икӗ хӗрарӑм тӑван ҫамрӑк хӗрарӑмпа унӑн хваттерӗ ҫумӗнче калаҫса тӑраҫҫӗ тата ӑна «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюра сӗнеҫҫӗ; ҫав ҫамрӑк хӗрарӑмӑн икӗ пӗчӗк ывӑл — пӗри ун аллинче, тепри вара ун ҫумӗнче тӑрать.

Ҫак ҫынсен Библи вӗренес кӑмӑл пултӑр тесе эсир калаҫӑва мӗнле пуҫланӑ пулӑттӑр? (5-мӗш абзаца пӑхӑр)a


6. Ҫыннӑн пирӗнпе тепӗр хут калаҫас кӑмӑл пултӑр тесе эпир мӗн калама пултаратпӑр?

6 Тӑвансенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫынсене «уроксем», «вӗренни», «вӗренмелли курс» текен сӑмахсем хӑратаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫав ҫынсем Библи ҫинчен «калаҫма», унта мӗн ҫырнине «пӑхса тухма» е вӑл мӗне вӗрентни ҫинчен «нумайрах пӗлме» хирӗҫ мар. Ҫыннӑн сирӗнпе тепӗр хут тӗл пулма кӑмӑл пултӑр тесе эсир ҫапла калама пултаратӑр: «Библире эсир чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене тупма пултаратӑр» е «Библи вӑл ӗлӗк-авал ҫырнӑ кӗнеке ҫеҫ мар, унта питӗ нумай усӑллӑ канаш пур». Малалла ҫапла калама пулать: «Ҫакна пӗлме нумай вӑхӑт кирлӗ мар, мӗне те пулин усӑллине пӗлмешкӗн 10—15 минут ҫителӗклӗ пулать». Ҫакна каланӑ чухне пирӗн «час-часах», «кашни эрнере» тӗл пулӑпӑр теме кирлӗ мар, ҫавна пула ҫын пирӗнпе тӗл пулма тиветех тесе шутлама пултарать.

7. Хӑш-пӗрисем чӑнлӑха тупнине хӑҫан ӑнланса илнӗ? (1 Коринф 14:23—25).

7 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнӗр. Павел апостол вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр ҫынсем чӑнлӑха тупнине христиансен тӗлпулӑвӗсене пӗрремӗш хут килсен ӑнланса илнӗ пулас. (1 Коринф 14:23—25 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтра та ҫакӑн пекки час-часах пулкалать. Ытларах чухне, ҫын мӗн чухлӗ маларах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫлать, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах вӑл Иеговӑпа ҫывӑхланса пырать. Ҫынсене пирӗн тӗлпулусене хӑҫан чӗнмелле? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫинчен «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 10-мӗш урокра каланӑ. Ҫапах та ҫав урока ҫитичченех кӗтме кирлӗ мар. Эпир ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне те ӑна ҫитес кану кунӗнче иртекен тӗлпулӑва чӗнме пултаратпӑр. Ҫавӑн чухне ӑна доклад ятне е «Хурал башнинчи» статьян ятне калама пулать.

8. Патшалӑх залӗнче пулса курман ҫынна мӗн каласа пама пулать? (Исаия 54:13).

8 Интересленекен ҫынна пухӑва чӗннӗ чухне ӑна пирӗн тӗлпулусем вӑл тытса тӑма хӑнӑхнӑ тӗнри йӑла-йӗркерен мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнлантарса парӑр. Пӗр хӗрарӑм «Хурал башнинчи» статьяна сӳтсе явмалли тӗлпулӑва килсен, хӑйне чӗннӗ хӗрарӑм тӑванран ҫапла ыйтнӑ: «Ҫак арҫын, сцена ҫинче тӑраканни, вӑл пурне те ятран пӗлет-им?» Хӗрарӑм тӑван ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Пуху пирӗншӗн ҫемье пекех, ҫавӑнпа эпир пӗр-пӗринпе лайӑх паллашма тӑрӑшатпӑр». Хӗрарӑм: «Пирӗн чиркӳре ун пек мар», — тенӗ. Нумайӑшӗ пирӗн тӗлпулусен тепӗр уйрӑмлӑхне те асӑрхаҫҫӗ. (Исаия 54:13 вуласа парӑр.) Эпир Иеговӑна пуҫҫапма, унран вӗренме тата пӗр-пӗрне хавхалантарма пухӑнатпӑр (Евр. 2:12; 10:24, 25). Пирӗн тӗлпулусене пурнӑҫра усӑ паракан пӗлӳ илме йӗркеленӗ, унта нимӗнле тӗн йӑли-йӗрки те ҫук (1 Кор. 14:40). Пирӗн Патшалӑх залӗсенче ҫутӑ, мӗншӗн тесен эпир унта вӗренме килетпӗр. Эпир нейтралитет тытса тӑратпӑр, ҫавӑнпа тӗлпулусенче политика ҫинчен калаҫмастпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе ыйтусем пирки тавлашмастпӑр. Ҫын пирӗн тӗлпулусенче мӗн-мӗн тунине пӗлме пултартӑр тесе ӑна «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» ятлӑ видео кӑтартма пулать.

9, 10. Ҫын пирӗн тӗлпулусене килме иккӗленет пулсан, эпир ӑна мӗн калама пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

9 Хӑш-пӗрисем пирӗн тӗлпулусене кайма иккӗленсе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене Иегова Свидетелӗ пулса тӑма ыйтасран хӑраҫҫӗ. Эсир ӑна Патшалӑх залӗнче эпир хӑнасене курма питӗ хавас тата вӑл ним тумасӑр, ним каламасӑр итлесе ларма пултарать теме пултаратӑр. Тӗлпулусене ҫемьепех, пӗчӗк ачасемпе те, килме юрать. Пирӗн ачасемпе аслисем валли уйрӑм классем ҫук — пурте пӗрле пӗр программӑна итлесе лараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем ӑҫтине тата вӗсене мӗне вӗрентнине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен пӑшӑрханма кирлӗ мар (Сак. аст. 31:12). Пирӗн тӗлпулусенче укҫа пуҫтармаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иисус: «Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр», — тенӗ (Матф. 10:8). Ҫын Патшалӑх залне кайма манӑн юрӑхлӑ тумтир ҫук тесе пӑшӑрханма пултарать. Эсир ӑна хаклӑ е капӑр тумтир тӑхӑнмасан та юрать тесе, Турӑ пирӗн тумтир ҫине мар, пирӗн чӗре ҫине пӑхать тесе шантарӑр (1 Пат. 16:7).

10 Ҫын тӗлпулӑва килсен эпир ӑна курма хавас пулнине туйса илтӗр. Ӑна старейшинӑсемпе тата ытти хыпарҫӑсемпе паллаштарӑр. Вӑл хӑйне пурте ырӑ сунине, хӑйӗнпе чӑннипех интересленнине курсан, тен, тепре килес тейӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче эсир ӑна Библири сӑвӑ йӗркисене тата мӗн сӳтсе явнине кӑтартма пултаратӑр. Ҫакӑ ӑна программӑна йӗрлесе пыма пулӑшӗ.

Унчченхи ӳкерчӗкре кӑтартнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм Патшалӑх залне килет, унта ӑна пухури тӑвансем ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне аллинче тытса тӑрать, аслӑ ывӑлӗ вара арҫын ачапа калаҫса тӑрать.

Ҫын мӗн чухлӗ маларах тӗлпулусене ҫӳреме пуҫлать, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах вӑл Иеговӑпа ҫывӑхланса пырать (9, 10 абзацсене пӑхӑр)


ҪЫН БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ПУҪЛАСАН

11. Эпир ҫыннӑн вӑхӑтне хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

11 Эпир кампа та пулин Библи вӗренетпӗр пулсан, пирӗн мӗн асра тытмалла? Ҫыннӑн вӑхӑтне хаклӑр тата унӑн ытти кирлӗ ӗҫсем пулма пултарнине те шута илӗр. Сирӗн патӑрти ҫынсем ытларах чухне ӗҫе вӑхӑтра тумаҫҫӗ пулин те, эсир кая юлса ан ҫитӗр. Библи вӗренӗвне пӗрремӗш хут кӗскерех ирттерсен лайӑхрах. Нумай ҫынпа Библи вӗреннӗ тӑвансем, вӗренекенӗн ыйтусем юлсан та, вӗренӗве вӑхӑтра вӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, хӑвӑр нумай ан калаҫӑр — вӗренекене калаҫтарӑр (Ытар. 10:19).

12. Ҫынпа Библи вӗренме пуҫласан, пирӗн мӗн тума тӑрӑшмалла?

12 Эпир ҫынпа Библи вӗренме пуҫласан, пирӗн пӗрремӗш урокранах ӑна Иеговӑпа Иисус ҫинчен пӗлме пулӑшмалла тата вӗсене юратма вӗрентмелле. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑр ҫине е хамӑр мӗн пӗлни ҫине тимлеттерес вырӑнне ҫынна яланах Библи ҫине тимлеттермелле (Ап. ӗҫ. 10:25, 26). Ҫак тӗлӗшрен Павел апостол лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл ыттисене вӗрентнӗ чухне час-часах Иисус ҫинчен каланӑ, Иисус вара ҫӗр ҫине ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшас тата ӑна юратма вӗрентес тесе килнӗ (1 Кор. 2:1, 2). Ҫавӑн пекех Павел ҫӗнӗ вӗренекенсене лайӑх енсене аталантарма пулӑшни питӗ кирлӗ тесе шутланӑ. Ҫав лайӑх енсене вара ылтӑнпа, кӗмӗлпе тата хаклӑ йышши чулсемпе танлаштарма пулать (1 Кор. 3:11—15). Сӑмахран, ҫав лайӑх енсем шутне ӗненӳ, ӑслӑлӑх тата Иеговӑран хӑрасси кӗрет (Пс. 18:10, 11; Ытар. 3:13—15; 1 Пётр 1:7). Павел мӗнле вӗрентнинчен тӗслӗх илсе вӗренекенсене хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме тата пирӗн юратакан ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланса пыма пулӑшӑр (2 Кор. 1:24).

13. Эпир вӗренекенпе тӳсӗмлӗ пулнине тата ӑна ӑнланма тӑрӑшнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (2 Коринф 10:4, 5). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

13 Иисус мӗнле вӗрентнинчен тӗслӗх илсе вӗренекенпе тӳсӗмлӗ пулӑр тата ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр. Ҫынна аванмарлатса яма пултаракан ыйтусем ан парӑр. Вӗренекене мӗне те пулин ӑнланма йывӑр пулсан, ҫакӑн ҫинчен нумай калаҫма кирлӗ мар. Ун вырӑнне малалла вӗренӗр те ҫакӑн патне каярахпа таврӑнӑр. Ҫынна пӗр-пӗр вӗрентӗве йышӑнма ан хистӗр. Чӑнлӑх ун чӗринче тымар ятӑр тесен вӑхӑт кирлӗ (Иоанн 16:12; Кол. 2:6, 7). Библире эпир аркатма тӑрӑшакан суя вӗрентӳсене крепоҫпе танлаштарнӑ. (2 Коринф 10:4, 5 вуласа парӑр.) Ҫынна ҫав крепоҫе хӑварма, урӑхла каласан, хӑй хаклакан вӗрентӳсене сирсе яма, йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑнпа малтан ҫынна ҫӗнӗ крепость туса лартма пулӑшмалла — Иеговӑна шанма вӗрентмелле. Вара Турӑ уншӑн «тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх» пулса тӑрӗ (Пс. 90:9).

Унчченхи ӳкерчӗкре кӑтартнӑ ватӑ арҫын икӗ арҫын тӑванпа Библи вӗренет, унӑн аллинче «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке. Ҫумра ҫӳлӗк ҫинче унӑн ҫар медалӗсене ҫакса хунӑ рамка тӑрать.

Чӑнлӑх вӗренекенӗн чӗринче тымар ятӑр тесен вӑхӑт кирлӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр)


ҪЫН ТӖЛПУЛУСЕНЕ ҪӲРЕМЕ ПУҪЛАСАН

14. Тӗлпулусене ҫӳреме пуҫлакансемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

14 Иегова пирӗнтен пур ҫынпа та — вӗсем кирек мӗнле халӑхран пулсан та, пуян е чухӑн пулсан та — ырӑ пуласса кӗтет (Иак. 2:1—4, 9). Апла пулсан, эпир пирӗн тӗлпулусене килекенсене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15, 16. Пирӗн тӗлпулусенче хӑнасем хӑйсене канлӗ туйччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

15 Хӑш-пӗр ҫынсем пирӗн тӗлпулусене унта мӗн пулса иртнине пӗлес тесе килеҫҫӗ. Теприсене вара, тен, урӑх вырӑнта пурӑнакан Свидетель килме сӗннӗ. Ҫавӑнпа та эсир тӗлпулура ҫӗнӗ ҫынна асӑрхарӑр пулсан, ун патне пырса унпа паллашӑр. Унпа тимлӗ пулӑр, анчах унран хӑпма пӗлмен ҫын пек пулса ӑна аванмарлатса ан ярӑр. Ӑна хӑвӑрпа пӗрле ларма сӗнӗр тата программа вӑхӑтӗнче сӑвӑ йӗркисене хӑвӑр Библирен кӑтартса пырӑр. Е вӗсен хӑйсен Библи тата тӗлпулура вӗренекен публикацисем пулччӑр тесе тӑрӑшӑр. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйне канлӗ туйтӑр тесе хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Акӑ пӗр тӗслӗх. Пӗррехинче арҫын тӑван Патшалӑх залӗнче палламан арҫынна курнӑ та ун патне пырса ӑна саламланӑ. Леш арҫынӗ вара ыттисем пек хитре тумланманшӑн хама аван мар пек туятӑп тенӗ. Арҫын тӑван ӑна лӑплантарнӑ та Иегова Свидетелӗсем ахаль ҫынсемех тесе ӑнлантарнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав арҫын шыва кӗнӗ, анчах вӑл хӑйне ҫав тӑван мӗнле ӑшшӑн кӗтсе илнине халӗ те астӑвать. Эпир пухӑва килнӗ ҫӗнӗ ҫынсемпе чун-чӗререн интересленетпӗр, ҫав-ҫавах пирӗн вӗсене аванмарлатса яма пултаракан ыйтусем парасран тата сӑмсана вӗсен ӗҫне чикесрен сыхланмалла (1 Пётр 4:15).

16 Хӑнасем хӑйсене канлӗ туйччӑр тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр? Тӗлпулусенче заданисем тунӑ чухне, комментарисем панӑ чухне е пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне Свидетельсем пулман ҫынсене тата вӗсен ӗненӗвӗсене хисепленине кӑтартӑр. Хӑнасене намӑслантарма е кӳрентерме пултаракан сӑмахсем ан калӑр (Тит 2:8; 3:2). Хамӑрпа пӗр пек ӗненмен ҫынсем мӗне ӗненнинчен эпир кулмӑпӑр (2 Кор. 6:3). Ҫак тӗлӗшрен доклад туса паракан арҫын тӑвансен уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫавӑн пекех вӗсем Свидетельсем пулман ҫынсем ӑнланман сӑмахсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ пулсан, итлекенсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартаҫҫӗ.

17. Эпир «чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисене» тупсан мӗн тума тӑрӑшатпӑр?

17 Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ кунсерен кирлӗрех те кирлӗрех пулса пырать. Ҫавӑнпа эпир «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисене» малалла шыратпӑр (Ап. ӗҫ. 13:48). Ҫавӑн пек ҫынсене тупсан, вӗсене Библи вӗренме сӗнме тата пирӗн тӗлпулусене чӗнме ан вӑтанӑр. Ҫапла эсир вӗсене «пурнӑҫ патне илсе» каякан ҫул ҫинче пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшатӑр (Матф. 7:14).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ҫын хӑйӗнпе пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне Библири чӑнлӑхпа интересленнине кӑтартать пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

  • Кампа та пулин Библи вӗренме пуҫласан, пирӗн мӗн асра тытмалла?

  • Пирӗн тӗлпулусенче ҫӗнӗ ҫынсем хӑйсене канлӗ туйччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

64-МӖШ ЮРӐ Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

a ӲКЕРЧӖК. Икӗ арҫын тӑван отставкӑна тухнӑ ҫар ҫыннипе, хӑйӗн килӗ умӗнче канса лараканскерпе, калаҫаҫҫӗ; икӗ хӗрарӑм тӑван икӗ ачаллӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа калаҫҫӗ, вӗсем вӑл ерҫӳллӗ пулманнине шута илеҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр