Вулакансен ыйтӑвӗсем
Хӑҫан «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ?
2025 ҫулхи ноябрьте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяра ҫапла ӑнлантарса панӑччӗ: кӗҫех Иегова «вунӑ мӑйрака» (пур правительство) ӑшне хӑйсен вӑйӗпе влаҫне «хӗрлӗ тискер чӗрчуна» (Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине) пама шухӑш кӗртӗ. Ӳлӗмхи кӗнекере «хӗрлӗ тискер чӗрчун» пирки ҫавӑн пекех «тискер чӗрчунӑн сӑнӗ» те тенӗ (Ӳлӗм. 13:14, 15; 17:3, 16, 17). Унтан «вунӑ мӑйрака» тата «тискер чӗрчун» пӗтӗм тӗнчери суя тӗнсене пӗтерӗҫ. Анчах та хӑҫан «мир тата хӑрушсӑрлӑх»a тесе пӗлтерӗҫ — суя тӗнсене пӗтерес умӗн е пӗтернӗ хыҫҫӑн? (1 Фес. 5:3).
Тӗрӗссипе каласан, хӑҫан «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерессине эпир пӗлместпӗр. Эпир пур вак-тӗвеке те пӗлнӗ пулсан, пире сыхӑ тӑма кирлӗ мар пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «сыхӑ тӑрӑр» тесе пӗрре анчах мар каланӑ (Матф. 24:42; 25:13; 26:41). Айтӑр Павел апостол Фессалоникӑри христиансем патне янӑ ҫырури пророкла сӑмахсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.
Павел ҫапла ҫырнӑ: «Ҫынсем: „Мир тата хӑрушсӑрлӑх!“ — тенӗ чухне вӗсем пӗтесси сасартӑк... пулӗ» (1 Фес. 5:2, 3). Пирӗн публикацисенче Павелӑн сӑмахӗсене час-часах ҫапла ӑнлантарса панӑ: пысӑк хӗн-асап пуҫланиччен кӑшт маларах «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ, пысӑк хӗн-асап вара Аслӑ Вавилона —суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне — пӗтернипе пуҫланӗ. Унтан ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерни кӗҫ-вӗҫ пысӑк хӗн-асап пуҫланассине кӑтартакан паллӑ пулӗ.
Анчах та ҫак пророкла сӑмахсене тӗплӗнрех тӗпченӗ хыҫҫӑн вӗсене урӑх майлӑ та ӑнлантарса пама пулать пек туйӑнать. Тен, суя тӗнсене пӗтернӗ хыҫҫӑн «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ. Мӗншӗн ҫакӑн пек калама пулать? Темиҫе сӑлтава пӑхса тухар.
Суя тӗнсем вӑрҫӑсем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? Библире ҫапла каланӑ: «Ҫак хула [Аслӑ Вавилон]... ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗшӗн айӑплӑ» (Ӳлӗм. 18:24). Ӗмӗрсем хушши суя тӗнсем — Ӳлӗмхи кӗнекере вӗсем пирки ҫавӑн пекех «пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑм» тенӗ — вӑрҫӑсене пилленӗ тата пусмӑр тума хӗтӗртсе тӑнӑ (Ӳлӗм. 17:1, 5). Суя тӗнсем мирпе хӑрушсӑрлӑх пулччӑр тесе тӑрӑшман, пачах урӑхла, вӗсем вӑрҫӑсемпе хаярлӑхшӑн айӑплӑ. Ҫавӑнпа та, тен, Аслӑ Вавилона пӗтернӗ хыҫҫӑн кӑна «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ. Ҫав-ҫавах эпир шӑп ҫавӑн пек пулать тесе тӳррӗн калама пултараймастпӑр.
«Мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн мӗн пулса иртӗ? Павел ҫапла ҫырнӑ: «Вӗсем [«мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерекенсем] пӗтесси сасартӑк... пулӗ» (1 Фес. 5:3). Енчен те правительствӑсем суя тӗнсене тӗп тӑвас умӗн «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерчӗҫ пулсан тата ҫавӑн хыҫҫӑнах вӗсене хӑйсене сасартӑк пӗтерчӗҫ пулсан, вӗсем суя тӗнсене тӗп тума пултарайман пулӗччӗҫ. Ҫавӑнпа та Павелӑн сӑмахӗсене ҫапла ӑнланма пулать: малтан правительствӑсем суя тӗнсене тӗп тӑвӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ, унтан вӗсене хӑйсене сасартӑк пӗтерӗҫ.
Ҫак пророкла калани пурнӑҫланса пынине курса Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене мӗнле тытӗҫ? Павел ҫапла ҫырнӑ: «Эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫавӑнпа та, вӑрӑсемшӗн кун ҫути кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ пек, ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ҫитмӗ» (1 Фес. 5:4). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: суя тӗнсене пӗтернӗ хыҫҫӑн «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ пулсан, вара Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кӗҫех правительствӑсем тӗп пулассине ӑнланса илӗҫ. Анчах та правительствӑсем хӑйсене хӑрушсӑрлӑхра туйӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем пӗтесси, вӑрӑ килнӗ пек, сасартӑк тата кӗтмен ҫӗртен пулӗ.
Эппин, эпир малашне мӗн кӗтме пултаратпӑр? «Вунӑ мӑйрака» тата пысӑк власть илнӗ тискер чӗрчун суя тӗнсене тӗп тӑвӗҫ. Ҫакӑнпа пысӑк хӗн-асап пуҫланӗ. Тата эпир ҫакна пӗлетпӗр: тахӑш вӑхӑтра правительствӑсем «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ. Ҫакӑ хӑҫан пулать? Эпир пулма пултаракан икӗ мая пӑхса тухрӑмӑр. 1-мӗш май: суя тӗнсене пӗтерес умӗн «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ. 2-мӗш май: правительствӑсем суя тӗнсене пӗтернӗ хыҫҫӑн «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтерӗҫ. Пирӗн кӗтмелли тата сӑнаса тӑмалли ҫеҫ юлать. Ялан тенӗ пекех, Библире пророкла каланисене вӗсем пурнӑҫланса пынӑ чухне е пурнӑҫланнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпех ӑнланма пулать. (Иоанн 12:16 танлаштарӑр.)
Анчах та пирӗншӗн чи кирли вӑл — хӑҫан правительствӑсем «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗлтересси мар, Турра шанчӑклӑ тӑрса юласси. Айтӑр «сыхӑ тӑрар, ӑслӑ-тӑнлӑ пулар», вара эпир, событисем кирек мӗнле йӗркепе пулса пырсан та, вӗсене хатӗр пулӑпӑр (1 Фес. 5:6).
a Павел апостол усӑ курнӑ сӑмахсем ҫакна пӗлтерме пултараҫҫӗ: «мир тата хӑрушсӑрлӑх» тесе пӗр хут е темиҫе хут пӗлтерӗҫ.