2026 ҪУЛХИ АПРЕЛӖН 27 — МАЙӐН 3
99-МӖШ ЮРӐ Ман тӑвансем пит нумаййӑн
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пулма пултаракан йывӑрлӑхсене эсир хатӗр-и?
«Манӑн урана Хӑвӑн ҫулусем ҫине тӗреклӗ тӑрат» (ПС. 16:5).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Христиансем шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сиксе тухма пултаракан йывӑрлӑхсене мӗнле хатӗрленме пултараҫҫӗ?
1, 2. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.
ЭПИР Шуйттанӑн тӗнчинче пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Сӑмахран, пирӗн хамӑрпа пухури тӑвансем хушшинче те йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Апла пулсан, хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесен пирӗн ҫавӑн пек йывӑрлӑхсене хатӗр пулмалла.
2 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иеговӑн организацийӗ пире ҫутҫанталӑк инкекӗсене хатӗрленмелле тесе час-часах аса илтерет. Эпир мӗнле хатӗрленетпӗр? Малтан эпир хамӑр пурӑнакан вырӑнта мӗнле ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулма пултарнине пӗлме тӑрӑшатпӑр. Эпир нумаях пулмасть куҫса килнӗ пулсан, ҫакна туни пире уйрӑмах кирлӗ. Унтан эпир пулма пултаракан кашни лару-тӑрура мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хуратпӑр (Ытар. 21:5). Ҫавӑн пекех пирӗн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултарассине пӗлме тӑрӑшмалла. Ҫакӑ пире, ҫав йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, мӗн тумаллине пӗлме пулӑшӗ. Вара пире вӗсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлрах пулӗ тата эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварӑпӑр (Пс. 16:5). Айтӑр виҫӗ йывӑрлӑха пӑхса тухар та вӗсенчен кашнине хатӗрленес тесе мӗн тумаллине сӳтсе яварa.
ПИРЕ ПУХУРИ ТӐВАН КӲРЕНТЕРЧӖ ПУЛСАН
3. Пухура эпир мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултаратпӑр?
3 Эсир Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвне пӗрремӗш хут килсен тата вӗсем пӗр-пӗрне юратнине курсан, хӑвӑр мӗн туйнине астӑватӑр-и? Вӗсен хушшинчи юратӑва курса эсир чӑнлӑха тупнине ӑнланса илтӗр пулӗ (Иоанн 13:35; Кол. 3:12). Бла́нкаb ятлӑ хӗрарӑмпа шӑп ҫапла пулнӑ та. Анчах та шыва кӗнӗ хыҫҫӑн унпа пӗр ӗҫ пулса тухнӑ, вӑл ҫапла пуласса кӗтмен те. Вӑл каласа парать: «Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйне манпа питӗ япӑх тытрӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл пухури тӑвансем пирки те тиркесе калаҫатчӗ. Ҫакӑ мана аптратсах ячӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Свидетельсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ тесе шутлаттӑмччӗ». Паллах ӗнтӗ, тӑвансем Иеговӑна юрӑхлӑ лайӑх енсене аталантарас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Анчах та пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем ҫук (Эф. 4:23, 24; 1 Иоанн 1:8). Ҫавӑнпа та пухури пӗр-пӗр тӑван пире сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерме пултарать (Иак. 3:8). Шел пулин те, хӑш-пӗрисем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен ҫине кӳренсе лартнӑ та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ.
4. Пире пухури тӑван кӳрентерсен, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас мар тесе эпир халех мӗн тума пултаратпӑр? (Эфес 4:32).
4 Сире пухури тӑван кӳрентерсен, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас мар тесе эсир халех мӗн тума пултаратӑр? Эфес 4:32-мӗшӗнчи (вуласа парӑр) канаша кашни кун тытса тӑрас тесе вӑй хурӑр. Эсир ыттисемпе ырӑ пулма тата вӗсене хӗрхенме тӑрӑшатӑр пулсан, вара сирӗн ыттисемпе кирлӗ-кирлӗ мартанах хирӗҫсе каясси пулмӗ. Сире кам та пулин кӳрентерсен, ӑна тӳрех каҫарма тӗллев лартӑр. Ҫакна тума сире мӗн пулӑшӗ? Эсир Иеговӑран хӑвӑр йӑнӑшсене каҫарма мӗн чухлӗ ыйтни ҫинчен тата вӑл сире пӗтӗм кӑмӑлтан мӗн чухлӗ каҫарни ҫинчен шухӑшлӑр (Матф. 6:12). Эсир Иеговӑна хӑвӑра каҫарнӑшӑн пархатарлӑ пулсан, сире ыттисене каҫарма ҫӑмӑлрах пулӗ.
5. Пире кам та пулин кӳрентерсен, Библири хӑш сӑвӑ йӗрки пире пулӑшма пултарать? (Ытарӑшсем 19:11). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
5 Ытарӑшсем 19:11 вуласа парӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, пире кам та пулин кӳрентерсен, ӑслӑ-тӑнлӑ пулни, урӑхла каласан, мӗншӗн ҫын хӑйне апла е капла тытнине ӑнланни, пире ҫилле тытса чарма пулӑшать. Темиҫе ҫул каялла шыва кӗнӗ Ри́ма акӑ мӗн калать: «Пухури пӗр-пӗр тӑван хӑйне мӗнле тытни мана кӳрентерсен, эпӗ тӳрех Ытарӑшсем 19:11-мӗшне аса илетӗп. Эпӗ ҫыннӑн халӗ лару-тӑрӑвӗ мӗнлерех пулни ҫинчен, унччен унпа мӗн пулни ҫинчен шухӑшлатӑп та мӗншӗн вӑл хӑйне ҫапла тытнине ӑнланма тӑрӑшатӑп. Ҫавӑн пекех эпӗ ӑна ырӑ хыпар сарма чӗнетӗп. Ҫакӑ мана ӑна лайӑхрах пӗлме пулӑшать». Мӗнле лайӑх канаш! Эсир те пухури тӑвансене лайӑхрах ӑнланас тесе вӗсемпе ҫывӑхрах паллашма пултаратӑр. Вара, вӗсем сире кӳрентерсен, сире вӗсене каҫарма ҫӑмӑлрах пулать.
Пухури тӑванпа сирӗн пӗр-пӗрне ӑнланманни пулчӗ пулсан, пӗрле ырӑ хыпар сарма кайса килӗр (5-мӗш абзаца пӑхӑр)
6. Пухура лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе мӗн тума пулать?
6 Пухура лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе мӗн тума пулать? Тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашнӑ май вӗсен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшӑр (Ытарӑшсем 10:12 танлаштарӑр; Рим 12:10; Флп. 2:2, 3). Нумаях пулмасть шыва кӗнӗ Марк шӑп ҫапла тунӑ та. Вӑл пухури тӑвансемпе вӑхӑта ытларах ирттерме пуҫласан, вӗсен ҫитменлӗхӗсене асӑрхама пуҫланӑ. Ӑна Иеговӑпа тата пухури тӑвансемпе хӑйӗн хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварма мӗн пулӑшнӑ? Марк ҫапла каласа парать: «Эпӗ пухури тӑвансен йӑнӑшӗсем, ҫак тӗнчери ҫынсем тӑвакан усал ӗҫсемпе танлаштарсан, питӗ пӗчӗк пулнине ӑнланса илтӗм. Вара эпӗ тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шутлас вырӑнне вӗсен лайӑх енӗсем ҫинчен шутлама пуҫларӑм». Эсир те ҫапла тӑватӑр пулсан, пухура сирӗн лайӑх хутшӑнусем пулӗҫ.
ЭПИР УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪШӐН ТУНСӐХЛАМА ПУҪЛАРӐМӐР ПУЛСАН
7. Мӗне пула эсир унчченхишӗн тунсӑхлама пуҫлама пултаратӑр?
7 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эсир Шуйттанӑн тӗнчин пайӗ пулма пӑрахнӑшӑн питӗ савӑннӑ паллах. Эсир: «Ҫак тӗнчери пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пулать-и вара?» — тесе те шутланӑ пуль. Анчах йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлас тесе хӑвӑрӑн мӗн хӑварма тивни ҫинчен шутлама е унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхлама та пуҫланӑ тен. (Йыша шутлани 11:4—6 танлаштарӑр.) Сӑмахран, хӑш-пӗрисем чаплӑ ӗҫрен тухса кайнӑ, мӗншӗн тесен ун ҫине нумай вӑхӑт кайнӑ. Теприсемпе, вӗсем Библи вӗренме пуҫласан, тусӗсем хутшӑнма пӑрахнӑ. Тата теприсем хӑйсене савӑнӑҫ кӳрекен таса мар йӑласенчен хӑтӑлма пултарнӑ. Христианин Турра юрӑхсӑр ӗҫсене тума пӑрахнӑ хыҫҫӑн каллех вӗсене тума пуҫларӗ пулсан, ҫакӑ Иеговӑна питӗ хурлантарнӑ пулӗччӗ. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхлас мар тесе эсир халех мӗн тума пултаратӑр?
8. Авраампа Саррӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
8 Библире Турра шанчӑклӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем пур. Вӗсем те унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пултарнӑ. Сӑмахран, Авраампа Сарра Иеговӑна итленӗ те чатӑрсенче пурӑнас тесе хӳмесемпе тӗреклетнӗ Ур хулинчен тухса кайнӑ (Евр. 11:8, 9). Вӗсем хӑш-пӗр чухне Ур хулинчи канлӗ пурнӑҫа аса илкеленӗ пуль. Анчах «вӗсем хӑйсем хӑварнӑ вырӑн ҫинчен пӗрмаях шутласа ҫӳренӗ пулсан» е унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пуҫланӑ пулсан, вӗсен каялла таврӑнас шухӑш ҫуралма пултарнӑ. Ун вырӑнне вӗсем хӑйсене Иегова пуласлӑхра мӗн пама сӑмах пани ҫинчен шутлас тенӗ (Евр. 11:15, 16).
9. Павел хӑйӗн мӗн хӑварма тивни ҫинчен мӗн шутланӑ? (Филиппӑ 3:7, 8, 13).
9 Павел апостол та Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем нумай тунӑ. Христианин пулса тӑриччен вӑл еврейсем питӗ хисеплекен Гамалиил патӗнче иудейсен законне вӗреннӗ (Ап. ӗҫ. 22:3). Ҫавна пула вӑл иудейсем хушшинче пысӑк вырӑн йышӑнма пултарнӑ (Гал. 1:13, 14). Анчах та вӑл Иисус ҫинчен калакан ырӑ хыпара ӗненсен ҫавсене пурне те хӑварнӑ. Христианин пулса тӑрсан, Павел пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑннӑ-и? Ҫук паллах. Ӑна хӗненӗ, тӗрмене хупнӑ тата иудейсем ӑна курайман (2 Кор. 11:23—26). Вӑл ҫак йывӑрлӑхсем ҫинчен ытлашши нумай шухӑшланӑ пулсан тата хӑйӗн хальхи пурнӑҫне унчченхипе танлаштарнӑ пулсан, унччен пурнӑҫ лайӑхрахчӗ тесе шутлама пултарнӑ. Анчах Павел ун пек туман. Ун вырӑнне вӑл Христосӑн вӗренекенӗ пуласси мӗн тери пысӑк чыс пулни ҫинчен шухӑшланӑ тата пулас наградӑна илессе кӗтнӗ. Павел ҫак пиллӗхсем хӑй тӳснӗ ҫухатусенчен чылай ирттереҫҫӗ тесе шутланӑ. (Филиппӑ 3:7, 8, 13 вуласа парӑр.)
10. Хамӑрӑн мӗн хӑварма тивни ҫинчен тунсӑхлас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? (Марк 10:29, 30). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
10 Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе хӑвӑрӑн мӗн хӑварма тивни ҫинчен шутлама пуҫларӑр пулсан, ҫавсене мӗншӗн хӑварни ҫинчен хӑвӑра аса илтерсе тӑрӑр (Еккл. 7:10). Хӑвӑрӑн мӗн хӑварма тивнине хӑвӑр илнӗ пиллӗхсемпе танлаштарса пӑхӑр. Эсир Ҫут тӗнче Патшин тусӗ пулса тӑтӑр (Ытар. 3:32). Сирӗн пухура тата пӗтӗм тӗнчипе хӑвӑра юратакан нумай тӑван пур. (Марк 10:29, 30 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, сире чаплӑ пуласлӑх кӗтет! (Ис. 65:21—23). Эсир Иеговӑшӑн ӗҫленине пула илекен пиллӗхсем ҫинчен час-часах шухӑшлатӑр пулсан, хӑвӑрӑн мӗн хӑварма тивни ҫинчен сахалрах тунсӑхлатӑр.
Унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхлас вырӑнне, Турӑ хӑвӑра шанса панӑ сӑваплӑ ӗҫре савӑнӑҫ тупӑр (10-мӗш абзаца пӑхӑр)d
11. Розмари тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
11 Ро́змари ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 50 ҫулсенче шыва кӗнӗ. Вӑл ҫапла аса илет: «Чи малтан эпӗ Раштав уявӗшӗн питӗ тунсӑхлаттӑмччӗ. Мана ҫывӑх ҫынсене парнесем парнелеме, ачасем ёлка тавралла пуҫтарӑннине тата вӗсем хӑйсене панӑ парнесене уҫнӑ чухне мӗнле савӑннине курма питӗ килӗшетчӗ». Ӑна унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пӑрахма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ Раштава мӗнпе улӑштармаллине тупрӑм. Кашни ҫул эпӗ пӗр-пӗр кун суйласа илетӗп те ҫав кун хамӑн тӑван-хурӑнташсене пӗрле пуҫтаратӑп. Эпӗ вӗсене парнесем паратӑп тата вӗсене кашнине мӗншӗн хаклани ҫинчен калатӑп». Анчах Розмари тепӗр йывӑрлӑхпа та тӗл пулнӑ. Вӑл калать: «Библи вӗренме пуҫласан, унчченхи туссем манпа хутшӑнма пӑрахрӗҫ. Хӑш-пӗр чухне эпӗ вӗсемшӗн тунсӑхлаттӑмччӗ тата хама тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туяттӑмччӗ»c. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Розмари ырӑ хыпара тӗрлӗ хӗрарӑм тӑвансемпе сарма пуҫланӑ. «Ҫавна пула, — каласа парать вӑл, — эпӗ хӗрарӑм тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашрӑм та вӗсем манӑн ҫывӑх туссем пулса тӑчӗҫ. Эпӗ вӗсене питӗ юрататӑп». Ҫак хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Чӑнлӑха пӗличчен хӑвӑра мӗн савӑнтарнӑ, ҫавӑншӑн тунсӑхлатӑр пулсан, эсир ҫавна хӑвӑра чӑннипех телейлӗ тӑваканнипе улӑштарма пултаратӑр (Флп. 4:8, 9). Ҫакна асра тытӑр: Турӑшӑн ӗҫлес тесе пирӗн мӗн хӑварма тивнӗ, ҫавӑншӑн яланах Иегова пире чылай нумайрах парать.
КАМ ТА ПУЛИН ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПӐРАХРӖ ПУЛСАН
12. Пухура эсир мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултаратӑр тата мӗншӗн сире ҫав йывӑрлӑха чӑтса ирттерме шутсӑр йывӑр пулма пултарать?
12 Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан, эсир ҫак усал тӗнчерен тухнӑшӑн, халӗ вара чӑнлӑх ҫинчен вӗрентекен тата тӗрӗссине тума тӑрӑшакан ҫынсем хушшинче пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ пулӗ (Ис. 65:14). Анчах та эсир, тен, хутран-ситрен пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен е кама та пулин пухуран кӑларса яни ҫинчен илтетӗр (1 Кор. 5:13). Са́мар ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, пӗр старейшина йывӑр ҫылӑх турӗ те ӑна пухуран кӑларса ячӗҫ. Эпӗ чутах ӗненме пӑрахаттӑмччӗ. Эпӗ старейшина Иеговӑна тата пухӑва хирӗҫ ҫылӑх тума пултарать тесе шутламан та». Паллах ӗнтӗ, эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем Иеговӑна юратни пирки тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юласшӑн пирки иккӗленместпӗр (1 Кор. 13:4, 7). Ҫав-ҫавах кашни ҫул пухуран кама та пулин кӑларса яраҫҫӗ. Ҫывӑх ҫын е хӑвӑр хисеплекен ҫын Иеговӑна хӑварсан, ҫакӑ сирӗншӗн уйрӑмах йывӑр пулма пултарать.
13. Сирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан, эсир хӑвӑр ӗненӳ ан хавшатӑр тесе мӗн тума пултаратӑр?
13 Сирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан, эсир хӑвӑр ӗненӳ ан хавшатӑр тесе мӗн тума пултаратӑр? Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсех тӑрӑр (Иак. 4:8). Ыттисем кирек мӗн тусан та, ҫакна асра тытӑр: Иеговӑшӑн ӗҫлеме эсир хӑвӑр шут тытнӑ. Сӑмахран, эпир час-часах ҫемьепе е пухупа пӗрле Иеговӑна пуҫҫапатпӑр пулин те, пирӗн пурпӗр хамӑр тӗллӗн кӗлтума тата Библи вулама яланах вӑхӑт уйӑрмалла (Пс. 1:2; 61:9).
14. Пётр апостолӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Иоанн 6:66—68).
14 Вӗренекенсенчен нумайӑшӗ Иисус хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахсан, Пётр хӑйне мӗнле тытнине аса илер. (Иоанн 6:66—68 вуласа парӑр.) Ҫавӑн чухне вӑл нумай мӗне ӑнланман пулин те, вӑл ыттисем мӗн туни ҫинчен шутлас вырӑнне Иисус вӗрентнӗ чӑнлӑхсем ҫинчен шутланӑ. Ҫавна пула Пётр ӗненме тата Иисус хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахман. Хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах: ыттисем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан та, шӑп Туррӑн организацийӗ сире Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентнине асра тытӑр. Чӑнлӑха хаклӑр тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑр! Унччентерех асӑннӑ Самар акӑ мӗн калать: «Эпӗ хама яланах ҫакна аса илтерсе тӑратӑп: пӗр-пӗр тӑван хӑйне тӗрӗс мар тытни пухура пурте хӑйсене тӗрӗс мар тытнине е организаци мӗне вӗрентни тӗрӗс мар пулнине пӗлтермест. Енчен те кам та пулин хӑйне япӑх тытать пулсан, Иегова ҫавна ырламасть».
15. Эмили тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
15 Э́мили ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эрне иртсен, унӑн амӑшӗ килтен тухса кайнӑ тата ӑна пухуран кӑларса янӑ. Эмили ҫапла калать: «Ҫакӑн пекки пулать тесе эпӗ шутлама та пултарайман. Ҫакӑ маншӑн чи пысӑк йывӑрлӑх пулчӗ. Эпӗ аннешӗн питӗ тунсӑхлатӑп». Эмилие мӗн пулӑшнӑ? «Эпӗ пӗччен мар, манпа юнашар атте, — тет вӑл. — Пухури тӑвансем те мана питӗ пулӑшаҫҫӗ — вӗсем маншӑн чӑн-чӑн ҫемье пулса тӑчӗҫ. Пирӗн пурин те йывӑрлӑхсем пур. Ҫавӑнпа пухури тӑвансемпе ҫывӑхланса пымалла тата пӗр-пӗрне пулӑшса тӑмалла» (1 Пётр 5:9). Йывӑрлӑхсем пуласса ан кӗтӗр — халех пухури тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашма тӑрӑшӑр. Вара, кирек мӗн сиксе тухсан та, эсир хӑвӑра пӗр пӗччен тӑрса юлнӑ пек туймӑр.
16. Пирӗн мӗн асра тытмалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
16 Ҫакна та асра тытӑр: Иегова кама юратать, ҫавна наказани парать (Евр. 12:6). Иегова пухуран кӑларса янисем пурте каялла таврӑнччӑр тет (2 Пётр 3:9). Ҫавӑнпа сирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кама та пулин пухуран кӑларса янӑ пулсан, старейшинӑсем ӑна Иегова патне таврӑнма пулӑшас тесе мӗн кирлине веҫех тӑвасса шанса тӑрӑр (2 Тим. 2:24, 25).
Сирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кама та пулин пухуран кӑларса янӑ пулсан, старейшинӑсем ӑна Иегова патне таврӑнма пулӑшасшӑн пулнине асра тытӑр (16-мӗш абзаца пӑхӑр)e
17. Эпир мӗне шанма пултаратпӑр?
17 Эпир шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пулма пултаракан хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене ҫеҫ пӑхса тухрӑмӑр. Паллах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем питӗ хӑратма пултараҫҫӗ, анчах сирӗн хӑрама пӗр сӑлтав та ҫук. Вӗсене хатӗрленес тесе эсир нумай мӗн тума пултаратӑр. Иегова сире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшасса ялан асра тытӑр. Вӑл сире халех пулӑшать тата ҫакна вӑл ӗмӗр-ӗмӗр тӑвасшӑн (1 Пётр 5:10). Вӑл сире кирек мӗнле йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме вӑй тата чӑтӑмлӑх яланах парса тӑрӗ. Эсир Иеговӑран пулӑшу илсе тӑратӑр пулсан, сире унран нимӗн те уйӑрма пултараймӗ (Пс. 118:165; Рим 8:38, 39).
154-МӖШ ЮРӐ Нихӑҫан пӗтми юрату
a Ҫак статьяна нумаях пулмасть шыва кӗнисем валли хатӗрленӗ пулин те, статьяри шухӑшсенчен эпир пурте усӑ илме пултаратпӑр.
b Ятсене улӑштарнӑ.
c Пирӗн пурин те Библи вӗренекенсем тата нумаях пулмасть шыва кӗнӗ христиансем пухура хӑйсене юратнине туйччӑр тесе тӑрӑшмалла. 2021 ҫулхи март уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пухури тӑвансем Библи вӗренекен ҫынна шыва кӗме хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?» статьяна пӑхӑр, 15, 16 абзацсем.
d ӲКЕРЧӖК. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӗрарӑм тӑван спорт площадки ҫумӗпе утса пырать, унта футбол выляҫҫӗ. Вӑл хӑй унччен футболист пулнӑ вӑхӑта аса илет. Каярахпа ҫак хӗрарӑм тӑван хӑйӗнпе пӗр командӑра пулнӑ хӗрарӑма ырӑ хыпар калать.
e ӲКЕРЧӖК. Пухуран кӑларса янӑ арҫын патне икӗ старейшина килнӗ. Вӗсем ӑна Иегова патне таврӑнма хавхалантараҫҫӗ.