Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 сентябрь 14—19 с.
  • Пурне те хисеплӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пурне те хисеплӗр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЫТТИСЕНЕ ХИСЕПЛЕНИ МӖН ВӐЛ?
  • ҪЕМЬЕРИСЕНЕ ХИСЕПЛӖР
  • ПУХУРИ ТӐВАНСЕНЕ ХИСЕПЛӖР
  • ХАЛЬЛӖХЕ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕН ҪЫНСЕНЕ ХИСЕПЛӖР
  • Мӗншӗн влаҫа хисеплемелле?
    «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
  • Пӗр-пӗрне чыс кӑтартма васкатӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Сирӗн ҫемье телейлӗ пултӑр. Хисепленине кӑтартӑр
    Ҫемьесене пулӑшакан канашсем
  • Пухури тӑвансемпе туссем пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 сентябрь 14—19 с.

38-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

120-МӖШ ЮРӐ Христос пекех йӑваш пулӑр

Пурне те хисеплӗр

«Ырӑ мухтав [«Хисеплени», ҪТ] кӗмӗлпе ылтӑнран аванрах» (ЫТАР. 22:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӗншӗн пирӗн ыттисене хисеплемелле тата хисеплеме йывӑр пулнӑ чухне те мӗншӗн ҫавна тумалла?

1. Мӗншӗн пире ыттисем хамӑра хисеплени килӗшет? (Ытарӑшсем 22:1).

СИРЕ хӑвӑра ыттисем хисеплени килӗшет-и? Паллах ӗнтӗ, килӗшет. Пур ҫынна та хӑйсене ыттисем хисеплени кирлӗ. Ыттисем хамӑра хисеплени пире телейлӗ тӑвать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Библире «ырӑ мухтав [«хисеплени», ҪТ] кӗмӗлпе ылтӑнран аванрах» тенӗ. (Ытарӑшсем 22:1 вуласа парӑр.)

2, 3. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне пире ыттисене хисеплеме ҫӑмӑлах мар пулма пултарать?

2 Хӑш-пӗр чухне пире ыттисене хисеплеме ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Мӗншӗн? Пӗрремӗшӗнчен, эпир ҫынсен ҫитменлӗхӗсене куратпӑр. Иккӗмӗшӗнчен, хальхи вӑхӑтра ҫынсенчен нумайӑшӗ ыттисене хисеплесех каймаҫҫӗ. Анчах та пирӗн вӗсем пек пулмалла мар, мӗншӗн тесен Иегова пирӗнтен «пур тӗрлӗ ҫынна та» хисеплессе кӗтет (1 Пётр 2:17).

3 Ҫак статьяра эпир хисеплени мӗн иккенне пӗлӗпӗр тата эпир 1) ҫемьерисене, 2) пухури тӑвансене тата 3) хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсене хисепленине мӗнле кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ыттисене хисеплеме йывӑр пулнӑ чухне ҫавна тума пире мӗн пулӑшни ҫинчен калаҫӑпӑр.

ЫТТИСЕНЕ ХИСЕПЛЕНИ МӖН ВӐЛ?

4. Ыттисене хисеплени мӗн вӑл?

4 Хисеплени мӗн вӑл? Эсир ҫакна мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр? Хисеплени шутне эпир ыттисем ҫинчен мӗн шутлани тата хамӑра вӗсемпе мӗнле тытни кӗрет. Ҫыннӑн лайӑх енсем пур пулсан, вӑл ырӑ ӗҫсем тӑвать пулсан е унӑн мӗнле те пулин власть пур пулсан, эпир хамӑра унпа хисеплӗн тытатпӑр. Анчах та хисеплени пирӗн чун-чӗререн пулмалла (Матф. 15:8).

5. Ыттисене хисеплеме пире мӗн пулӑшӗ?

5 Иегова пире пурне те хисеплеме ыйтать. Сӑмахран, пирӗн влаҫра ларакансене хисеплемелле (Рим 13:1, 7). Анчах та кам та пулин: «Ҫын хисепе тивӗҫлӗ пулсан ҫеҫ эпӗ ӑна хисеплеме хатӗр», — теме пултарать. Ҫакӑн пек шухӑшлани тӗрӗс-ши? Ҫук. Ҫынна пирӗн унӑн ӗҫӗсем тӑрӑх ҫеҫ хисеплемелле мар. Эпир ҫынна Иегова пире ҫавна тума ыйтнӑран хисеплетпӗр. Эпир вара хамӑр Турра савӑнтарасшӑн (1 Пётр 3:15).

6. Эпир хамӑра хисеплемен ҫынна хисеплеме пултаратпӑр-и? Ӑнлантарса парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

6 Эпир хамӑра хисеплемен ҫынна хисеплеме пултаратпӑр-и? Пултаратпӑр. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар. Саул патша хӑйӗн Ионафан ывӑлне пурин умӗнче те намӑслантарса пӗтернӗ (1 Пат. 20:30—34). Ҫав-ҫавах Ионафан ашшӗне хисеплеме пӑрахман. Вӑл ҫапӑҫу хирӗнче ашшӗпе пӗрле ҫапӑҫса ӑна мӗн виличченех пулӑшса тӑнӑ (Тух. 20:12; 2 Пат. 1:23). Чи аслӑ священник Илий Аннӑна сӑваплӑ чатӑра ӳсӗр килтӗн тесе айӑпланӑ (1 Пат. 1:12—14). Анна, Израильти ытти ҫынсем пекех, унӑн йӑнӑшӗсем ҫинчен лайӑх пӗлнӗ. Илийӑн ывӑлӗсем хӑйсене намӑссӑрла тытнӑ, Илий вара вӗсене тӳрлетмен. Ҫаксене пӑхмасӑрах, Анна Илийпа хисеплӗн калаҫнӑ (1 Пат. 1:15—18; 2:22—24). Афина ҫыннисем Павел апостола «сӳпӗлти» тесе хурланӑ (Ап. ӗҫ. 17:18). Павел вара вӗсемпе хисеплӗн калаҫнӑ (Ап. ӗҫ. 17:22). Ҫак тӗслӗхсем пире ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: Иеговӑна чун-чӗререн юратни тата ӑна кӳрентерес килменни пире ыттисене хисеплеме йывӑр пулнӑ чухне те вӗсене хисеплеме хавхалантарать. Халӗ вара пирӗн кама хисеплемеллине тата мӗншӗн ҫавна тума кирлине пӑхса тухӑпӑр.

Ионафан, Саул тата Израиль салтакӗсем ҫапӑҫу хирӗнче. Вӗсен аллисенче хӗҫсем, сӑнӑсем тата щитсем.

Саул хӑйӗн Ионафан ывӑлне намӑслантарнӑ. Анчах Ионафан малалла та Саулӑн патша влаҫӗ майлӑ тӑнӑ тата ӑна ҫапӑҫу хирӗнче хӳтӗленӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)


ҪЕМЬЕРИСЕНЕ ХИСЕПЛӖР

7. Ҫемьере пире пӗр-пӗрне хисеплеме мӗн чӑрмантарма пултарать?

7 Хисеплеме пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Эпир хамӑр ҫемьерисемпе пӗрле вӑхӑта нумай ирттеретпӗр. Ҫавӑнпа эпир вӗсен лайӑх енӗсене те, ҫитменлӗхӗсене те куратпӑр. Пирӗн ҫемьере кам та пулин йывӑр чирпе чирлет пулсан е вӑл питӗ канӑҫсӑр пулсан, пире вӗсемшӗн тӑрӑшма йывӑр пулма пултарать. Хӑш-пӗр чухне килтисем пире кӳрентерекен сӑмахсем калама е хӑйсене пирӗнпе япӑх тытма пултараҫҫӗ. Хамӑр ҫемьепе пӗрле пулнӑ чухне пирӗн хамӑра канлӗ туяс килет. Анчах килтисем пӗр-пӗрне хисеплемеҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине тарӑхса лартма пултараҫҫӗ. Вара ҫемьере пӗр килӗшӳ те пулмӗ. Артрит шӑмӑ сыпписене лайӑх хусканма чӑрмантарнӑ пекех, хисеплеменни пӗр ҫемьери ҫынсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма чӑрмантарать. Артритран эпир хамӑр тӗллӗн пӗтӗмпех сывалма пултараймастпӑр, анчах та ҫемьере эпир пӗр-пӗрне хисеплеме вӗренме пултаратпӑр.

8. Мӗншӗн пирӗн хамӑр ҫемьери ҫынсене хисеплемелле? (1 Тимофей 5:4, 8).

8 Мӗншӗн хисеплемелле? (1 Тимофей 5:4, 8 вуласа парӑр.) Тимофей патне янӑ пӗрремӗш ҫырура Павел ҫемьери ҫынсен пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшмалла тесе ҫырнӑ. Ҫакна эпир тума кирлӗ пулнӑран мар, «Турра парӑнса» пурӑннӑран тӑватпӑр. Ҫемьешӗн тӑрӑшасси вӑл Иеговӑна пуҫҫапни шутне кӗрет. Килтисене хисепленипе эпир Иеговӑна хисепленине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен ӑна пула «пур ҫемье те пулса кайнӑ» (Эф. 3:14, 15). Ҫакӑ ҫемьерисене хисеплеме хавхалантаракан питӗ витӗмлӗ сӑлтав.

9. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хисепленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

9 Хисепленине мӗнле кӑтартмалла? Арӑмне хисеплекен упӑшка ҫынсем умӗнче те, хӑйсем пӗччен пулнӑ чухне те арӑмне хакланине кӑтартать (Ытар. 31:28; 1 Пётр 3:7). Вӑл арӑмне нихӑҫан та хӗнемӗ, намӑслантармӗ тата ниме тӑман ҫын пек туйма памӗ. Аргентинӑра пурӑнакан Ариэ́льa ятлӑ арҫын тӑван ҫапла каласа парать: «Чирлӗ пулнӑран арӑм мана хӑш-пӗр чухне кӳрентерекен сӑмахсем калать. Ҫавӑн пек чухне эпӗ хама вӑл чӑннипех ун пек шутламасть тесе аса илтеретӗп. Лару-тӑру хӗрсе кайсан, эпӗ 1 Коринф 13:5-мӗшӗнчи сӑмахсене аса илетӗп. Ҫак сӑвӑ йӗрки мана арӑмпа ыррӑн калаҫма тата тарӑхасран сыхланма пулӑшать» (Ытар. 19:11). Упӑшкине хисеплекен арӑм ыттисем умӗнче упӑшки ҫинчен яланах лайӑххине калать (Эф. 5:33). Вӑл тӑрӑхласа-мӑшкӑлласа кулассинчен, йӗкӗлтесси-витлессинчен сыхланать, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек хӑтланни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа аркатма пултарнине ӑнланать (Ытар. 14:1). Италире пурӑнакан хӗрарӑм тӑванӑн упӑшки чирне пула хӑйне питӗ канӑҫсӑр туять. Ҫав хӗрарӑм тӑван ҫапла каласа парать: «Хӑш-пӗр чухне мана хамӑн упӑшка кирлӗ-кирлӗ маршӑнах ытлашши пӑшӑрханма пуҫланӑ пек туйӑнать. Унччен эпӗ тарӑхнине пытарса тӑмасттӑмччӗ — ҫакӑ ман пит ҫинче те, эпӗ мӗн тата мӗнле каланинче те курӑнса тӑратчӗ. Анчах халӗ эпӗ ыттисем ҫинчен лайӑххине калакан ҫынсемпе хутшӑнма тӑрӑшатӑп. Мӗн чухлӗ нумайрах эпӗ вӑхӑта вӗсемпе пӗрле ирттеретӗп, ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах мана упӑшкана хисеплеме».

Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хисепленине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) упӑшкипе арӑмӗ кухньӑра пӗрле апат хатӗрленӗ чухне упӑшки арӑмне темскер лайӑххине калать; 2) арӑмӗ хӑнасем умӗнче упӑшкине мухтать, ҫав вӑхӑтра упӑшки ватӑ арҫын тӑвана апат илсе пырса парать.

Хамӑр ҫемьери ҫынсене хисепленипе эпир Иеговӑна хисепленине кӑтартатпӑр (9-мӗш абзаца пӑхӑр)


10. Ачасемпе ҫамрӑксем ашшӗ-амӑшне хисепленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

10 Эсир, ачасемпе ҫамрӑксем, аҫу-аннӳне хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Вӗсем палӑртса хунӑ правилӑсене тытса тӑрӑр (Эф. 6:1—3). Аҫу-аннӳпе хисеплӗн калаҫӑр (Тух. 21:17). Ватӑлса пынӑҫемӗн вӗсене сирӗн пулӑшу ытларах та ытларах кирлӗ пулӗ. Вӗсемшӗн май ҫитнӗ таран лайӑхрах тӑрӑшӑр. Марийӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн ашшӗ Иегова Свидетелӗ мар. Ашшӗ чирлесе ӳксен, Марийӑна уншӑн тӑрӑшма йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Марийӑпа япӑх тытнӑ. Мария каласа парать: «Эпӗ кӗлӗре аттене хисеплеме ҫеҫ мар, хисепленине ӗҫпе те кӑтартма пулӑшсам тесе ыйтаттӑмччӗ. Эпӗ ҫапла шутлаттӑмччӗ: Иегова мана атте-аннене хисеплеме ыйтать пулсан, паллах ӗнтӗ, вӑл мана ҫавна тума вӑй та парӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ атте улшӑнасса кӗтме кирлӗ маррине, манӑн халех ӑна хисепленине кӑтартма кирлине ӑнланса илтӗм». Эпир килтисене вӗсен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах хисеплетпӗр пулсан, Иеговӑна хисепленине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен ӑна пула кашни ҫемье пулса кайнӑ.

ПУХУРИ ТӐВАНСЕНЕ ХИСЕПЛӖР

11. Мӗншӗн пире хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене хисеплеме йывӑр пулма пултарать?

11 Хисеплеме пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем хӑш-пӗр чухне пирӗнпе япӑх тытма, пирӗн пирки тӗрӗс мар шухӑшлама е пире кӳрентерме пултараҫҫӗ. Пухури тӑван ҫине пирӗн «кӳренме сӑлтав пур пулсан», пире ӑна хисеплеме йывӑр пулма пултарать (Кол. 3:13). Ҫавӑн пек чухне пире мӗн пулӑшӗ?

12. Мӗншӗн пирӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене хисеплемелле? (2 Пётр 2:9—12).

12 Мӗншӗн хисеплемелле? (2 Пётр 2:9—12 вуласа парӑр.) Пётр апостол ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр христиансем «Турӑ кама мухтава кӑларнӑ, ҫавсем» пирки, урӑхла каласан, старейшинӑсем пирки, хурласа калаҫнӑ. Ҫакна курнӑ ангелсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Ҫав христиансем чӑрсӑр тата кутӑн пулнӑ пулин те, ангелсем «Иеговӑна хисепленӗрен» вӗсене хирӗҫ пӗр япӑх сӑмах та каламан. Шухӑшласа пӑхӑр-ха! Пӗр ҫитменлӗхсӗр ангелсем ҫав мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем пирки ним япӑххине те каласшӑн пулман. Вӗсем ҫынсене Турӑ кӑна суд тума пултарнине ӑнланнӑ (Рим 14:10—12; Иуда 9 танлаштарӑр.) Ангелсен тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? Вӗсен Иеговӑна хирӗҫ кайнисене те хисеплеменни пулман. Ҫавӑнпа та Турра юратакан тӑвансене хисеплеменни ан пултӑр тесе пирӗн тата ытларах тӑрӑшмалла. Пирӗн вӗсене хисеплес тӗлӗшрен хамӑрӑн пӗрремӗш утӑм тумалла (Рим 12:10). Ҫапла тунипе эпир Иеговӑна хисепленине кӑтартӑпӑр.

13, 14. Пухури тӑвансене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тӗслӗхсем илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

13 Хисепленине мӗнле кӑтартмалла? Старейшинӑсем, ыттисене вӗрентнӗ чухне ҫакна яланах юратса тӑвӑр (Флм. 8, 9). Кама та пулин канаш памалла пулсан, ҫавна тарӑхнӑ чухне ан тӑвӑр. Малтан лӑпланӑр, унтан вара канаша ыррӑн парӑр. Хӗрарӑм тӑвансем, пухури тӑвансем пӗр-пӗрне хисеплеччӗр тесе эсир нумай мӗн тума пултаратӑр. Ҫавӑнпа та никам ҫинчен те япӑххине ан калӑр, элек ан сарӑр тата ҫавӑн пек калаҫусене те ан хутшӑнӑр (Тит 2:3—5). Эпир пурте старейшинӑсене хисепленине кӑтартма пултаратпӑр. Ҫавна тӑвас тесе эпир вӗсене пулӑшса тӑратпӑр тата вӗсене тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн — тӗлпулусене ирттернӗшӗн, ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркеленӗшӗн тата «тӗрӗс мар утӑм» тӑвакансене пулӑшнӑшӑн — тав тӑватпӑр (Гал. 6:1; 1 Тим. 5:17).

14 Роси́о ятлӑ хӗрарӑм тӑвана хӑйне канаш панӑ старейшинӑна хисеплеме йывӑр пулнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Вӑл манпа мӗнле калаҫни мана килӗшмерӗ — унӑн манпа кӑштах ырӑрах пулмаллаччӗ. Ҫавна эпӗ кӑтартмарӑм пулин те, вӑл маншӑн тӑрӑшни пирки иккӗлентӗм, ҫавӑнпа унӑн канашне сирсе ятӑм. Килте вара эпӗ ун пирки тиркесе калаҫма пуҫларӑм». Росиона мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Библи вуланӑ чухне эпӗ 1 Фессалоника 5:12, 13 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ҫинче чарӑнса тӑтӑм. Эпӗ арҫын тӑвана хисеплеменнине ӑнланса илтӗм, вара мана совесть кӑшлама пуҫларӗ. Эпӗ Иеговӑна кӗлтурӑм тата пирӗн литературӑра хамӑн шухӑш-кӑмӑла улӑштарма пулӑшакан канашсене шырарӑм. Вара эпӗ ҫак йывӑрлӑх арҫын тӑвана пула мар, манӑн мӑнкӑмӑллӑха пула сиксе тухнине ӑнланса илтӗм. Халӗ эпӗ ҫакна куратӑп: ыттисене хисеплес тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Ыттисене хисеплес тӗлӗшрен эпӗ халӗ те нумай вӑй хуратӑп тата Иегова ҫакна хакланине туятӑп».

Ватӑ хӗрарӑм тӑван Библи вуланине тата вӑл старейшинӑсем пухушӑн тӑрӑшса ӗҫлени ҫинчен шухӑшланине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) старейшина тӗлпулура сӑмах тухса калать; 2) вӑл инвалид кресли ҫинче ларакан арҫын тӑвана пулӑшать; 3) вӑл Патшалӑх залӗ ҫумӗнче юр тасатать.

Эпир старейшинӑсене пулӑшса тӑратпӑр тата тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав тӑватпӑр пулсан, вӗсене хисепленине кӑтартатпӑр (13, 14 абзацсене пӑхӑр)


ХАЛЬЛӖХЕ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕН ҪЫНСЕНЕ ХИСЕПЛӖР

15. Мӗншӗн пире Иегова Свидетелӗсем пулман ҫынсене хисеплеме йывӑр пулма пултарать?

15 Хисеплеме пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсем час-часах пирӗнпе Турӑ ҫинчен тата Библи ҫинчен калаҫасшӑн мар (Эф. 4:18). Хӑш-пӗрисем эпир калакан хыпара итлесшӗн мар, мӗншӗн тесен вӗсене ҫавӑн пек пӑхса ӳстернӗ. Пирӗн ӗҫ хуҫине е учителе юрама йывӑр пулма пултарать. Теприсене пӗрле ӗҫлекенсемпе е пӗр класрисемпе пӗр чӗлхе тупма йывӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир вӗсене хисеплеме пӑрахма пултаратпӑр, вара пире вӗсемпе ырӑ пулма йывӑр пулма пултарать.

16. Иеговӑшӑн хальлӗхе ӗҫлемен ҫынсене мӗншӗн хисеплемелле? (1 Пётр 2:12; 3:15).

16 Мӗншӗн хисеплемелле? Иегова хӑйӗншӗн ӗҫлемен ҫынсемпе эпир хамӑра мӗнле тытнине сӑнаса тӑрать. Пётр апостол христиансене вӗсем хӑйсене лайӑх тытни хӑш-пӗрисене Турра мухтама хавхалантарма пултарать тесе аса илтернӗ. (1 Пётр 2:12; 3:15 вуласа парӑр.) Пирӗн умра кирек кам тӑрсан та: судья-и вӑл, чиновник-и е ахаль ҫын — Иегова ҫумӗнче эпир мӗнле калаҫнӑ пулӑттӑмӑр, пирӗн вӗсемпе ҫавӑн пек калаҫмалла. Вӗт Турӑ эпир мӗн каланине пурне те илтет тата ҫавна эпир мӗнле тунине курать. Ҫакӑ пире Иегова Свидетелӗсем пулман ҫынсене хисеплеме хавхалантаракан витӗмлӗ сӑлтав.

17. Иегова Свидетелӗсем пулман ҫынсене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

17 Хисепленине мӗнле кӑтартмалла? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Библие сахал пӗлекен ҫынсене час-часах тӗл пулатпӑр. Ҫавӑн чухне пирӗн вӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхмалла мар. Ун вырӑнне пирӗн вӗсене хамӑртан асла хумалла тата Иеговӑшӑн вӗсем хаклӑ мул пулнине асра тытмалла (Агг. 2:7; Флп. 2:3). Хӑш-пӗр чухне пире хамӑр мӗне ӗненнишӗн кам та пулин хӑртма пултарать. Ҫавӑн пек чухне ҫав ҫынна вырӑна лартас тесе пирӗн унран тӑрӑхласа кулас е ӑна вирлӗ сӑмахсем каласа хурас кӑмӑл пулма пултарать. Анчах та пирӗн ун пек тумалла мар (1 Пётр 2:23). Енчен те эсир хӑвӑра тытса чараймарӑр пулсан тата сирӗн хӑвӑр мӗн каланишӗн ӳкӗнме тиврӗ пулсан, тӳрех каҫару ыйтӑр. Ӗҫре вара хисепленине мӗнле кӑтартма пулать? Тӑрӑшса ӗҫлӗр, унсӑр пуҫне кампа ӗҫлетӗр тата камшӑн ӗҫлетӗр, ҫавсенче лайӑххине курма тӑрӑшӑр (Тит 2:9, 10). Ҫакна асра тытӑр: эсир тӑрӑшса, суймасӑр-улталамасӑр ӗҫленине ыттисем хакламасан та, Иегова ҫакна хаклать (Кол. 3:22, 23).

18. Пирӗн ыттисене хисеплеме тата хисепленине ӗҫсемпе кӑтартма мӗнле сӑлтавсем пур?

18 Пирӗн ыттисене хисеплеме тата хисепленине ӗҫсемпе кӑтартма нумай сӑлтав пур. Сӑмахран, килтисене хисепленипе эпир Иеговӑна хисепленине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен ӑна пула пур ҫемье те пулса кайнӑ. Ҫавӑн пекех эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене хисепленипе хамӑрӑн ҫӳлти Аттене хисепленине кӑтартатпӑр. Эпир хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсене хисепленине кӑтартатпӑр пулсан, ҫакӑ, тен, вӗсене пирӗнпе пӗрле хамӑрӑн аслӑ Турра мухтама хавхалантарӗ. Хӑш-пӗрисем пире хисеплемеҫҫӗ пулсан та, пирӗн пурпӗр вӗсене хисеплес тесе вӑй хумалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫавӑншӑн Иегова пире пиллӗ. Вӑл ҫапла сӑмах парать: «Эпӗ хама чыслакансене чыс тӑвӑп» (1 Пат. 2:30, ҪТ).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Эпир хамӑр ҫемьерисене хисепленине мӗнле кӑтартатпӑр?

  • Эпир пухури тӑвансене хисепленине мӗнле кӑтартатпӑр?

  • Эпир хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсене хисепленине мӗнле кӑтартатпӑр?

129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр