ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИЕРЕМИЯ 39—43
Иегова кашни ҫынна ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ
Иегова Седекияна Вавилона парӑнма хушнӑ, анчах Седекия итлемен
39:4—7
Седекия ывӑлӗсене унӑн куҫӗ умӗнчех чиксе пӑрахнӑ, унӑн куҫӗсене вара чиксе шӑтарнӑ. Юлашкинчен ӑна тӑлланӑ та Вавилонри тӗрмене лартнӑ. Унта вӑл мӗн виличченех пулнӑ
Авдемелех Иегова ҫине шаннӑ тата унӑн пророкӗшӗн, Иеремийӑшӑн, тӑрӑшнӑ
39:15—18
Иегова Авдемелеха Иерусалима тӗп тунӑ чухне сана ҫӑлса хӑварӑп тесе сӑмах панӑ
Иеремия нумай ҫул хушши, Иерусалима тӗп тӑвичченех, хӑюллӑн пророк ӗҫне тунӑ
40:1—6
Иерусалима хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Иегова Иеремийӑна вилӗмрен хӑтарнӑ, каярахпа вара Вавилон ҫыннисене ӑна ирӗке кӑларма хавхалантарнӑ