Майӑн 15—21
ИЕРЕМИЯ 39—43
150-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Иегова кашни ҫынна ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ» (10 мин.)
Иер 39:4—7. Иеговӑна итлеменнишӗн Седекия хӗн курнӑ (it-U «Седекия», 18 абз.)
Иер 39:15—18. Иегова Авдемелеха вӑл ӑна шанса тӑнӑшӑн награда панӑ (bp122-U 31 с., 5 абз.)
Иер 40:1—6. Иегова Иеремийӑшӑн, хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗшӗн, тӑрӑшнӑ (it-U «Навузардан»)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Иер 42:1—3; 43:2, 4. Иоанан йӑнӑшӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (w03-U 5/1 10 с., 10 абз.)
Иер 43:5—7. Ҫитмӗл ҫул хушши ҫӗр юхӑнса выртас тапхӑр хӑҫан пуҫланассине ҫакӑнта ҫырнӑ событисем мӗнле ӑнланма пулӑшаҫҫӗ? (it-U «Хронология», 110 абз.)
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенчен эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр?
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир тата мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин. е сахалрах): Иер 40:11—41:3
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш хут килни (2 мин. е сахалрах): Ис 46:10 «Чӑнлӑха вӗрентӗр». Тепӗр хут килме калаҫса татӑл.
Тепӗр хут килни (4 мин. е сахалрах): Ӳлӗм 12:7—9, 12 «Чӑнлӑха вӗрентӗр». Тепӗр хут килме калаҫса татӑл.
Библи вӗренӗвӗ (6 мин. е сахалрах): вырӑнлӑ планпа усӑ курса «Ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмалла» темӑна сӳтсе яв. Вӗренекене тӗлпулӑва чӗн.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
138-мӗш юрӑ
«Эсир кӑтартнӑ юратӑва Иегова нихӑҫан та манмӗ» (Пс 70:18, 19) (15 мин.). Сӳтсе явни. Малтан «Эсир кӑтартнӑ юратӑва Иегова нихӑҫан та манмӗ» видеоролик кӑтарт.
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): kr 12 сып., 16—23 абз., «„Ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле пулчӗ“», «Кӗтӳҫ ӗҫне ӑнӑҫлӑ туни» рамкӑсем, «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамка
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
103-мӗш юрӑ тата кӗлӗ