Туррӑн Сӑмахне вӗренни усӑллӑ
1. 2014-мӗш сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнчи район конгресӗ мӗн ятлӑ тата унта мӗнле ыйту пӑхса тухӗҫ?
1 Пирӗн «Аслӑ Вӗрентекен», Иегова,— Ҫут тӗнчери чи лайӑх вӗрентекен (Ис. 30:20, 21). Анчах та Иегова пире мӗнле вӗрентет? Вӑл пире хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр кӗнеке — хӑйӗн Сӑмахне, Библие,— панӑ. Турӑ вӗрентни пире ӳт-пӳ, ӑс-тӑн, кӑмӑл-туйӑм тӗлӗшӗнчен тата Турӑпа ҫывӑхланас тӗлӗшрен мӗнле пулӑшать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне 2014-мӗш сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче район конгресӗн программи вӑхӑтӗнче пӑхса тухӗҫ. Конгресс «Туррӑн Сӑмахне вӗренни усӑллӑ» ятлӑ, вӑл 2 Тимофей 3:16-мӗш сӑвӑ йӗрки ҫинче никӗсленсе тӑрать.
2. Мӗнле ыйтусен хуравӗсемпе тӗп шухӑшсене палӑртӗҫ?
2 Тӗп шухӑшсене тупма тӑрӑшӑр. Программӑн тӗп шухӑшӗсене ҫак ыйтусен хуравӗсемпе палӑртӗҫ:
• Турӑ вӗрентни пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет? (Ис. 48:17, 18.)
• Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пулӑшакан улшӑнусене тӑватпӑр пулсан эпир мӗне шанма пултаратпӑр? (Мал. 3:10.)
• «Суя вӗрентӳсемпе» тӗл пулсан пирӗн мӗн тумалла? (Евр. 13:9.)
• Иисус мӗнле «вӗрентнинчен» эпир мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр? (Матф. 7:28, 29.)
• Пухура вӗрентекенсен мӗншӗн хӑйсене те вӗрентмелле? (Рим 2:21, 22.)
• Туррӑн Сӑмахӗ мӗнпе усӑллӑ? (2 Тим. 3:16.)
• Иегова халӑхсене кисрентерни, е чӗтретни, ҫынсене мӗнле витӗм кӳрет? (Аггей 2:6, 7.)
• Иегова эпир мӗн тӑвасса шанса тӑрать? (Эф. 5:1.)
• Иегова вӗрентнипе килӗшӳллӗн пурӑнас тесен мӗншӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла? (Лука 13:24.)
3. Конгресра пулни тата программӑна тимлӗ итлени мӗншӗн питӗ кирлӗ?
3 Ҫак конгресс программи никӗсленсе тӑракан Библири сӑвӑ йӗркинчи, 2 Тимофей 3:16-мӗшӗнчи, сӑмахсене ҫыриччен малтан Павел юлашки кунсене кӑтартса паракан йывӑр саманасем пирки каланӑ. «Усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем ӑнса пырӗҫ, вӗсем аташса пурӑнӗҫ, ыттисене те аташтарӗҫ» тесе каланӑ Павел (2 Тим. 3:13). Пире ан улталаччӑр тесен, пирӗн Турӑ вӗрентнине итлемелле. Ҫавӑнпа та конгресра пулма тата ҫак вӑхӑтлӑ панӑ программӑна тимлӗ итлеме ҫирӗп шут тытар.