Вӑхӑтра панӑ апат
1 Пӗр кунлӑ ятарлӑ конгресс хыҫҫӑн эпир час-часах ҫапла калатпӑр: «Ку шӑп та лӑп ман валли!» Пӗр район надзирателӗ хӑйӗн отчетӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн районӗнчи хӑш-пӗр хыпарҫӑсем конгресс хыҫҫӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма шут тытнӑ. Тепӗр ҫул ҫӳрекен надзиратель каланӑ: «Хамӑр мӗнле вӑхӑтра пурӑннине шута илсе эпир ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тӑватпӑр-и е ҫук, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхма пире конгресс пулӑшрӗ». Тата тепри каланӑ: «Хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, конгресс вӗсене ыйхӑран вӑратнӑн туйӑннӑ тата чи кирлӗ ӗҫе — ырӑ хыпар сарас ӗҫе — чӑнах та малти вырӑна лартнипе лартманнине тӗрӗслеттернӗ». Сана тата ыттисене пӗр кунлӑ ятарлӑ конгресс мӗнле пулӑшнӑ?
2 Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫитес ҫулӗнче пулакан пӗр кунлӑ ятарлӑ конгресс программи те усӑллӑ та вӑхӑтра панӑ программа пулӗ. Унӑн ячӗ: «Иеговӑна шанӑр» Псалом 117:8, 9-мӗш сӑвӑ йӗркисем ҫинче никӗсленнӗ. Унта сӳтсе явакан темӑсенчен, акӑ, хӑшӗ-пӗрисем: «Хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова — тӗреклӗ пашне», «Иеговӑн ҫуначӗсем айӗнче ыттисене хӳтлӗх тупма пулӑшӑр», «Иегова пекех ыттисемшӗн хӳтлӗх пулса тӑрӑр», «Ҫамрӑксем, Иегова сирӗншӗн хӳтлӗх пултӑр!» тата «Пухури тӑвансемпе тата Иеговӑпа мирлӗ пулни — Иегова панӑ хӳтлӗх».
3 Усӑ илес тесен. Конгресс хӑҫан пуласси паллӑ пулсанах унта кайма хатӗрленме пуҫла тата хӑв камсене Библи вӗренме пулӑшатӑн, ҫавсене те пӗлтер. «Тӳсӗмлӗ пулса усӑ кӳрес» тесен пирӗн мӗн илтнине асра тытмалла (Лука 8:15). Ҫавӑнпа та программӑна тимлӗ итле тата тӗп шухӑшсене, ҫавӑн пекех пурнӑҫра, ырӑ хыпар сарнӑ чухне сана кирлӗ пулма пултаракан канашсене кӗскен ҫырса хур. Конгресс хыҫҫӑн программӑна ҫемьепе пӗрле сӳтсе явма вӑхӑт уйӑр. Конгресра илнӗ пӗлӳсемпе хӑвӑр мӗнле усӑ курма пултаратӑр, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
4 Пӗр кунлӑ ятарлӑ конгресс программи тутлӑ та усӑллӑ апат евӗрлӗ, ӑна пысӑк юратупа хатӗрленӗ. Пурне те тӗплӗн шухӑшласа тунӑ. Конгреса кайса вӑхӑтра панӑ апата ҫисе тӑранас тесе эсӗ пӗтӗм вӑя хунине Иегова пиллетӗр, мӗншӗн тесен ҫак апат Туррӑн ӗҫлекенӗсене Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшать (Матф. 24:45).
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]
1. Чи юлашки, пӗр кунлӑ ятарлӑ конгресс сана тата ыттисене мӗнле пулӑшнӑ?
2. Ҫитес сӑваплӑ ӗҫ ҫулӗнчи пӗр кунлӑ ятарлӑ конгресра мӗнле темӑсене сӳтсе яваҫҫӗ?
3. Конгресс программинчен май килнӗ таран ытларах усӑ илес тесен мӗн тумалла?
4. Мӗншӗн эпир пӗр кунлӑ ятарлӑ конгреса чӑтма ҫук кӗтетпӗр?