Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwbq 166 статья
  • Укҫа вӑл чӑнах та усаллӑх-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Укҫа вӑл чӑнах та усаллӑх-и?
  • Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Библире мӗн каланӑ?
  • Библире укҫа пирки мӗн каланӑ?
  • Мӗншӗн Библи укҫана ан юратӑр тесе асӑрхаттарать?
  • Библире укҫа пирки панӑ канашсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
  • Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене мӗнле татса памалла?
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Библире ӗҫпе укҫа ҫинчен мӗн каланӑ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Библи: ыйтусем тата хуравсем
ijwbq 166 статья
Ҫын аллисене укҫа патнелле тӑсать.

Укҫа вӑл чӑнах та усаллӑх-и?

Библире мӗн каланӑ?

Ҫук. Библире укҫа вӑл усаллӑх е пур йывӑрлӑх та укҫаран пуҫланать тесе каламан. «Укҫа вӑл — усаллӑх» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вӑл Библири сӑмахсене пӑсса калани. Тӗрӗссипе вара, Библире ҫакӑн пек каланӑ: «Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни» (1 Тимофей 6:10).

  • Библире укҫа пирки мӗн каланӑ?

  • Мӗншӗн Библи укҫана ан юратӑр тесе асӑрхаттарать?

  • Бибире укҫа пирки панӑ канашсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Библире укҫа ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисем

Библире укҫа пирки мӗн каланӑ?

Библире ҫакӑн пек каланӑ: укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхсан, укҫа пурнӑҫра пулӑшать тата хӳтлӗх те пама пултарать (Екклесиаст 7:12). Унта ыттисене пулӑшакан ҫын пирки, ҫавӑн пекех ыттисене укҫа-тенкӗпе пулӑшакан ҫын пирки те ырласа каланӑ (Ытарӑшсем 11:25).

Ҫав вӑхӑтрах Библи пире укҫа-тенкӗ пурнӑҫра чи кирли пулса ан тӑтӑр тесе асӑрхаттарать. Унта ҫапла каланӑ: «Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр» (Еврейсем 13:5). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Укҫа ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренмелле тата пуясшӑн ҫунмалла мар. Ун вырӑнне, пирӗн мӗн пуррипе тата хамӑра чӑннипех мӗн кирлипе ҫырлахма вӗренмелле — мӗн кирли шутне вара апат-ҫимӗҫ, тумтир тата пурӑнмаллли вырӑн кӗрет (1 Тимофей 6:8).

Мӗншӗн Библи укҫана ан юратӑр тесе асӑрхаттарать?

Ҫӑткӑн ҫын ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илеймӗ (Эфес 5:5). Мӗншӗн? Сӑмахран, ҫӑткӑнлӑх вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех (Колоссӑ 3:5). Унсӑр пуҫне, ҫӑткӑн ҫынсем хӑйсен кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе час-часах нравственность нормисене пӑсаҫҫӗ. Ытарӑшсем 28:20-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пуйма васкакан вара — хаса курмасӑр юлмӗ». Ҫӑткӑн ҫын укҫашӑн тӗрлӗ усал ӗҫсем тума пултарать — ыттисене шантаж тума, вӗсен укҫипе япалисене вӑйпа туртса илме, улталама, ҫынсене вӑрлама тата вӗлерме пултарать.

Укҫана юратни ҫынна ҫавӑн пек усал ӗҫсем тума хистемесен те, ҫакӑ пурпӗр япӑх вӗҫленме пултарать. Библире каланӑ тӑрӑх, «пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ» (1 Тимофей 6:9).

Библире укҫа пирки панӑ канашсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

Эпир укҫашӑн нравственность нормисене пӑсмастпӑр пулсан тата Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫавна хирӗҫ каймастпӑр пулсан, эпир хамӑра хисеплеме пуҫлӑпӑр тата ҫавӑншӑн пире Турӑ ырласа, пулӑшса тӑрӗ. Турӑ хӑйне чун-чӗререн юрама тӑрӑшакансене ҫакӑн пек сӑмах парать: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп» (Еврейсем 13:5, 6, Ҫӗнӗ Халал). Ҫавӑн пекех вӑл хӑйне «шанчӑклӑ ҫын пиллӗхпе пуян» пулать тесе шантарать (Ытарӑшсем 28:20).

Библире укҫа ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисем

Екклесиаст 7:12: «Кӗмӗл [е укҫа] хӳттинчи пекех».

Пӗлтерӗшӗ. Укҫа ҫине тӗрӗс пӑхсан, вӑл пире хӑш-пӗр енчен хутлӗх парать.

Лука 12:15: «Этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест».

Пӗлтерӗшӗ. Укҫа-тенкӗ пирӗн пурнӑҫра чи кирли мар, пирӗн ҫӑлӑнӑҫ укҫа-тенкӗрен килмест.

1 Тимофей 6:10: «Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ».

Пӗлтерӗшӗ. Укҫара ним япӑххи те ҫук. Анчах укҫана юратакансем — камсемшӗн пурнӑҫӗнче укҫа чи кирли пулса тӑрать, ҫавсем — хӑйсене хӑйсемех йывӑрлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ. Укҫана юратни вӗсемшӗн хакла ларать: вӗсен ҫемйисем арканаҫҫӗ тата ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫленине пула вӗсен сывлӑхӗ хавшать.

Еврейсем 13:5: «Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр».

Пӗлтерӗшӗ. Пуясшӑн ҫунас вырӑнне чӑннипех мӗн кирлӗ, ҫавӑнпа ҫырлахса пурӑнни чылай лайӑхрах.

Матфей 19:24: «Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».

Пӗлтерӗшӗ. Иисус ҫак сӑмахсене пуян ҫамрӑка хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗннӗ хыҫҫӑн каланӑ. Ҫав ҫын Иисус хыҫҫӑн каясшӑн пулман, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пурлӑхне питӗ хытӑ юратнӑ. Ҫавӑнпа Иисус хӑйне итлекенсене ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ: кам пуянлӑха Турӑран мала хурать, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас мая ҫухатать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр