Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwyp 48 статья
  • Манӑн ҫи-пуҫ мӗнлерех?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Манӑн ҫи-пуҫ мӗнлерех?
  • Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Модӑпа ҫыхӑннӑ виҫӗ пысӑк йӑнӑш тата вӗсенчен мӗнле сыхланма пулать?
  • Хӑвӑр ҫипуҫпа Турра мухтав кӳрсе тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем
ijwyp 48 статья
Ҫамрӑксем лавккара тумтир суйлаҫҫӗ

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Манӑн ҫи-пуҫ мӗнлерех?

Мӗншӗн санӑн хӑв мӗн тӑхӑнса ҫӳренине тӗрӗслесе тӑмалла? Мӗншӗн тесен санӑн тумтир сан ҫинчен нумай мӗн каласа пама пултарать. Санӑн тумтир сан ҫинчен мӗн калать?

  • Модӑпа ҫыхӑннӑ виҫӗ пысӑк йӑнӑш тата вӗсенчен мӗнле сыхланма пулать?

  • Тантӑшусем мӗн калаҫҫӗ?

Модӑпа ҫыхӑннӑ виҫӗ пысӑк йӑнӑш тата вӗсенчен мӗнле сыхланма пулать?

1-мӗш йӑнӑш. Мӗнле ҫи-пуҫпа ҫӳресси пирки рекламӑна хамӑр ҫине витӗм кӳме ирӗк паратпӑр.

Териза ятлӑ пӗр хӗр ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне мана модӑри хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем интереслентереҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пирки пур ҫӗрте те реклама тӑваҫҫӗ. Ҫынсем ҫавӑн пек япаласене тӑхӑнса ҫӳренине пӗрмай курса тӑратӑн пулсан, ҫакна хирӗҫ тӑма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать».

Реклама хӗрсем ҫине кӑна мар витӗм кӳрет. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Яшсем ҫине те мода витӗм кӳрет. Вӗсен те ҫамрӑксем ҫине витӗм кӳрес тесе тунӑ рекламӑна курма тивет» (The Everything Guide to Raising Adolescent Boys).

Урӑхла май. Библире ҫапла каланӑ: «Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (Ытарӑшсем 14:15). Ҫак принципа шута илсе рекламӑра мӗн курни ҫинчен тӗплӗн шутласа пӑх. Сӑмахран, пӗр-пӗр тумтир пирки «чӑрсӑр», «илӗртӳллӗ» е «астаракан» теҫҫӗ пулсан, хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар:

  • «Эпӗ ҫак тумтира тӑхӑнса ҫӳреме пуҫласан, ҫакӑ кама усӑ парӗ?

  • Эпӗ мӗнле пурӑнни ыттисене мӗн ҫинчен калӗ?

  • Ҫакӑ ман ҫинчен тата эпӗ мӗне хаклани ҫинчен тӗрӗссине кӑтартса парӗ-и?»

Канаш. Пӗр эрне хушши тумтир пирки мӗнле рекламӑсем тунине тата мода хӑш еннелле туртӑннине сӑнаса пӑх. Вӗсем хамӑра мӗнле тытма тата мӗнле пурӑнма хистеҫҫӗ? Вӗсем ҫавӑн пек модӑна тытса тӑмалла тесе ӳкӗтлемеҫҫӗ-и? Карен ятлӑ хӗр ҫапла калать: «Мода шутсӑр хитре, пӗр кӑлтӑксӑр тумланма тата пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткеллӗ пулма питӗ вӑйлӑ хистет. Реклама тӑвакансем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: ҫамрӑксене ҫӑмӑллӑнах ӑна е кӑна тутарма пулать».

2-мӗш йӑнӑш. Ыттисене килӗшес тесе модӑна тытса тӑратпӑр.

Маньюэл ятлӑ ҫамрӑк ҫапла калать: «Пӗр-пӗр тумтир модӑра пулсан, пурте ҫавӑн пек тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Эсӗ модӑна тытса тӑмастӑн пулсан, сан ҫине тиркесе пӑхаҫҫӗ». Анна ятлӑ хӗр ҫакӑнпа килӗшет. Вӑл калать: «Кунта модӑран ытларах ыттисене килӗшесшӗн ҫунни курӑнса тӑрать».

Урӑхла май. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫак тӗнчене хӑвӑр ҫине тек витӗм кӳме ан парӑр» (Рим 12:2). Ҫак принципа шута илсе хӑв тӑхӑнса ҫӳрекен тумтир пирки хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар:

  • «Мӗншӗн эпӗ ҫавӑн пек тумтир тӑхӑнса ҫӳреме шут тытрӑм?

  • Эпӗ паллӑ фирмӑсен тумтирӗсене тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑшатӑп-и?

  • Эпӗ хамӑн тумтирпе ыттисене тӗлӗнтересшӗн-и?»

Канаш. Икӗ май ҫеҫ пур тесе ан шутла: модӑра пулас май (ҫакӑ хӑвна ыттисем йышӑннине пӗлтерет) тата модӑран тӑрса юлас май (ҫакӑ хӑвна ыттисем сирсе янине пӗлтерет). Ун вырӑнне виҫҫӗмӗш мая пӑхса тух: хамӑра канлӗ те лӑпкӑ туйма пулӑшакан тумтир. Мӗн чухлӗ эсӗ хӑвна лӑпкӑрах туятӑн, ҫавӑн чухлӗ сахалрах эсӗ хӑвӑн тумтирӳ ыттисене килӗшӗ-и, килӗшмӗ-и тесе пӑшӑрханӑн.

3-мӗш йӑнӑш. Мӗн чухлӗ илӗртӳллӗрех, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах тесе шутлатпӑр.

Дженнифер ятлӑ хӗр ҫапла калать: «Тӗрӗссипе каласан, хӑш-пӗр чухне питӗ кӗске, ҫӑтӑ тата ытла уҫӑмлӑ тумтир тӑхӑнас килсе каять».

Урӑхла май. Библире ҫапла каланӑ: «Эсир... хӳхӗм тумланса тулашӗнчен ҫеҫ илемлӗ пулма ан тӑрӑшӑр... чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе илемленӗр» (1 Петр 3:3, 4). Ҫак канаша шута илсе ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх: саншӑн мӗн хаклӑрах — ҫын тулӑшӗнчен хитре пулни-и е шалтан хитре пулни-и?

Канаш. Модӑран тухман капӑр вӑл — сӑпайлӑх. Тӗрӗссипе каласан, халӗ ҫак лайӑх ен хисепре мар. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха:

Санӑн хӑҫан та пулин хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ калаҫакан тата хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан ҫынпа тӗл пулма тивнӗ-и? Шел пулин те, ҫавӑн пек ҫын ыттисене хӑйӗнчен сивӗтнине ӑнланмасть те.

Пӗр ҫамрӑк хӑйӗн тумтирӗпе хӑйӗн ҫине пӑхтарасшӑн, анчах ҫакӑ ыттисене унран сивӗтет кӑна

Тумтир, чӗлхе-ҫӑвар пекех, эпир хамӑра ҫеҫ юрататпӑр тесе калама пултарать, ҫакӑ вара ыттисене пирӗнтен сивӗтет кӑна

Пирӗн тумтир сӑпайлӑ мар пулсан, эпир ҫавнашкал ҫынсем пек пулса тӑратпӑр. Ҫавӑн евӗрлӗ тумтир: «Пӑхӑр-ха ман ҫине!» — тесе кӑшкӑрать пек. Ҫакӑн ҫине пӑхсан, ҫав ҫын е хӑйне шансах каймасть пек туйӑнать, е хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлать пек туйӑнать — е унра ҫавсенчен иккӗшӗ те пур. Вӑл хӑйӗн ҫине питӗ пӑхтарасшӑн пек.

Ыттисене хӑвӑн пирки тӗрӗс мар шухӑшлама май ан пар. Ҫакна асра тыт: чи лайӑх тумтир вӑл — сӑпайлӑх. «Сӑпайлӑ пуласси вӑл хамӑн асанне пек тӑхӑнса ҫӳресси мар,— тесе калать Моника ятлӑ хӗр.— Ҫакӑ вӑл хама та, ыттисене те хисепленине пӗлтерет».

ТАНТӐШУСЕМ МӖН КАЛАҪҪӖ?

Брианна

«Эпӗ кӑштах пысӑкрах темиҫе юбка илтӗм. Эпӗ вӗсене хам мӑнтӑрланнӑран мар, вӗсем ҫӑтӑ ан пулччӑр тесе илтӗм. Вара мӗн пулнине пӗлетӗр-и? Нумайӑшӗ эсӗ начарланнӑ-и-мӗн тесе ыйтрӗҫ. Санӑн тумтир мӗн чухлӗ сӑпайлӑрах, ҫавӑн чухлӗ эсӗ илемлӗрех курӑнатӑн» (Брианна).

Кирен

«Тӗрӗссипе каласан, сӑпайлӑ тумтирпе хӑвна лӑпкӑрах туятӑн. Тумтир сан ҫинче лайӑх ларнӑран ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, хӑв пирки христианка теме вӑтанмастӑн тата хӑвӑн тумтир хӑв мӗне ӗненнипе килӗшсе тӑмасть тесе пӑшӑрханмастӑн» (Кирен).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр