Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwbq 87 статья
  • Кам вӑл антихрист?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кам вӑл антихрист?
  • Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Подзаголовоксем
  • Библире мӗн каланӑ?
  • Антихристсене мӗнле уйӑрса илме пулать?
Библи: ыйтусем тата хуравсем
ijwbq 87 статья
Ҫын телевидени урлӑ проповедь калать

Кам вӑл антихрист?

Библире мӗн каланӑ?

Антихрист вӑл — пӗр-пӗр уйрӑм ҫынна, ҫынсен ушкӑнне е организацие пӗлтермест, мӗншӗн тесен Библире «антихристсем нумайланса кайрӗҫ» тесе каланӑ (1 Иоанн 2:18). «Антихрист» текен термин грек сӑмахӗнчен пулса кайнӑ, ҫав сӑмах «Христоса хирӗҫ» е «Христос вырӑнне» тенине пӗлтерет. Кам-кам пирки «антихрист» теме пулать?

  • Кам Иисус — Христос (Мессия) пулнине е вӑл — Туррӑн Ывӑлӗ пулнине йышӑнмасть (1 Иоанн 2:22).

  • Кам Христоса, Туррӑн Ҫу Сӗрнӗскерне, хирӗҫ тӑрать (Псалом 2:1, 2; Лука 11:23).

  • Кам хӑй пирки Христос тет (Матфей 24:24).

  • Кам Христосӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрлет, мӗншӗн тесен вӗренекенӗсене хӗсӗрлени ҫине Иисус хӑйне хӗсӗрлени ҫине пӑхнӑ пек пӑхать (Апостолсен ӗҫӗсем 9:5).

  • Кам хӑйӗн пирки суйса христианин тет, хӑй вара усал ӗҫсем тӑвать тата улталать (Матфей 7:22, 23; 2 Коринф 11:13).

Библире «антихрист» текен термин пӗр-пӗр ҫынна та, нумай ҫынна та пӗлтерме пултарать (2 Иоанн 7). Антихрист пӗрремӗш хут апостолсем пурӑннӑ вӑхӑтра палӑрнӑ, вӑл халӗ те пур. Библире ҫакӑн ҫинчен малтанах каласа хунӑ пулнӑ (1 Иоанн 4:3).

Антихристсене мӗнле уйӑрса илме пулать?

  • Вӗсем Иисус ҫинчен суя вӗрентӳсем сараҫҫӗ (Матфей 24:9, 11). Сӑмахран, вӗсем Троица ҫинчен е Иисус вӑл Пурне те Тума Пултаракан Турӑ тесе вӗрентеҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ Иисус вӗрентнипе килӗшсе тӑмасть. Вӗт Иисус ҫапла каланӑ: «Атте манран аслӑрах» (Иоанн 14:28).

  • Антихристсем Иисус Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗне вӗрентнине сирсе яраҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем Иисус хӑйӗн влаҫне ҫынсен патшалӑхӗсем урлӑ кӑтартать теҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ Иисус «манӑн Патшалӑх кунтан мар» тенипе килӗшсе тӑмасть (Иоанн 18:36).

  • Вӗсем Иисуса хӑйсен Ҫӳлхуҫи теҫҫӗ, анчах та унӑн заповечӗсене, ҫав шутрах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтермелле текен хушӑва, тытса тӑмаҫҫӗ (Матфей 28:19, 20; Лука 6:46; Апостолсен ӗҫӗсем 10:42).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр