Иегова Свидетелӗсем унччен хӑйсен тӗнне тытса тӑнӑ ҫынсемпе хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?
Эпир пур ҫынна та юратма, хисеплеме тата пуринпе те ырӑ пулма тӑрӑшатпӑр. Пӗр-пӗр Иегова Свидетелӗ пухӑва ҫӳреме е Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахать пулсан, эпир унран ютшӑнса ҫӳреместпӗр. Пачах урӑхла, эпир ҫавӑн пек ҫынпа интересленетпӗр, ӑна хамӑр юратни пирки шантаратпӑр тата унӑн Иеговӑпа каллех ҫывӑхланас кӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр (Лука 15:4—7).
Ҫапах та хӑш-пӗр чухне ҫын хӑйне мӗнле тытнине пула ӑна пухуран кӑларса яма тивет (1 Коринф 5:13). Ҫавӑн пекки пулса ан тухтӑр тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр, мӗншӗн тесен хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене чун-чӗререн юрататпӑр. Ҫынна пухуран кӑларса яраҫҫӗ пулсан та, эпир ӑна юратма тата хисеплеме пӑрахмастпӑр, мӗншӗн тесен Библи ҫапла тума вӗрентет (Марк 12:31; 1 Пётр 2:17).
Мӗншӗн ҫынна пухуран кӑларса яраҫҫӗ?
Христианин йывӑр ҫылӑх тусан тата ҫавӑншӑн ӳкӗнесшӗн пулмасан, ӑна пухуран кӑларса ямалла тесе Библире уҫҫӑн каланӑ (1 Коринф 5:11—13). Тата унта мӗнле ҫылӑхсене тусан ҫынна пухуран кӑларса ямаллине те ҫырса панӑ. Ҫав ҫылӑхсем шутне, сӑмахран, аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталани, ӗҫке ярӑнни, ҫынна вӗлерни, килтисене пусмӑрлани тата вӑрлани кӗреҫҫӗ (1 Коринф 6:9, 10; Галати 5:19—21; 1 Тимофей 1:9, 10).
Анчах та ҫын йывӑр ҫылӑх тусан ӑна тӳрех пухуран кӑларса ямаҫҫӗ. Малтан пухури старейшинӑсемa ӑна улшӑнма пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ (Рим 2:4). Вӗсем унпа ыррӑн та йӑвашшӑн калаҫса унӑн чӗрине пырса тивме тӑрӑшаҫҫӗ (Галати 6:1). Ҫапла туни ҫылӑх тунӑ ҫынна хӑй мӗн туса хунине ӑнланса илме тата ӳкӗнме хавхалантарма пултарать (2 Тимофей 2:24—26). Старейшинӑсем ӑна пулӑшас тесе тем пек тӑрӑшсан та, вӑл малалла та Библири принципсене пӑсать пулсан тата ӳкӗнмест пулсан, ӑна пухуран кӑларса яма тивет. Ҫавӑн хыҫҫӑн христиансен тӗлпулӑвӗнче вӑл тек Иегова Свидетелӗ мар тесе кӗске пӗлтерӳ тӑваҫҫӗ.
Старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ ҫынпа ыррӑн та йӑвашшӑн калаҫса унӑн чӗрине пырса тивме тӑрӑшаҫҫӗ
Мӗншӗн ҫылӑх тума пӑрахман ҫынна пухуран кӑларса ямалла? Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ ытти христиансене унӑн япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлет (1 Коринф 5:6; 15:33). Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен христиансен нравственность енчен таса пулмалла (1 Пётр 1:16). Иккӗмӗшӗнчен, ҫакӑ ҫылӑх тунӑ ҫынна хӑй мӗн тунине ӑнланса илме тата тӳрленме пулӑшма пултарать (Еврейсем 12:11).
Иегова Свидетелӗсем пухуран кӑларса янӑ ҫынсемпе хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?
Библире каланӑ тӑрӑх, христиансен пухуран кӑларса янӑ ҫынпа хутшӑнмалла мар, «ҫакӑн пек ҫынпа апат та ларса» ҫимелле мар (1 Коринф 5:11). Апла пулсан, эпир пухуран кӑларса янӑ ҫынсемпе вӑхӑта пӗрле ирттерместпӗр. Анчах та ҫакӑ эпир вӗсене курмӑш тунине пӗлтермест. Эпир вӗсене хисепленине кӑтартатпӑр. Вӗсем пирӗн тӗлпулусене килсен эпир хавас пулатпӑр тата вӗсене саламлама та пултаратпӑрb. Унсӑр пуҫне, пухӑва каялла таврӑнас тесе вӗсем старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ.
Пухуран кӑларса янисем тӗлпулӑва килсен, эпир вӗсене курма питӗ хавас
Калӑпӑр, пухуран кӑларса янӑ ҫыннӑн мӑшӑр е ҫитӗнмен ачасем пур. Вӗсем Иегова Свидетелӗсем пулсан, мӗн тумалла? Халӗ вӗсем Иеговӑна пӗрле пуҫҫапмаҫҫӗ пулин те, пӗр ҫемье пулма пӑрахмаҫҫӗ. Вӗсем малалла та пӗр килте пурӑнаҫҫӗ пулсан, унчченхи пекех кулленхи ӗҫсене пӗрле тӑваҫҫӗ тата пӗр-пӗрне ӑшӑ туйӑмсем кӑтартаҫҫӗ.
Пухуран кӑларса янӑ ҫын старейшинӑсене хӑйӗнпе тӗл пулма ыйтма пултарать. Унпа тӗл пулсан старейшинӑсем ыррӑн калаҫса ӑна ӳкӗнме хавхалантараҫҫӗ тата Иегова патне каялла таврӑнас тесен мӗн тумаллине Библи тӑрӑх кӑтартаҫҫӗ (Захария 1:3). Ҫын ҫылӑх тума пӑрахать пулсан тата унӑн ӗҫӗсенчен вӑл Библири нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма чӑнах та тӑрӑшни курӑнать пулсан, ӑна каялла пухӑва тавӑрма пултараҫҫӗ. Павел апостол та ҫавӑн пекрех лару-тӑру ҫинчен ҫырнӑ. Вӑл Коринфри христиансене ҫылӑх тунӑ ҫын ӳкӗнсен тата улшӑнсан «ӑна чӗререн каҫармалла тата йӑпатмалла» тесе каланӑ (2 Коринф 2:6—8). Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан христиансем те ҫапла тӑваҫҫӗ.
Пухуран кӑларса янӑ хыҫҫӑн пухӑва таврӑннӑ ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?
Пухуран кӑларса янӑ, вӑхӑт иртсен вара пухӑва таврӑннӑ Иегова Свидетелӗсем мӗн каланине пӑхӑр.
«Мана пухуран кӑларса янӑранпа вун-вун ҫул иртнӗ. Ҫавӑнпа пухӑва каялла таврӑнма шут тытсан, старейшинӑсем манран ҫав ҫулсем хушшинче эпӗ мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтма пуҫласран хӑраттӑм. Анчах вӗсем ҫапла тумарӗҫ. Вӗсем: „Мӗн пулнӑ — ҫавӑ иртсе кайнӑ. Халӗ санӑн малалла пӑхмалла“, — терӗҫ ҫеҫ. Вара ман чӗре лӑштах пулчӗ» (Мария, АПШ).
«Эпӗ таврӑнсан пухури тӑвансем питӗ савӑнчӗҫ. Эпӗ вӗсем мана хакланине куртӑм. Вӗсем хӑйсене мӗнле тытнинчен эпӗ Иегова та, вӗсем те мана каҫарнине туйса илтӗм. Тата манӑн пулни-иртни ҫинчен шутлама пӑрахмаллине ӑнлантӑм. Старейшинӑсем мана хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшрӗҫ. Вӗсем мана итлеме ялан хатӗрччӗ, мана йӑпататчӗҫ тата Иегова мана халӗ те юратни, хаклани пирки шантаратчӗҫ» (Малком, Сьерра-Леоне).
«Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратать, ҫавӑнпа вӑл пуху нравственность енчен таса пултӑр тесе тӑрӑшать. Эпӗ ҫакӑншӑн питӗ савӑнатӑп. Тен, хӑш-пӗрисем ҫылӑх тунӑ ҫынна пухуран кӑларса яни ытла та хаяр тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ҫапла тумаллах, ҫакӑ вӑл юратни пулать. Эпӗ пирӗн ҫӳлти Аттене питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫав тери хытӑ юратать тата яланах каҫарма хатӗр» (Сэнди, АПШ).
a Старейшинӑсем — христиансен пухӑвӗнчи опытлӑ тата Турра шанчӑклӑ арҫынсем. Вӗсем Библипе усӑ курса пухӑва ҫӳрекенсене вӗрентеҫҫӗ тата вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсем укҫа илмеҫҫӗ (1 Пётр 5:1—3).
b Хӑш-пӗр чухне ҫын пухӑва ҫӳреме пӑрахать кӑна мар, вӑл Иегова Свидетелӗсем ҫинчен суя сарма, ыттисен ӗненӗвне хавшатма е вӗсене Библи сивлекен ӗҫсене тума хӗтӗртме пуҫлать. Ҫакӑн пекки сайра-хутра пулма пултарать. Ҫапах та, ҫапла пулса тухсан, эпир, Библире каланӑ пек, ҫавӑн пек ҫынна сывлӑх та сунмастпӑр (2 Иоанн 9—11).