СЫХӐ ТӐРӐР!
Йывӑр вӑхӑтсенче савӑнӑҫлӑ пулас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Библири канашсем
Эпир йывӑр вӑхӑтсенче пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа хамӑрпа ыран мӗн пуласса пӗлместпӗр. Нумай япала ҫине эпир витӗм кӳме пултараймастпӑр. Эпир савӑнӑҫлӑ пуласси, ытларах чухне, пирӗн лару-тӑруран мар, лару-тӑру ҫине хамӑр мӗнле пӑхнинчен килет. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах телейлӗ пулма пулать. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн — пӗр вӗҫсӗр уяв» (Ытарӑшсем 15:15). Эпир хамӑр пурнӑҫа телейлӗрех мӗнле тума пултаратпӑр? Акӑ Библири хӑш-пӗр канашсем.
Пӑшӑрханусемпе кӗрешӗр
Библире ҫапла каланӑ: «Чӗри тӗлкӗшни этеме хавшатать, ырӑ сӑмах вара — савӑнтарать» (Ытарӑшсем 12:25).
Библири канашсем сире пӑшӑрханусене ҫӗнтерме пулӑшӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен «Точка зрения Библии. Беспокойство» статьяра вулӑр.
Чӑн-чӑн туссене шырӑр
Библире ҫапла каланӑ: «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет» (Ытарӑшсем 17:17).
Библири канашсем сире ҫывӑх туссене тупма тата пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме пулӑшӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен «Дружба — лекарство от одиночества» статьяра вулӑр.
Турра тата ҫынсене хытӑрах та хытӑрах юратӑр
Библире ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн Иеговаa Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат». Тата унта: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат», — тенӗ (Матфей 22:37—39).
Турӑпа ҫывӑхланас тесе унпа кӗлӗре калаҫни питӗ кирлӗ. Ҫакӑн ҫинчен «Слушает ли Бог наши молитвы?» статьяра вулӑр.
Иисус Христос «ылтӑн правило» ҫинчен каланӑ, вӑл ҫынсене юратма пулӑшать. Ҫакӑн ҫинчен «Что такое золотое правило?» статьяра вулӑр.
Библире ытти тӗрлӗ канашсем те пур, вӗсем сире ҫак йывӑр вӑхӑтсенче телейлӗ пулма пулӑшӗҫ. Ҫав канашсем ҫинчен эсир тӗплӗнрех Библи вӗренмелли тӳлевсӗр курсран пӗлме пултаратӑр.
a Иегова — Туррӑн ячӗ (Псалом 83:18, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).