БИБЛИРЕ АСӐННӐ ҪЫНСЕМ
Авдий. Турӑран хӑрани сире хӑюлӑх парса тӑтӑр
Авдий Ахав патша керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ҫав усал патша вӑхӑтӗнче Израильте нумайӑшӗ Ваала пуҫҫапса ирсӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ. Анчах та Авдий мӗн ҫамрӑкранпах Иеговӑран хӑраса пурӑннӑ (3 Пат. 18:1—13). Ҫавӑнпа та вӑл, усал патша майри Иезавель Иеговӑн пророкӗсене пурне те вӗлерсе тухма хушсан, хӑйӗн хӑюллӑ пулмаллине тата вӗсене ҫӑлас тесе мӗн те пулин тумаллине ӑнланса илнӗ. Пӗр пророка та пытарса усрама хӑрушӑ пулнӑ, Авдий вара 100 пророка пытарса усранӑ тата, выҫлӑх алхаснӑ вӑхӑтра, вӗсене апат парса тӑнӑ! Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Авдийӗн мӗн тери асӑрхануллӑ пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен Ахавпа Иезавелӗн ҫӗр-ҫӗр суя пророкӗсенчен пӗри те пулин Авдий мӗн тунине курнӑ пулсан, вӗсене ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме пултарнӑ (3 Пат. 18:19).
Авдий тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Авдий Ахав патшаран хӑранӑ пулсан та, Турӑран вӑл ытларах хӑранӑ. Ҫакӑ ӑна хӑюлӑх панӑ, ҫавӑнпа вӑл тӑвансене хӳтӗлес тесе хӑйӗн пурнӑҫне те шеллесе тӑман. Эпир пурӑнакан ҫӗршывра пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулсан, пирӗн уйрӑмах Иеговӑран хӑрама вӗренмелле. Ҫавӑн пек хӑрани пире хӑюлӑх парӗ, вара эпир йывӑрлӑхсем тӳсекен тӑвансене пулӑшма пултарӑпӑр.