32-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ
Иегова пире чӑтӑмлӑ пулма мӗнле пулӑшать?
«Вӑл сире ҫирӗплетӗ, вӑйлӑ тӑвӗ, тӗреклентерӗ» (1 ПЁТР 5:10).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова пире кӗлӗ, Библи, хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене тата шанчӑк парнеленӗ. Ҫаксем пурте пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
1. Мӗншӗн пире чӑтӑмлӑх кирлӗ тата пире кам пулӑшма пултарать? (1 Пётр 5:10).
ҪАК юлашки йывӑр кунсенче Иеговӑн ӗҫлекенӗсене чӑтӑмлӑх кирлӗ. Пирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем вӑраха пыракан чирпе чирлеҫҫӗ. Теприсем хӑйсен ҫывӑх ҫынни вилнӗшӗн хуйхӑраҫҫӗ. Тата теприсене килӗнчисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ е влаҫсем хӗсӗрлеҫҫӗ (Матф. 10:18, 36, 37). Санӑн халӗ мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивет? Иегова сана кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки ан иккӗлен. (1 Пётр 5:10 вуласа парӑр.)
2. Мӗне пула эпир чӑтӑмлӑ пулма пултаратпӑр?
2 Чӑтӑмлӑ пулмалла тени вӑл хӗсӗрленине, илӗртӳсене тата ытти йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла тата уншӑн савӑнса ӗҫлемелле тенине пӗлтерет. Чӑтӑмлӑ ҫын пурте йӗркеллӗ пулать тесе шанать. Эпир Иегова пулӑшнипе кӑна йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултаратпӑр. Вӑл пире «ахаль вӑйран ирттерекен вӑй» парать (2 Кор. 4:7). Ҫак статьяра эпир Иегова пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан тӑватӑ мая пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир вӑл паракан пулӑшӑва илес тесе мӗн тума пултарнине те сӳтсе явӑпӑр.
КӖЛӖ
3. Мӗншӗн кӗлӗ пирки тӗлӗнмелле парне теме пулать?
3 Иегова пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшас тесе тӗлӗнмелле парне — кӗлӗ — парнеленӗ. Эпир ҫылӑхлӑ пулнине пӑхмасӑрах вӑл пире хӑйӗнпе калаҫма май панӑ тата вӑл пире итлет (Евр. 4:16). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: эпир Иеговӑпа кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек мӗн ҫинчен те, кирек мӗнле чӗлхепе те калаҫма пултаратпӑр. Вӑл пире эпир кирек ӑҫта пулсан та, тӗрмере е пӗр-пӗччен пулнӑ чухне те, илтет (Иона 2:1, 2; Ап. ӗҫ. 16:25, 26). Эпир хытӑ пӑшӑрханнине пула мӗн каламаллине пӗлмен чухне те Иегова эпир мӗн каласшӑн пулнине пӗлет (Рим 8:26, 27). Чӑнах та, кӗлӗ вӑл — Турӑ панӑ тӗлӗнмелле парне.
4. Мӗншӗн эпир чӑтӑмлӑх пирки кӗлтунӑ чухне Иегова пире пулӑшасса шанма пултаратпӑр?
4 Библире ҫапла каланӑ: «Эпир унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн кирек мӗн ыйтсан та, вӑл пире илтет» (1 Иоанн 5:14). Эпир Иеговӑран чӑтӑмлӑ пулма пулӑшсам тесе ыйтма пултаратпӑр-и? Пултаратпӑр. Ҫакӑ унӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑрать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Йывӑрлӑхсенче эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан, Иегова вара Шуйттан пӗр ҫын та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмӗ тени суя пулнине ҫирӗплетсе пама пултарать (Ытар. 27:11). Унсӑр пуҫне, Библире Иегова «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене» пулӑшасшӑн тенӗ (2 Ҫул. 16:9). Ҫавӑнпа эпир ҫакна шанма пултаратпӑр: Иеговӑн пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшма вӑй та, кӑмӑл та пур (Ис. 30:18; 41:10; Лука 11:13).
5. Кӗлӗ пире лӑпланма мӗнле пулӑшать? (Исаия 26:3).
5 Эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлтунӑ чухне Турӑ пире «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх парса» пирӗн чӗрене тата ӑс-тӑна хӳтӗлет (Флп. 4:7). Ҫакӑ мӗне пӗлтернине пӑхса тухар. Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Лӑпланас тесе вӗсем тӗрлӗ меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ. Анчах та эпир кӗлтунӑ чухне Иеговӑран илекен канӑҫлӑх чылай лайӑхрах. Эпир Иеговӑна пӗтӗмпех шаннӑран ӑна кӗлтӑватпӑр тата унран канӑҫлӑх ыйтатпӑр. Вара вӑл, хӑй сӑмах панӑ пек, пире «туп-тулли тӑнӑҫлӑх» парать. (Исаия 26:3 вуласа парӑр.) Ҫакна вӑл мӗнле тӑвать? Сӑмахран, вӑл пире хамӑра йӑпатма пултаракан сӑвӑ йӗркисене аса илме пулӑшать. Ҫав сӑвӑ йӗркисем Иегова пире хытӑ юратнине тата пире пулӑшасшӑн пулнине аса илтерсе тӑрӗҫ. Ҫакӑ пирӗн чӗрепе ӑс-тӑна канӑҫлӑх парӗ (Пс. 61:2, 3).
6. Эпир мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
6 Эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Йывӑрлӑх сиксе тухсан «Ҫӳлхуҫана шан» тата унран канӑҫлӑх пама ыйт (Пс. 54:23). Ҫавӑн пекех хӑвӑн йывӑрлӑхусенче мӗн тумаллине пӗлес тесе ӑслӑлӑх пирки кӗлту (Ытар. 2:10, 11). Унсӑр пуҫне, Иеговӑна кӗлӗре тав тума ан ман (Флп. 4:6). Иегова хӑвна йывӑрлӑхсенче мӗнле пулӑшса тӑнине асӑрхама тӑрӑш тата ҫавӑншӑн ӑна тав ту. Йывӑрлӑхсене пула хӗн куратӑн пулсан та, хӑв халӗ илсе тӑракан пиллӗхсем ҫинчен манса ан кай (Пс. 15:5, 6).
Эпир кӗлтунӑ чухне — эпир Иеговӑпа калаҫатпӑр. Эпир Библи вуланӑ чухне — Иегова пирӗнпе калаҫать (6-мӗш абзаца пӑхӑр)b
ТУРӐ СӐМАХӖ
7. Библи вӗренни пире чӑтӑмлӑ пулма мӗнле пулӑшать?
7 Иегова пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшас тесе хӑйӗн Сӑмахне панӑ. Библире Иегова пире пулӑшатех тесе шантаракан сӑвӑ йӗркисем нумай. Пӗр тӗслӗх ҫеҫ пӑхса тухар. Матфей 6:8-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Сирӗн Аҫӑр эсир унран ыйтичченех сире мӗн кирлине пӗлсе тӑрать». Ҫак сӑмахсене Иисус каланӑ, вӑл вара Иеговӑна пуринчен те лайӑхрах пӗлет. Ҫавӑнпа та эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, ҫакна шанма пултаратпӑр: Иегова пире мӗн кирлине пӗлет тата пире пулӑшатех. Библире пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсем нумай (Пс. 93:19).
8. а) Библири принципсем пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Библири принципсене кирлӗ вӑхӑтра аса илме пире мӗн пулӑшӗ?
8 Библире пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан принципсем пур. Унти канашсем пире ӑслӑлӑх параҫҫӗ, ҫав ӑслӑлӑх вара пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать (Ытар. 2:6, 7). Сӑмахран, Библи пире ыран мӗн пулма пултарасси ҫинчен пӑшӑрханас вырӑнне кашни кун Иегова ҫине шанма хавхалантарать (Матф. 6:34). Пирӗн кашни кун Библи вулас тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлас йӑла пур пулсан, Библири принципсене кирлӗ вӑхӑтра аса илме пире ҫӑмӑлтарах пулӗ.
9. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшни ҫинчен Библире вулани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
9 Библире эпир Иегова ҫине шаннӑ тата унран пулӑшу илнӗ ҫынсем ҫинчен вулама пултаратпӑр. Вӗсем пирӗн пек ҫынсемех пулнӑ (Евр. 11:32—34; Иак. 5:17). Иегова вӗсене мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлани пире вӑл «пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр, хӗн-инкекре пулӑшаканӗ» пулнине хытӑрах шанма пулӑшать (Пс. 45:2). Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсем Турра шанчӑклӑ пулни ҫинчен вуланӑ чухне пирӗн вӗсем ӗненнӗ пек ӗненес тата вӗсем пек чӑтӑмлӑ пулас килет (Иак. 5:10, 11).
10. Турӑ Сӑмахӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?
10 Эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Турӑ Сӑмахне кашни кун вула. Хӑвна пулӑшма пултаракан сӑвӑ йӗркисен списокӗ яланах ал айӗнче пултӑр. Нумайӑшне «Сӑваплӑ Ҫырӑва тишкерни» брошюрӑри кулленхи сӑвӑ йӗркине тата ӑна ӑнлантарса паракан комментарие вулама килӗшет. Ҫакӑ вӗсене Библири хавхалантаракан шухӑшсем ҫинчен кунӗпе шухӑшлама май парать. Мари́a ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ рак чирӗпе чирлӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ вилес умӗнхи уйӑхсенче вӗсене пӑхса усранӑ чухне чӑтӑмлӑ пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла каласа парать: «Кашни ир эпӗ „Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни“ брошюрӑри сӑвӑ йӗркине вулаттӑм та ун ҫинчен шухӑшлаттӑм. Ҫакӑ мана хамӑн ҫинчен тата хамӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен кӑна шутлас вырӑнне Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума сӑмах пани ҫинчен ытларах шухӑшлама пулӑшрӗ» (Пс. 60:3).
ХАМӐРПА ПӖР ПЕК ӖНЕНЕКЕН ТӐВАНСЕМ
11. Йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерекен тӑвансем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир мӗн туятӑр?
11 Иегова пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшас тесе хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене парнеленӗ. Эпир пӗччен маррине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн «тӑвансем пурте ҫакӑн пек асапсем кураҫҫӗ» (1 Пётр 5:9). Чӑнах та, пирӗн лару-тӑру тем пек йывӑр пулсан та, теприсем ҫавӑн евӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Апла эпир те ҫавна тума пултаратпӑр! (Ап. ӗҫ. 14:22).
12. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ тата эпир вӗсем валли мӗн тума пултаратпӑр? (2 Коринф 1:3, 4).
12 Йывӑр вӑхӑтра хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем пире сӑмахпа тата ӗҫпе пулӑшма пултараҫҫӗ. Павел апостол ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл килти арестра пулнӑ чухне тӑвансем ӑна йӑпатнӑ, хавхалантарнӑ тата ӗҫпе пулӑшнӑ. Павел хӑйӗн ҫырӑвӗсенче вӗсене ятран асӑнса тав тунӑ (Флп. 2:25, 29, 30; Кол. 4:10, 11). Хальхи вӑхӑтра та ҫавӑн пекех пулса пырать. Пире йывӑр килнӗ чухне тӑвансем пире пулӑшма хатӗр. Вӗсене пулӑшу кирлӗ чухне вара эпир вӗсене пулӑшма васкатпӑр. (2 Коринф 1:3, 4 вуласа парӑр.)
13. Майя ятлӑ хӗрарӑм тӑвана йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ?
13 Раҫҫейре пурӑнакан Майя ятлӑ хӗрарӑм тӑвана пухури тӑвансем акӑ мӗнле пулӑшнӑ. 2020 ҫулта полици унӑн ҫуртне ухтарса тухнӑ. Каярахпа ӑна хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каланӑран суда панӑ. Майя ҫапла каласа парать: «Мана йывӑр килнӗ чухне тӑвансем ман пата шӑнкравлатчӗҫ, сообщенисем ярса паратчӗҫ, ҫырусем ҫыратчӗҫ тата юрататпӑр тесе шантаратчӗҫ. Эпӗ манӑн пысӑк та юратакан ҫемье пуррине яланах пӗлнӗ. Анчах та 2020 ҫултанпа эпӗ ҫакна тата лайӑхрах ӑнланма пуҫларӑм».
14. Пухури тӑвансенчен пулӑшу илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
14 Эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Йывӑр вӑхӑтра пухури тӑвансемпе хутшӑн тата вӑхӑта вӗсемпе пӗрле ирттер. Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма ан вӑтан. Вӗсем саншӑн «ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх» пулма пултарӗҫ (Ис. 32:2). Ҫакна та асра тыт: пухури тӑвансем те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Хӗн куракансене ырӑ тума тӑрӑш. Ҫакӑ сана хӑвна телейлӗрех туйма пулӑшӗ тата хӑвӑн йывӑрлӑхусене чӑтса ирттерме вӑй парӗ (Ап. ӗҫ. 20:35).
Пухури тӑвансемпе хутшӑн тата вӑхӑта вӗсемпе пӗрле ирттер (14-мӗш абзаца пӑхӑр)c
ПИРӖН ШАНЧӐК
15. Шанчӑк Иисуса мӗнле пулӑшнӑ тата пире мӗнле пулӑшать? (Еврейсем 12:2).
15 Иегова пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшас тесе чӑн-чӑн шанчӑк панӑ (Рим 15:13). Шанчӑк Иисуса ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи чи йывӑр куна чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшнине аса илер. (Еврейсем 12:2 вуласа парӑр.) Иисус хӑй шанчӑклӑ тӑрса юлнипе Иеговӑн ырӑ ятне хӳтӗлессине пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн Ашшӗ патне тӳпене таврӑнас, Патша пулса тӑрас тата хӑйӗн 144 000 тӑванӗпе пӗтӗм ҫӗре тытса тӑрас вӑхӑта кӗтнӗ. Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пире те Шуйттан тӗнчинче тӗл пулакан пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшать.
16. Пӗр хӗрарӑм тӑвана шанчӑк мӗнле пулӑшнӑ тата эпир унӑн сӑмахӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?
16 Раҫҫейре пурӑнакан Алла ятлӑ хӗрарӑм тӑвана Патшалӑх ҫинчен калакан шанчӑк мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Унӑн упӑшкине арестленӗ те суда париччен тӗрмене хупнӑ. Ҫаксем пулса иртсен Алла каланӑ: «Шанчӑк ҫинчен кӗлтуни тата ун ҫинчен шухӑшлани мана хуйха ӳкме памасть. Ҫак йывӑрлӑхсем хыҫҫӑн лайӑххи пулассине эпӗ пӗлетӗп. Иегова хӑйӗн тӑшманӗсене ҫӗнтерӗ те пире награда парӗ».
17. Иегова панӑ шанчӑкшӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
17 Эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Иегова хӑвӑн валли мӗнле чаплӑ пуласлӑх хатӗрлесе хуни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑр. Ҫӗнӗ тӗнчере хӑв мӗнле пурӑнассине, хӑвӑн пурнӑҫу мӗнле телейлӗ пулассине куҫ умне кӑларса тӑрат. Эпир халӗ тӳсекен йывӑрлӑхсем, райри ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа танлаштарсан, «кӗске вӑхӑтлӑха тата пӗчӗк» кӑна (2 Кор. 4:17). Хӑв мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа парас тесе кашни майпа усӑ курма тӑрӑш. Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем ҫинчен шухӑшласа пӑх. Вӗсен те йывӑрлӑхсем нумай, анчах вӗсем Иегова мӗн тума сӑмах пани ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. Вӗсемпе кӗскен калаҫса илни те, тен, вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен нумайрах пӗлме хавхалантарӗ.
Иегова хӑвӑн валли мӗнле чаплӑ пуласлӑх хатӗрлесе хуни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)d
18. Мӗншӗн эпир Иегова мӗн тума сӑмах панине шанма пултаратпӑр?
18 Иов нумай йывӑрлӑха чӑтса ирттерсе шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ» (Иов 42:2). Иов Иеговӑна хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантарма пултарайманнине ӑнланса илнӗ. Ҫак шухӑш пире те йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй пама пултарать. Тӗслӗхшӗн нумай вӑхӑт хушши йывӑр чирпе чирлекен хӗрарӑма илер. Вӑл хуйха ӳкнӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумай тухтӑр патне кайса килнӗ, анчах вӗсенчен пӗри те ӑна пулӑшайман. Унтан вӑл лайӑх тухтӑра тупать. Тухтӑр хӗрарӑма вӑл мӗншӗн чирленине тата ӑна мӗнле сиплессине ӑнлантарса парать. Вӑл хальлӗхе сывалман пулин те, тухтӑр каланӑ сӑмахсене пула вӑл хӑйне лайӑхрах туять. Халӗ ӑна хӑйӗн чирне чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах, мӗншӗн тесен вӑл сываласса пӗлет. Эпир те пурне те чӑтса ирттерме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Турӑ пама пулнӑ рай пуласса шанатпӑр.
19. Пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшӗ?
19 Ҫак статьяран эпир ҫакна куртӑмӑр: Иегова пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшас тесе кӗлӗ, хӑйӗн Сӑмахне, хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене тата шанчӑк панӑ. Эпир Иегова мӗн панипе туллин усӑ куратпӑр пулсан, вӑл пире хамӑр тӗл пулакан пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшӗ (Флп. 4:13). Вара эпир Шуйттан тӗнчи пӗтес куна хамӑр куҫпа курӑпӑр.
33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар
a Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b ӲКЕРЧӖК. Ватӑ арҫын тӑван йывӑрлӑхсене кунран кун, ҫулран ҫул чӑтса ирттерет.
c ӲКЕРЧӖК. Ватӑ арҫын тӑван йывӑрлӑхсене кунран кун, ҫулран ҫул чӑтса ирттерет.
d ӲКЕРЧӖК. Ватӑ арҫын тӑван йывӑрлӑхсене кунран кун, ҫулран ҫул чӑтса ирттерет.