24-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
98-МӖШ ЮРӐ Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ
Иаков пророкла каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (1-мӗш пайӗ)
«Пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине каласа хӑварам» (ПУЛТ. 49:1).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иаков вилес умӗн Рувима, Симеона, Левие тата Иудӑна мӗн каланӑ тата эпир вӑл каланӑ сӑмахсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?
1, 2. Иаков вилес умӗн мӗн тунӑ тата мӗншӗн? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
ИАКОВ ватлӑхра хӑйӗн ҫемйипе Ханаанран Египета куҫса кайнӑ. Вӑл хӑйӗн ывӑлне, Иосифа, курма тата хӑйӗн пур ачи те каллех пӗрле пулнине курма питӗ хавас пулнӑ. Вӑл куҫса килнӗренпе 17 ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ (Пулт. 47:28). Халӗ вара Иаков хӑй кӗҫех вилессине пӗлет, ҫавӑнпа та хӑйӗн пур ывӑлне те хӑй патне килме ыйтать. Вӑл ывӑлӗсене темскер питӗ кирлине каласшӑн (Пулт. 49:28).
2 Ҫав вӑхӑтра ҫемье пуҫӗ вилес умӗн, ялан тенӗ пекех, хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине пуҫтарса мӗн-мӗн тумаллине каласа хӑварнӑ (Ис. 38:1). Ҫакӑн пек тӗлпулура вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн кам ҫемье пуҫӗ пулассине калама пултарнӑ.
Иаков выртакан вырӑн тавра унӑн 12 ывӑлӗ пуҫтарӑннӑ, вӑл вӗсене пуласлӑхра вӗсемпе мӗн пуласси ҫинчен каласа парать (1, 2 абзацсене пӑхӑр)
3. Пултарни 49:1, 2 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗн пӗлетпӗр?
3 Пултарни 49:1, 2 вуласа парӑр. Анчах та ҫав ҫемьен тӗлпулӑвӗ хӑйне евӗрлӗ тӗлпулу пулнӑ. Иаков пророк пулнӑ. Турӑ хавхалантарнипе вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене вӗсемпе тата вӗсен ҫемйисемпе пуласлӑхра мӗн пулассине каласа панӑ.
4. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр? (Ҫавӑн пекех «Иаков ҫемйи» рамкӑна та пӑхӑр.)
4 Ҫак статьяра эпир Иаков Рувима, Симеона, Левие тата Иудӑна мӗн каланине сӳтсе явӑпӑр. Тепӗр статьяран эпир вӑл хӑйӗн ытти сакӑр ывӑлне мӗн каланине пӗлӗпӗр. Иаков хӑйӗн ывӑлӗсемпе мӗн пулассине кӑна мар, вӗсен ҫемйисемпе мӗн пулассине те каланӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсенчен пысӑк халӑх — Израиль халӑхӗ пулса кайнӑ. Ҫав халӑхпа ӗлӗк-авал мӗн пулса иртнинчен Иаков пророкла каланӑ сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине курма пулать. Унсӑр пуҫне, Иаковӑн сӑмахӗсене пӑхса тухнипе эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене, Иеговӑна, мӗнле савӑнтармаллине пӗлӗпӗр.
РУВИМ
5. Рувим ашшӗнчен мӗн илессе шанма пултарнӑ?
5 Чи малтан Иаков Рувимпа калаҫнӑ, вӑл ӑна: «Малтанхи ывӑлӑм манӑн!» — тенӗ (Пулт. 49:3). Малтанхи ывӑл пулнӑ май, Рувим ашшӗнчен пурлӑх хӑйӗн шӑллӗсенчен ытларах илессе кӗтме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл, тен, ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫемье пуҫӗ пулса тӑрасса тата хӑйӗн йӑхӗнчи ҫынсем ҫак тивӗҫе яланах туса тӑрасса шаннӑ.
6. Мӗншӗн Рувим малтанхи ывӑлӗн тивӗҫне ҫухатнӑ? (Пултарни 49:3, 4).
6 Анчах Рувим малтанхи ывӑлӗн тивӗҫне ҫухатнӑ (1 Ҫул. 5:1). Мӗншӗн? Рахиль вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл Валлӑпа — Рахилӗн тарҫипе, Иаковӑн ҫум-арӑмӗпе — ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ (Пулт. 35:19, 22). Мӗншӗн Рувим хӑйне ҫавӑн пек тытнӑ? Вӑл Рахиль аппӑшӗн, Лийӑн, ывӑлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, тен, вӑл Иаков Валлӑран сивӗнессе тата хӑйӗн амӑшне ытларах юратасса шаннӑ. Е, тен, Рувим Валлӑна килӗштернӗ те хӑйӗн ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑл-туртӑмне тытса чарайман. Кирек мӗнле пулсан та, Рувим мӗн туни Иеговӑшӑн та, Иаковшӑн та ирсӗр ӗҫ пулнӑ. (Пултарни 49:3, 4 вуласа парӑр.)
7. Рувимпа тата унӑн тӑхӑмӗсемпе мӗн пулса тухнӑ? (Ҫавӑн пекех «Иаков пророкла каланӑ сӑмахсем» рамкӑна та пӑхӑр.)
7 Иаков Рувима ҫапла каланӑ: «Эсӗ... асли, ҫӳлти пулаймӑн». Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнӑ. Рувим тӑхӑмӗнчен кам та пулин патша, священник е пророк пулнӑ тесе Библире ниҫта та каламан. Ҫав-ҫавах Иаков хӑйӗн ывӑлне сирсе яман, вара Рувимӑн тӑхӑмӗсем Израилӗн йӑхӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ (Иис. Н. 12:6). Рувим Валлӑпа мӗн туни ирсӗр ӗҫ пулнӑ пулин те, малашне Рувим ҫакӑн пеккине нихӑҫан та туман курӑнать. Урӑх лару-тӑрусенче вӑл лайӑх енсем те кӑтартнӑ (Пулт. 37:20—22; 42:37).
8. Рувимпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
8 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пирӗн чаруллӑ пулас тесен тата аскӑн ӗҫ тӑвас кӑмӑл-туртӑма сирсе ярас тесен пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Ҫылӑх тӑвас шухӑш ҫуралсан, пирӗн чарӑнса тӑмалла та эпир Иеговӑна, хамӑрӑн ҫемьене тата ыттисене мӗн тери хытӑ хурлантарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Ҫакна та асра тытмалла: «Ҫын мӗн акать, ҫавна вырса илет» (Гал. 6:7). Ҫавӑн пекех Рувимпа мӗн пулса иртни Иегова хӗрхенекен Турӑ пулнине кӑтартса парать. Эпир хамӑр тунӑ йӑнӑшсене пула хӗн курма пултаратпӑр. Анчах та ӳкӗнетпӗр пулсан тата тӗрӗссине тӑвас тесе вӑй хуратпӑр пулсан, Иегова пире каҫарӗ те пиллӗ.
СИМЕОН ТАТА ЛЕВИЙ
9. Мӗншӗн Иаков Симеонпа тата Левипе кӑмӑлсӑр пулнӑ? (Пултарни 49:5—7).
9 Пултарни 49:5—7 вуласа парӑр. Кайран Иаков Симеонпа тата Левипе калаҫнӑ. Унӑн сӑмахӗсенчен вӑл вӗсемпе питӗ кӑмӑлсӑр пулни курӑнать. Вӗсем Ханаанра пурӑннӑ чухне унта пурӑнакансенчен пӗри, Сихем, Иаковӑн хӗрне, Динӑна, ирӗксӗрлесе унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ. Паллах, ҫакӑ Иаковӑн ывӑлӗсене пурне те питӗ хытӑ хурлантарнӑ. Анчах вӗсенчен иккӗшӗ, Симеонпа Левий, хӑйсен ҫиллине тытса чарайман. Иаковӑн ывӑлӗсем Сихем хулинче пурӑнакансене ӳт кастарсан сирӗнпе килӗшӳ тӑвӑпӑр тесе суйса каланӑ. Хулари арҫынсем килӗшнӗ. Анчах та вӗсем ӳт кастарнӑ хыҫҫӑн ыратнипе асапланнӑ чухне Симеонпа Левий вӗсем ҫине тапӑннӑ. Вӗсем «хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пырса кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ» (Пулт. 34:25—29).
10. Симеонпа Левий ҫинчен каланӑ Иаковӑн пророкла сӑмахӗсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Ҫавӑн пекех «Иаков пророкла каланӑ сӑмахсем» рамкӑна та пӑхӑр.)
10 Иакова хӑйӗн икӗ ывӑлӗ ҫавӑн пек хаяр пулни питӗ ҫиллентернӗ. Вӑл вӗсене Израиль хушшинче салатса-сапаласа ярӗҫ тенӗ. Ҫак пророкла сӑмахсем 200 ҫул ытла иртсен Израиль халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре кӗрсен пурнӑҫланнӑ. Симеон йӑхӗ Иуда ҫӗрӗнчи хӑш-пӗр хуласене еткерлӗхе илнӗ (Иис. Н. 19:1). Левий йӑхне вара пурӑнма Израильте 48 хула панӑ пулнӑ (Иис. Н. 21:41).
11. Симеонӑн тата Левин тӑхӑмӗсем мӗн лайӑххи тунӑ?
11 Симеонпа Левин тӑхӑмӗсем хӑйсен мӑн аслашшӗсен йӑнӑшӗсене туман. Левий йӑхӗнчен нумайӑшӗ Иеговӑна чунтан парӑнса пуҫҫапнӑ. Моисей Синай тӑвӗ ҫине Закон илме хӑпарсан израильтянсенчен нумайӑшӗ ылтӑн пӑрӑва пуҫҫапма пуҫланӑ. Моисей таврӑнсан: «Хӑшӗ Ҫӳлхуҫанӑн, кил ман патӑма!» — тенӗ. Вара Левий ывӑлӗсем пурте ун патне пухӑнса тӑнӑ та ӑна йӗрӗхсене пуҫҫапакансене тӗп тума пулӑшнӑ (Тух. 32:26—29). Иегова Левий йӑхӗнчи арҫынсене Израильте священниксем пулма суйласа илнӗ (Тух. 40:12—15; Йыш. 3:11, 12). Каярахпа Пама пулнӑ ҫӗре ҫӗнсе илнӗ чухне Симеон йӑхӗ Иуда йӑхӗпе пӗрле ханаансемпе хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ. Ҫакӑ Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пулнӑ (Тӳр.1:3, 17).
12. Симеонпа тата Левипе мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
12 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Йышӑнусем тунӑ чухне е пӗр-пӗр ӗҫе тунӑ чухне пирӗн хамӑрӑн ҫилле тытса чарма пӗлмелле. Кам та пулин хӑйне пирӗнпе е пирӗн ҫывӑх ҫынпа тӗрӗс мар тытать пулсан, ҫакӑ питӗ хытӑ кулянтарать паллах (Пс. 4:5). Анчах эпир тарӑхса кайнипе хамӑра кӳрентернӗ ҫынна унӑн чунне ыраттаракан сӑмахсем каласан е ӗҫсем тусан, Иегова пирӗнпе кӑмӑллӑ пулмӗ (Иак. 1:20). Пирӗнпе кам та пулин — пухури тӑван-и вӑл е ҫук — хӑйне тӗрӗс мар тытрӗ пулсан, пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн яланах хамӑра Библире каланӑ пек тытмалла. Вара пирӗн сӑмахсем те, ӗҫсем те никама та сиен тумӗҫ (Рим 12:17, 19; 1 Пётр 3:9). Енчен те аҫупа аннӳ Иеговӑна килӗшмен ӗҫсем тӑваҫҫӗ пулсан, санӑн вӗсенчен тӗслӗх илме кирлӗ мар. Ҫавӑн пекех эпӗ Иеговӑна юрама пултараймастӑп тесе те ан шутла. Эсӗ тӗрӗссине тӑвас тесе тата Иеговӑна савӑнтарас тесе вӑй хуратӑн пулсан, вӑл сана пиллӗ.
ИУДА
13. Ашшӗ мӗн каланине итлеме хӑйӗн черечӗ ҫитсен мӗншӗн Иуда пӑшӑрханма пултарнӑ?
13 Малалла Иаков Иудӑпа калаҫнӑ. Иуда хӑйӗн пиччӗшӗсене ашшӗ мӗн каланине илтсен пӑшӑрханма пултарнӑ. Вӑл та темиҫе пысӑк йӑнӑш тунӑ вӗт. Сихем хулине ҫаратнӑ чухне вӑл та унта хутшӑннӑ пулас (Пулт. 34:27). Вӑл хӑйӗн пӗртӑванӗсене Иосифа чуралӑха сутма сӗннӗ тата вӗсемпе пӗрле ашшӗне улталанӑ (Пулт. 37:27, 31—33). Каярахпа вӑл хӑйӗн кинӗпе, Фамарьпе, вӑл аскӑн хӗрарӑм тесе шутласа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ (Пулт. 38:15—18).
14. Иуда мӗн лайӑххи тунӑ? (Пултарни 49:8, 9).
14 Иаков Иудӑна мухтанӑ ҫеҫ. Ҫавӑн пекех ӑна тата унӑн тӑхӑмне вӗсен нумай пиллӗх пулать тесе сӑмах панӑ. (Пултарни 49:8, 9 вуласа парӑр.) Вӗт Иуда хӑйӗн ватӑ ашшӗн туйӑмӗсене шута илнӗ тата хӑйӗн шӑллӗне, Вениамина, хӗрхеннине кӑтартнӑ (Пулт. 44:18, 30—34).
15. Иуда пирки пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ?
15 Иаков Иуда пирки вӑл хӑйӗн пӗртӑванӗсен ертӳҫи пулать тенӗ. Анчах та ҫак пророкла калани 200 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен кӑна пурнӑҫланма пуҫланӑ. Израильтянсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Пама пулнӑ ҫӗре пушхир урлӑ кайнӑ чухне Иуда йӑхӗ малта пынӑ (Йыш. 10:14). Вун-вун ҫул иртсен Пама пулнӑ ҫӗре ҫӗнсе илнӗ чухне ханаансемпе ҫапӑҫма малтан Иуда йӑхӗ кайнӑ (Тӳр. 1:1, 2). Давид вара Иуда йӑхӗнчен тухнӑ патшасенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ. Анчах та Иуда ҫинчен пророкла калани урӑх майлӑ та пурнӑҫланнӑ.
16. Пултарни 49:10-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Ҫавӑн пекех «Иаков пророкла каланӑ сӑмахсем» рамкӑна та пӑхӑр.)
16 Иаков Иудӑран этемлӗхе ӗмӗр-ӗмӗр тытса тӑракан Пуҫлӑх тухӗ тенӗ. (Пултарни 49:10 вуласа парӑр.) Ҫав Пуҫлӑх вӑл — Иисус Христос. Ангел ун пирки ҫапла каланӑ: «Иегова Турӑ ӑна унӑн ашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ» (Лука 1:32, 33). Ҫавӑн пекех, Иисус пирки «Иуда йӑхӗнчи арӑслан» тенӗ (Ӳлӗм. 5:5).
17. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхать тата эпир унран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
17 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иуда пысӑк йӑнӑшсем тунӑ пулин те, Иегова ӑна пилленӗ. Иудӑн пӗртӑванӗсем Иегова ӑна мӗншӗн ҫавӑн пек пиллет тесе тӗлӗнме пултарнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, Иегова Иудӑра лайӑххине курнӑ та ҫавӑншӑн ӑна пилленӗ. Эпир Иеговӑран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Калӑпӑр, кама та пулин чыслӑ ӗҫ шанса парсан, эпир чи малтан мӗншӗн ӑна ҫак ӗҫе шанса панӑ, эпир унӑн ҫитменлӗхӗсене пӗлетпӗр вӗт тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та пирӗн Иегова ҫак ҫыннӑн лайӑх енӗсене хакланине асра тытмалла. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенче лайӑххине шырать, пирӗн те ҫавнах тума тӑрӑшмалла.
18. Мӗншӗн пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла?
18 Унсӑр пуҫне, эпир Иудӑран тӳсӗмлӗ пулма та вӗренме пултаратпӑр. Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панине яланах пурнӑҫлать. Анчах та вӑл ҫакна хӑҫан тата мӗнле тӑвасси эпир кӗтнӗ пек пулмасан та пултарать. Иудӑн тӑхӑмӗсем тӳрех Турӑ халӑхӗн ертӳҫисем пулса тӑман. Анчах та вӗсем Иегова ҫак ӗҫе тума суйласа лартнӑ ҫынсене — Левий йӑхӗн ҫыннине Моисея та, Ефрем йӑхӗн ҫыннине Иисус Навина та, Вениамин йӑхӗн ҫыннине Саул патшана та — чунтан парӑнса пулӑшнӑ. Айтӑр эпир те паян Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пыма суйласа лартнӑ ҫынсене чунтан парӑнса пулӑшар (Евр. 6:12).
19. Иаковӑн пророкла каланӑ сӑмахӗсенчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗмӗр?
19 Эппин, Иаков хӑйӗн тӑватӑ ывӑлӗ ҫинчен пророкла каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Турӑ «ҫын пӑхнӑ пек» пӑхманни уҫҫӑн курӑнать (1 Пат. 16:7). Иегова питӗ тӳсӗмлӗ тата каҫарма юратать. Вӑл ҫылӑх ҫине куҫ хупмасть пулин те, хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест. Унччен пысӑк йӑнӑшсем тунӑ, анчах кайран чунтан ӳкӗннӗ тата тӗрӗссине тума пуҫланӑ ҫынна та Иегова пиллеме пултарать. Тепӗр статьяра эпир Иаков хӑйӗн ытти сакӑр ывӑлне мӗн каланине пӑхса тухӑпӑр.
124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр