МӖН ТӖПЧЕМЕ ПУЛАТЬ?
Ҫынсем хӑвӑра хирӗҫ тӑнӑ чухне те хӑюллӑ пулса тӗрӗссине тӑвӑр
Иеремия 38:1—13 вулӑр та Иеремия пророк тата патша керменӗнче ӗҫлесе тӑнӑ Авдемелех хӑюллӑ пулнине мӗнле кӑтартнине пӗлӗр.
Контекста пӑхӑр. Иеговӑн хыпарне ҫынсене пӗлтермешкӗн мӗншӗн Иеремийӑн хӑюллӑ пулмалла пулнӑ? (Иер. 27:12—14; 28:15—17; 37:6—10). Унӑн сӑмахӗсене илтсен ҫынсем мӗн тунӑ? (Иер. 37:15, 16).
Вак-тӗвексене шута илӗр. Ҫынсем Иеремийӑна мӗн тутарасшӑн пулнӑ? (jr-U 26—27 с., 20—22 абз.). Ӗлӗкхи вӑхӑтра шыв тытмалли шӑтӑксем мӗнлерех пулнӑ? (it-2-U 1192—1193 с.). Иеремия шыв тытмалли шӑтӑкра пылчӑк ӑшне путма пуҫласан мӗн туйнӑ-ши? Авдемелех мӗнрен хӑрама пултарнӑ? (w12-U 5/1 31 с., 2, 3 абз.).
Эпир мӗне вӗренетпӗр? Хӑвӑртан ыйтӑр:
Ҫак сӑвӑ йӗркисем Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хӳтӗленине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? (Пс. 96:10; Иер. 39:15—18).
Манӑн мӗнле лару-тӑрура хӑюллӑ пулмалла?
Ҫынсем хирӗҫ тӑнӑ чухне хӑюллӑ пулса тӗрӗссине тума мана мӗн пулӑшӗ? (w11-U 3/1 30 с.)a.
a Мӗн тӗпчемеллине тата ҫавна мӗнле тумаллине 2023 ҫулхи июль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?» статьяран пӗлме пулать.