Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 февраль 30—31 с.
  • Ҫак ансат ыйтӑва эсир те пама пултаратӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫак ансат ыйтӑва эсир те пама пултаратӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ҫавнашкал материал
  • «Эпӗ — Турӑ чури»
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Мария патне ангел килет
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Мария патне Гавриил ятлӑ ангел килет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 февраль 30—31 с.
Свидетельсем, арӑмӗпе упӑшки, интернет урлӑ хӗрарӑмпа Библи вӗренеҫҫӗ.

Ҫак ансат ыйтӑва эсир те пама пултаратӑр

Марийӑпаa унӑн упӑшки Джон пурӑнакан ҫӗршыва Филиппинран нумай ҫын ӗҫлеме килет. Ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗ ырӑ хыпара хаваспах итлет. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче Мария темиҫе ҫынпа, ҫав шутрах урӑх ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫынсемпе те, Библи вӗренме пуҫланӑ. Ҫакна вӑл мӗнле тума пултарнӑ?

Мария хӑй Библи вӗренекен ҫынсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир паллакан ҫынсем хушшинче Библи вӗренес текенсем пур-и?» Вӗсем ҫавӑн пек ҫынсем пур тесен, Мария вӗсене: «Мана ҫав ҫынсемпе паллаштарӑр-ха», — тенӗ. Ҫакӑн пек ансат ыйту пани питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахне хаклакан ҫынсем ытларах чухне хӑйсем мӗн пӗлнине хурӑнташӗсене тата тусӗсене каласа парасшӑн. Мария ҫавӑн пек ыйтни мӗн панӑ?

Мария Жасми́н ятлӑ хӗрарӑмпа Библи вӗреннӗ. Жасмин вара ӑна Библи вӗренес текен хӑйӗн тӑватӑ тусӗпе паллаштарнӑ. Вӗсенчен пӗри Кристина пулнӑ. Ӑна Библи вӗренме питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл Марийӑна хӑйӗнпе эрнере икӗ хут вӗренме ыйтнӑ. Мария Кристинӑран: «Эсӗ паллакан ҫынсем хушшинче Библи вӗренес текенсем пур-и?» — тесе ыйтсан, лешӗ: «Пур», — тенӗ. Темиҫе эрнерен Кристина Марийӑна хӑйӗн тӑватӑ тусӗпе паллаштарнӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен вара — тата темиҫе тусӗпе. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Марийӑна хӑйсем паллакан ҫынсем ҫинчен, Библи ҫинчен ытларах пӗлес текенсем ҫинчен, каласа панӑ.

Кристина Филиппинра пурӑнакан хӑйӗн хурӑнташӗсем те Библи вӗренччӗр тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн хӗрӗпе, Адрианӑпа, калаҫса илнӗ. Унччен Адриа́на Иегова Свидетелӗсем секта, вӗсем Иисуса ӗненмеҫҫӗ тата Авалхи Халала кӑна вулаҫҫӗ тесе шутланӑ. Анчах пӗрремӗш хут вӗреннӗ хыҫҫӑнах вӑл Иегова Свидетелӗсем ҫинчен тӗрӗс мар шутланине ӑнланса илнӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсен Адриана кашнинчех: «Кун ҫинчен Библире каланӑ пулсан, ку тӗрӗс», — тенӗ.

Кӑшт вӑхӑт иртсен Адриана Марийӑна хӑйӗн икӗ тусӗпе тата пӗрле ӗҫлекен пӗр хӗрарӑмпа паллаштарнӑ. Вӗсем те Библи вӗренме пуҫланӑ. Адриана вӗреннӗ чухне унпа пӗрле Анже́ла ятлӑ ашшӗн йӑмӑкӗ итлесе ларнӑ, вӑл суккӑр пулнӑ. Мария вара Анжела итлесе ларни ҫинчен пӗлмен те. Пӗррехинче Анжела Адрианӑна хӑйӗн те Марийӑпа Библи вӗренес килни ҫинчен каланӑ. Вӗренме пуҫласан Анжелӑна хӑй мӗн пӗлсе пыни питӗ килӗшнӗ. Уйӑх иртсен вӑл Библири нумай сӑвӑ йӗркине пӑхмасӑр калама вӗреннӗ тата хӑйӗнпе эрнере тӑватӑ хут вӗренме ыйтнӑ. Адриана пулӑшнипе вӑл пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвне интернет урлӑ ҫыхӑнма пуҫланӑ.

Кристина Библи вӗреннӗ чухне унӑн упӑшки Джо́шуа ялан пӳлӗмре пулнӑ. Мария ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, вӗреннӗ чухне ӑна пӗрле ларма сӗннӗ. Джошуа ҫапла каланӑ: «Эпӗ итлесе ларатӑп кӑна. Мана ыйтусем ан парӑр — ыйтма пуҫласанах тӑратӑп та каятӑп». Анчах та вӗренме ларсанах пилӗк минут хушшинче вӑл Кристинӑран та ытларах ыйту панӑ. Вара хӑй те Библи вӗренес тенӗ.

Ансат ыйту панине пула Мария нумай ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ. Хӑш-пӗрисемпе каярахпа вӑл ытти Свидетельсене вӗренме ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен Мария тӑватӑ ҫӗршывра пурӑнакан 28 ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ.

Ҫак статьяра асӑннӑ Библи вӗренме пуҫланӑ ҫынсенчен пӗрремӗшӗ Жасмин пулнӑ. Вӑл 2021 ҫулхи апрель уйӑхӗнче шыва кӗнӗ. Кристина вара 2022 ҫулхи май уйӑхӗнче шыва кӗнӗ. Каярахпа Кристина Филиппинӑна хӑйӗн тӑванӗсем патне таврӑннӑ. Кристина шыва кӗнӗ хыҫҫӑн темиҫе уйӑх иртсен Анжела та шыва кӗнӗ. Халӗ вӑл тулли пионер пулса ӗҫлет. Кристина Марийӑпа паллаштарнӑ икӗ хӗрарӑм та шыва кӗнӗ. Кристинӑн упӑшки Джошуа, вӗсен хӗрӗ Адриана тата тепӗр темиҫе ҫын малалла та Библи вӗренеҫҫӗ тата Иеговӑпа ҫывӑхланса пыраҫҫӗ.

Малтанхи ӳкерчӗкри хӗрарӑм тӑван хӑйӗн Библи вӗренекенӗпе тата унӑн тӑватӑ тусӗпе интернет урлӑ ҫыхӑнса калаҫать.

Пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар тӑван-хурӑнташсемпе туссем хушшинче питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ (Иоанн 1:41, 42а; Ап. ӗҫ. 10:24, 27, 48; 16:25—33). Кампа эсир Библи вӗренетӗр, ҫавсенчен е чӑнлӑхпа интересленекен урӑх ҫынсенчен мӗншӗн-ха ҫапла ыйтса пӑхас мар: «Эсир паллакан ҫынсем хушшинче Библи вӗренес текенсем пур-и?» Кам пӗлет, тен, эсир те ҫак ансат ыйтӑва парса Библи вӗренес текен нумай ҫынна тупма пултаратӑр.

a Ятсене улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр