Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 май 31 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Подзаголовоксем
  • ПАПИРУС КИМӖСЕНЕ МӖНЛЕ ТУНӐ?
  • МӖНШӖН КИМӖСЕНЕ ПАПИРУСРАН ТУНӐ?
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 май 31 с.

Эсир пӗлетӗр-и?

Ӗлӗк-авал кимӗсем тума папируспа усӑ курнӑ-и?

Папирус

АВАЛХИ Египетра папирус ҫинче ҫырни ҫинчен нумай ҫын пӗлет. Грексемпе римлянсем те папирус ҫинче ҫырнӑ. Анчах та папирусранa кимӗсем туни ҫинчен сахалӑшӗ кӑна пӗлет.

Египетри тупӑклӑхра тупнӑ папирус кимӗсен макечӗсем

2 700 ҫул ытла каялла Исаия пророк «Эфиопи юханшывӗсен» тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «юханшывсем тӑрӑх хӑмӑш кимӗсемпе элчӗсем» ярӗҫ тесе ҫырнӑ (Ис. 18:1, 2). Иеремия пророк вара Мидипе Перси ҫарӗсем Вавилона ҫӗнсе илсен вавилонянсем тарса ан пӗтчӗр тесе вӗсен папирус кимӗсене ҫунтарса ярӗҫ тесе пророкла каланӑ (Иер. 51:32, ҪТ).

Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ, ҫавӑнпа археологсем ҫынсем ӗлӗк-авал папирус кимӗсемпе усӑ курнине ҫирӗплетсе пани тӗлӗнтермест (2 Тим. 3:16). Археологсем мӗн тупнӑ-ши?

ПАПИРУС КИМӖСЕНЕ МӖНЛЕ ТУНӐ?

Папирус тунисене урлӑ касас пулсан вӗсем виҫ кӗтеслӗ пулнине курма пулать. Кимӗсене тунӑ чухне папирус тунисене каснӑ та пӗрле туртса ҫыхса хунӑ. Виҫ кӗтеслӗ пулнӑран тунисем пӗр-пӗринпе питӗ тачӑ пулнӑ, ҫыххисем те питӗ ҫирӗп пулнӑ. Авалхи Египет ҫинчен калакан пӗр справочникра ҫырнӑ тӑрӑх, папирус кимӗсен тӑршшӗ 17 метр та пулма пултарнӑ, вара вӗсем ҫинче 10—12 мӑшӑр кӗсмен вырнаҫма пултарнӑ (A Companion to Ancient Egypt).

Папирус кимӗсене тунине кӑтартакан стена ҫинчи ӳкерчӗк

МӖНШӖН КИМӖСЕНЕ ПАПИРУСРАН ТУНӐ?

Нил тӑрӑхӗнче чылай папирус ӳснӗ. Унсӑр пуҫне, папирус кимӗсене тума та ҫӑмӑл пулнӑ. Пысӑк кимӗсене тата карапсене йывӑҫран тунӑ пулсан та, пулӑҫсемпе сунарҫӑсем папирусран тунӑ плотсемпе кимӗсемпех ҫӳренӗ пулас.

Ҫынсем папирус кимӗсемпе чылайччен усӑ курнӑ. Пирӗн эрӑри I—II ӗмӗрсенче пурӑннӑ ҫыравҫӑ тата историк Плутарх ҫырнӑ тӑрӑх, ун вӑхӑтӗнче те ҫынсем папирус кимӗсемпе ҫӳренӗ.

a Папирус вӑл — хӑмӑш евӗрлӗ ӳсентӑран. Вӑл шурлӑхлӑ вырӑнсенче тата хуллен юхакан шыв хӗрринче ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ 5 метра ҫитет, хулӑнӑшӗ вара 15 сантиметра та ҫитме пултарать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр