МАРТӐН 23—29
ИСАИЯ 48, 49
89-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Иеговӑран вӗренӗр тата ӑна итлесе пурӑнӑр
(10 мин.)
Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӗрентет (Ис 48:17; lff 35 урок, 1 пункт).
Иеговӑна итлесе пурӑнма пирӗн хамӑрӑн йышӑну тумалла (Ис 48:18а; w24.08 14 с., 1 абз.).
Вара пирӗн тӑнӑҫлӑх «юханшыв пек» пулӗ тата пирӗн тӳрӗлӗх «тинӗс хумӗсем пек» пулӗ (Ис 48:18ӑ; lv 199 с., 8 абз.).
ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. «Тӑнӑҫлӑх» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ ҫавӑн пекех сывлӑха, хӑрушсӑрлӑха, вӑя, туслӑха тата туллилӗхе пӗлтерме пултарать.
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Ис 48:17. Комментарисем пани пире хамӑра мӗнле усӑ парать? (w19.01 9 с., 7 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Ис 48:9—20 (th 11 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ тӑван-хурӑнташа ятарлӑ доклад итлеме тата Каҫхи апат уявне чӗн (lmd 5 урок, 3 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Каҫхи апат уявне пырас текен ҫынна ҫав уяв мӗнле иртесси ҫинчен каласа пар (lmd 9 урок, 3 пункт).
6. Интереса аталантарӑр
(5 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Каҫхи апат уявӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн уявра пулнӑ ҫыннӑн ыйтӑвӗсем ҫине хуравла (lmd 8 урок, 3 пункт).
107-мӗш юрӑ
7. Ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ куна хатӗрленӗр
(15 мин.) Сӳтсе явни.
Иисус хушнине тӑвас тесе тата Иеговӑна пирӗншӗн тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе эпир кашни ҫул Каҫхи апат уявне килетпӗр (Лк 22:19). Унсӑр пуҫне, ҫак уяв пире Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ хамӑра питӗ хытӑ юратнине аса илтерет (Гл 2:20; 1Ин 4:9, 10). Ҫак уява эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр? Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсемшӗн эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче Библи вуламалли график тӑрӑх Библи вуласа мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр.
Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен тата Иеговӑпа Иисуса уншӑн пархатарлӑ пулнине хамӑр пурнӑҫпа мӗнле кӑтартма пултарни ҫинчен шухӑшлӑр.
Кампани вӑхӑтӗнче паллакан ҫынсене, хурӑнташсене тата ытти ҫынсене ятарлӑ доклада итлеме, ҫавӑн пекех Каҫхи апат уявне чӗнес тесе хӑвӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр.
Килекенсене ӑшшӑн йӑл кулса кӗтсе илӗр. Паллах, сирӗн хӑвӑр чӗннӗ ҫынсемпе ытларах пулас килет, анчах та чӗнӳ хучӗпе килнисене те пулӑшма хатӗр пулӑр. Сӑмахран, вӗсене хӑвӑрпа юнашар ларма сӗнме пулать.
Килнӗ ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама хатӗр пулӑр.
Кам ырӑ хыпар сарма тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пӑрахнӑ, ҫавсене ӑшшӑн саламлӑр. Старейшинӑсен уйрӑмах пухуран кӑларса янисене кӗтсе илме хатӗр пулмалла.
ВИДЕО кӑтарт: «Иисус „ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ“». Унтан ыйту пар:
Кам ырӑ хыпар сарма тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пӑрахнӑ, ҫавсене мӗншӗн ӑшшӑн саламламалла?
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) lfb 72, 73 уроксем