Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb26 март 4—5 с.
  • Мартӑн 16—22

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мартӑн 16—22
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2026
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2026
mwb26 март 4—5 с.

МАРТӐН 16—22

ИСАИЯ 45—47

2-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Эпӗ — Турӑ... Ман евӗрли ҫук»

(10 мин.)

Тыткӑнра пулнӑ израильтянсем Вавилонран тухаҫҫӗ.

Иегова евӗрли урӑх никам та ҫук (Ис 46:9; w20.06 5 с., 14 абз.).

Иеговӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть (Ис 46:10, 11; w25.06 17 с., 15 абз.).

Суя турӑсем ҫине е пурлӑх ҫине шанакансем телейлӗ пулмӗҫ (Ис 46:6, 7; w24.09 11 с., 13, 14 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Ис 46:10. Иегова вӗҫӗнче мӗн пулассине «пуҫламӑшӗнчех» пӗлтерет тенине мӗнле ӑнланмалла? (w24.02 30 с., 3—5 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Ис 45:1—11 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Христиан тӗнне тытса тӑман ҫынна Каҫхи апат уявӗ ҫинчен каласа пар (lmd 5 урок, 3 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унчченхи калаҫура Каҫхи апат уявне чӗнмелли хута илнӗ ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 9 урок, 5 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) lff 19 урок, малтанхи сӑмахсем тата 1—3 пунктсем (lmd 11 урок, 3 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

38-мӗш юрӑ

7. Иегова ҫине шанӑр — вӑл сире инкекре нихӑҫан та хӑвармӗ

(7 мин.) Сӳтсе явни.

Йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан эпир Иегова, хамӑрӑн Турӑ, пулӑшасса шанма пултаратпӑр (Евр 13:5, 6).

Псалом 54:23 вуласа пама ыйт. Кайран аяларах илсе панӑ лару-тӑрусене сӳтсе яв.

Пирӗн тӑвансем тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) салхуллӑ арҫын тӑван картлашка ҫинче ларать, ӑна тин ҫеҫ ӗҫрен кӑларса янӑ; 2) тӗрмене лартнӑ арҫын тӑвана допрос тӑваҫҫӗ; 3) больницӑра хӗрарӑм тӑван чирлӗ упӑшки выртакан кравать умӗнче хӑй ӑшӗнче кӗлтӑвать; 4) ҫутҫанталӑк инкекӗ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ мӗн тумаллине пӗлмесӗр аптраса тӑраҫҫӗ.

Кашни лару-тӑрура эсир Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартма пултарнине тата Иегова сире мӗнле пулӑшма пултарнине ҫырса хурӑр.

  • Эсир ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ е сирӗн ҫемйӳне пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ҫитсех каймасть.

  • Влаҫсем пире ирӗклӗн ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене ирттерме чараҫҫӗ.

  • Эсир хытӑ чирлесе ӳкнӗ.

  • Эсир ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ, сирӗн ҫывӑх ҫын вилнӗ е сире мӗнле те пулин урӑх хуйхӑ килсе ҫапнӑ.

8. «2026 ҫулхи строительство проекчӗсем ҫинчен калакан хыпарсем»

(8 мин.) Доклад.

ВИДЕО кӑтарт.

9. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) lfb 70, 71 уроксем

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 148-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр