МАРТӐН 10—16
ЫТАРӐШСЕМ 4
36-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
Хула хӳми ҫинче тӑракан хуралҫӑ тӑшман ҫывхарса килни ҫинчен ытти хуралҫӑсене пӗлтерет, вӗсем тӳрех хапхана хупаҫҫӗ
1. «Чӗрӳне упра»
(10 мин.)
«Чӗре» текен сӑмах эпир шалтан мӗнлерех ҫын пулнине кӑтартса парать (Пс 50:8; w19.01 15 с., 4 абз.).
Хамӑр «чӗрене» упрасси пирӗншӗн чи кирли пулмалла (Ыт 4:23а; w19.01 17 с., 10, 11 абз.; 18 с., 14 абз.; ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр).
Пирӗн пурнӑҫ эпир шалтан мӗнлерех ҫын пулнинчен килет (Ыт 4:23ӑ; w22.10 21 с., 15 абз.).
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Ыт 4:18. Ҫак сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем христианин Иеговӑпа ҫывӑхланса пынине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (w21.08 8 с., 4 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Ыт 4:1—18 (th 12 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын Каҫхи апат уявне чӗнмелли хута илсе ҫав уявпа интересленнине кӑтартать (lmd 1 урок, 5 пункт).
5. Калаҫу пуҫлӑр
(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Паллакан ҫынна Каҫхи апат уявне чӗн (lmd 2 урок, 3 пункт).
6. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр
(5 мин.) Диалог. ijwfq 19 статья. Тема: «Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн Мӑнкуна уявламаҫҫӗ?» (lmd 3 урок, 4 пункт).
16-мӗш юрӑ
7. «Пирӗн организацин ҫитӗнӗвӗсем» (март)
(10 мин.) ВИДЕО кӑтарт.
8. Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани шӑматкун, мартӑн 15-мӗшӗнче, пуҫланӗ
(5 мин.) Доклад. Сӑваплӑ ӗҫшӗн яваплӑ тӑван туса парать. Сирӗн пухӑвӑн территорийӗнче ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле йӗркелесси ҫинчен тата ятарлӑ докладпа Каҫхи апат уявӗ мӗнле иртесси ҫинчен каласа пар. Тӑвансене мартпа апрель уйӑхӗсенче хастаррӑн ырӑ хыпар сарма хавхалантар.
9. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) w20.02 9—13 с., 8—16 абз.