Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb25 март 2—16 с.
  • Мартӑн 3—9

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мартӑн 3—9
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2025
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2025
mwb25 март 2—16 с.

МАРТӐН 3—9

ЫТАРӐШСЕМ 3

8-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Иегова ҫине шанӑр

(10 мин.)

Иегова ҫине шанӑр, хӑвӑр ҫине ан шанӑр (Ыт 3:5; ijwbv 14 статья, 4, 5 абз.).

Иеговӑран хӑвӑра ертсе пыма ыйтӑр, вӑл хушнӑ пек тӑвӑр (Ыт 3:6; ijwbv 14 статья, 6, 7 абз.).

Хӑвӑрӑн опытпа пултарулӑх ҫине ытлашши ан шанӑр (Ыт 3:7; be-U 76 с., 4 абз.).

Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван планшетпа усӑ курса хӑй мӗнле тӗллевсем лартма пултарни ҫинчен тӗпчет. Сулахай енче ҫак тӗнче сӗнекен пӗлӳ ҫинчен брошюрӑсем выртаҫҫӗ. Сылтӑм енче — Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес текенсем валли бланксем тата Вефиль пирки информаци.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Мӗн те пулин тӑвас умӗн эпӗ ялан Иеговӑн канашӗсене шыратӑп-и?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Ыт 3:3. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратмалла? (w21.11 8 с., 1, 2 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Ыт 3:1—18 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем час-часах сире хирӗҫлесе мӗн калаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине мӗнле хуравламаллине кӑтарт (lmd 1 урок, 5 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна пирӗн сайт ҫинчен каласа пар та jw.org визиткӑна парса хӑвар (lmd 3 урок, 3 пункт).

6. Доклад

(5 мин.) w11 3/15 13—14 с., 7—10 абз. Тема: «Ҫынсем итлемен чухне Турра шанӑр» (th 20 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

124-мӗш юрӑ

7. Иеговӑн организацине шанӑр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Пире Турӑ Сӑмахӗнче, Библире, панӑ канашсене тытса тӑма йывӑрах мар пуль. Анчах Иеговӑн организацийӗнче ятарлӑ ӗҫсем туса тӑракан ҫитменлӗхлӗ тӑвансене итлесе тӑма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Вӗсем тунӑ йышӑнусене ӑнлансах каймастпӑр е вӗсемпе килӗшместпӗр пулсан, ҫакна тума уйрӑмах йывӑр.

Малахия 2:7 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

  • Иегова хӑйӗн халӑхне ҫылӑхлӑ ҫынсем урлӑ ертсе пыни мӗншӗн пире тӗлӗнтермест?

Матфей 24:45 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

  • Мӗншӗн эпир Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене шанма пултаратпӑр?

Еврейсем 13:17 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

  • Иегова хӑйӗн организацийӗнче ертсе пырас ӗҫе арҫын тӑвансене шанса панӑ. Мӗншӗн пирӗн вӗсем тунӑ йышӑнусемпе килӗшмелле?

Арҫын тӑван тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемье валли пӗр ещӗк апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ. Вӑл айккинерех кайса тӑрса вӗсене ал сулать, вӗсем те ӑна ал сулаҫҫӗ. Вӗсем пурте маска тӑхӑннӑ.
Хӗрарӑм тӑван тӗлпулура комментари парать. Арҫын тӑван ун валли микрофон тытса тӑрать. Пухура ларакансем пурте маска тӑхӑннӑ.

ВИДЕО кӑтарт: «Ертсе пыракан советӑн ҫӗнӗ хыпарӗсем (2021 9 №)» (пӗр пайӗ). Унтан ыйту пар:

  • Пандеми вӑхӑтӗнче панӑ хушусем Иеговӑн организацине хытӑрах шанма сире мӗнле пулӑшрӗҫ?

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) w20.02 8—9 с., 1—7 абз.

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 57-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр