Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 июль 10—16 с.
  • Августӑн 5—11

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Августӑн 5—11
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 июль 10—16 с.

АВГУСТӐН 5—11

ПСАЛОМ 69—71

59-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Килес ӑрӑва» Туррӑн хӑвачӗ ҫинчен пӗлтерӗр

(10 мин.)

Ҫамрӑк пулнӑ чухне Давид Иегова пулӑшнине туйса тӑнӑ (Пс 70:5; w22.01 6 с., 15 абз.).

Ватӑлса ҫитсен те Давид хӑйне Иегова хӑварманнине туйса тӑнӑ (Пс 70:9; w14 3/15 13 с., 3, 4 абз.).

Давид хӑйне Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парса ҫамрӑксене хавхалантарнӑ (Пс 70:17—19; w14 1/15 19 с., 4, 5 абз.).

Иртнӗ эрнере «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерме пулӑшакан канашсем» текен пунктра ӳкерсе кӑтартнӑ ҫемье пӗр ватӑ мӑшӑра ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗннӗ. Ҫав мӑшӑр фотографисем кӑтартать тата хӑйсен пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парать, ҫемье вара вӗсене савӑнса итлесе ларать.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан тӑвансенчен кама эпӗ ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнсе хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама ыйтма пултаратӑп?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 71:8. Пултарни 15:18-мӗшӗнче Иегова Авраама сӑмах пани Соломон патша вӑхӑтӗнче мӗнле пурнӑҫланнӑ? (it-1-U 686 с., 4 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 70:1—24 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын тавлашма пуҫласан, калаҫӑва ыррӑн вӗҫле (lmd 4 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унччен чӑнлӑх ҫинчен калаҫнӑ хурӑнташпа калаҫни. Вӑл Библи вӗренме иккӗленсе тӑрать (lmd 8 урок, 4 пункт).

6. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(5 мин.) Доклад. ijwfq 49 статья. Тема: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсен хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсене улӑштарнӑ?» (th 17 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

76-мӗш юрӑ

7. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерме пулӑшакан сӗнӳсем

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Ҫав ҫемье Патшалӑх юррисене тӑрса юрлать.
Ҫав ҫемье JW телекурав пӑхать.
Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗрӗсенчен пӗри амӑшӗпе репетици тӑвать, вӑл шкулта хӑйне пама пултаракан ыйту ҫине хуравлать.

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ачасем Иеговӑран вӗренме пултараҫҫӗ (Эф 6:4). Вӗренмешкӗн вӑй хумалла, анчах вӗренни ачасене — уйрӑмах, вӗсен Библири чӑнлӑхсене ытларах пӗлес кӑмӑл аталансан — савӑнӑҫ кӳме пултарать (Ин 6:27; 1Пт 2:2). Ашшӗ-амӑшӗсене ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине интереслӗ те усӑллӑ ирттерме пулӑшас тесе «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерме пулӑшакан сӗнӳсем» рамкӑна пӑхса тух, унтан ҫак ыйтусене пар:

  • Эсир рамкӑри канашсенчен хӑшӗсемпе усӑ курасшӑн?

  • Сирӗн хӑвӑрӑн сӗнӳсем пур пулсан, вӗсем ҫинчен каласа пама пултаратӑр-и?

ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ ТУРРА ПУҪҪАПНИНЕ ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШАКАН СӖНӲСЕМ

БИБЛИ

  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрадӗнчи эрне хушшинче Библи вуламалли графикра илсе панӑ сыпӑксен аудиоҫыртарӑвӗсене итлӗр е сыпӑксене черетпе вулӑр. Ҫавӑн пекех вӗсене рольсемпе вулама пултаратӑр.

  • Ӗҫ тетрадӗнчи эрне хушшинче Библи вуламалли графикра илсе панӑ сыпӑксем валли маларах ыйтусем хатӗрлӗр. Ҫемьре кашнийӗ пӗр ыйту суйласа илсе тӗпчеме пултарать. Унтан кашни хӑй мӗн тупнине ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне каласа пама пултарать.

  • Сире хумхантаракан пӗр-пӗр ыйтупа е сиксе тухма пултаракан йывӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ принципсене «Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан Библири сӑвӑ йӗркисем» кӗнекере шыраса тупӑр.

  • Библири пӗр-пӗр вырӑна суйласа илсе инсценировка тӑвӑр.

  • Кашни эрнере карточкӑсем тӑвӑр. Карточкӑн пӗр енче Библири кӗнекен ятне, сыпӑкне тата сӑвӑ йӗркин номерне ҫырса хурӑр, тепӗр енче — сӑвӑ йӗркинче мӗн ҫырнине. Сӑвӑ йӗркисене, сӑмахран, «Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр» брошюрӑри 1-мӗш Хыҫсӑмахран илме пулать. Вӗсене пӑхмасӑр вӗренме тӑрӑшӑр, вӑхӑтран вӑхӑта вара аса илсе тӑрӑр.

  • «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери урока е темиҫе пунктне сӳтсе явӑр.

  • Ҫемьере кама та пулин «Библи: ыйтусем тата хуравсем» е «Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани» ярӑмсенчи пӗр-пӗр статьяна тӗпчеме тата унти тӗп шухӑшсене каласа пама ыйтӑр (jw.org сайтра БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМ вкладкӑна пӑхӑр).

ТӖЛПУЛУСЕМ

  • Тӗлпулӑвӑн пӗр-пӗр пайне хатӗрленӗр.

  • Комментарисем хатӗрлӗр, репетици туса пӑхӑр. Кашни комментари 30 ҫеккунтран ытлашши пулмалла маррине те асра тытӑр.

  • Тӗлпулусен программинчи Патшалӑх юррисене юрлӑр.

  • Кама та пулин тӗлпулу умӗн е тӗлпулу хыҫҫӑн мӗнле хавхалантарма пултарнине сӳтсе явӑр та репетици туса пӑхӑр.

  • Камӑн та пулин эрне варринче иртекен тӗлпулура вӗренмелли задани туса памалла пулсан, ҫавӑ ҫемье умӗнче репетици туса пӑхтӑр.

ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪ

  • Килтен киле ырӑ хыпар сарма хатӗрленӗр.

  • Ҫынсем патне тепӗр хут кайса килме хатӗрленӗр.

  • Ҫынна май килнӗ чухне ырӑ хыпар каланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр: калаҫу хӑйне хӑех пулса пытӑр тесен мӗн каламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр тата репетици тӑвӑр.

  • Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче, каникул е отпуск вӑхӑтӗнче сӑваплӑ ӗҫре ытларах тӑвас тесе эсир мӗн тума пултарнине сӳтсе явӑр.

ҪЕМЬЕНЕ МӖН КИРЛИНЕ ШУТА ИЛӖР

  • Тӗрлӗ лару-тӑрура, сӑмахран, нейтралитет тытса тӑма йывӑр пулнӑ чухне, шкулта мӑшкӑлласа кулнӑ чухне, хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме сӗннӗ чухне тата уявсем вӑхӑтӗнче, хӑвӑра мӗнле тытмаллине репетици туса пӑхӑр.

  • Ачасене хӑйсене хумхантаракан ыйтӑва тӗпчеме ыйтӑр. Кайран ачасемпе рольсемпе улшӑнӑр (ачасем ашшӗ-амӑшӗ вырӑнне пулччӑр, эсир ачасем вырӑнне пулӑр), вара вӗсем сире хӑйсем мӗн тӗпченине ӑнлантарса паччӑр.

ЫТТИ КАНАШСЕМ

  • JW телекуравӑн кӑларӑмне пӑхӑр та ӑна сӳтсе явӑр.

  • Пирӗн сайтри статьяна вулӑр е видео пӑхӑр, унтан ӑна сӳтсе явӑр.

  • «Ҫамрӑксем» е «Ачасем» уйрӑмсенчи пӗр-пӗр материала пӑхӑр (jw.org сайтра БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМ вкладкӑна пӑхӑр).

  • Регион е район конгресӗнче ҫырса хунӑ шухӑшсене сӳтсе явӑр.

  • Иегова тунӑ пӗр-пӗр япалана сӑнӑр е ун ҫинчен информаци шырӑр, унтан Иегова ҫинчен мӗн пӗлнине сӳтсе явӑр.

  • Вӑхӑтран вӑхӑта ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма тӗрлӗ тӑвана чӗнӗр. Вӗсенчен мӗн ыйтса пӗлесшӗн пулни ҫинчен маларах шухӑшласа пӑхӑр.

  • Ҫемьерисенчен кашни сӑваплӑ ӗҫре мӗнле тӗллевсем лартма пултарнине тата вӗсене пурнӑҫлас тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑр.

  • Ҫемьепе пӗрле пӗр-пӗр проект тӑвӑр. Сӑмахран, макет, диаграмма, таблица тӑвӑр е карттӑ ӳкерӗр.

ВИДЕО кӑтарт: «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни интереслӗ пултӑр тесе тӑрӑшӑр». Унтан ыйту пар:

  • Ҫемьере ачасем ҫук пулсан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни арӑмӗшӗн интереслӗ пултӑр тесе упӑшки мӗн тума пултарать?

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 14 сып., 15—23 абз. тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамка

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 123-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр