Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 январь 8—9 с.
  • Январӗн 29 — февралӗн 4

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Январӗн 29 — февралӗн 4
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 январь 8—9 с.

ЯНВАРӖН 29 — ФЕВРАЛӖН 4

ИОВ 40—42

124-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Иовпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

(10 мин.)

Эпир Иегова пӗлнӗ чухлӗ пӗлменнине асра тытӑр (Иов 42:1—3; w10 10/15 4 с., 4—6 абз.).

Иеговӑпа унӑн организацийӗ паракан канашсене хапӑл туса йышӑнӑр (Иов 42:5, 6; w17.06 25 с., 12 абз.).

Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлакансене Иегова пиллет (Иов 42:10—12; Иак 5:11; w22.06 25 с., 17, 18 абз.).

Сӑрт ҫинче Иовпа унӑн арӑмӗ пӗр-пӗрин ҫине савӑнса пӑхса тӑраҫҫӗ. Иов аллипе хӑйӗн кӗтӗвӗсемпе ҫурчӗ еннелле кӑтартать.

Иов шанчӑклӑ пулнишӗн Иегова ӑна пилленӗ

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Иов 42:7. Иовӑн виҫӗ юлташӗ, тӗрӗссипе каласан, камран мӑшкӑлласа кулнӑ? Ҫакна пӗлни мӑшкӑлласа кулнине тӳссе ирттерме пире мӗнле пулӑшать? (it-2-U 141 с., 6 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Иов 42:1—17 (th 11 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Христиан тӗнне тытса тӑман ҫынпа калаҫни (lmd 5 урок, 3 пункт).

5. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) lff 13 урок, 6, 7 пунктсем тата «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ» рамка (lmd 11 урок, 4 пункт).

6. Доклад

(4 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 2 пункт. Тема: «Ҫӗр нихӑҫан та пӗтмӗ» (th 13 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

108-мӗш юрӑ

7. Ыттисене Иеговӑн юратӑвне туйса илме пулӑшӑр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

«Иеговӑн ҫемйинче эпир юрату мӗн иккенне пӗлтӗмӗр» видеоролик тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗк: Мимипе унӑн амӑшӗ больницӑра выртакан хӗрарӑм тӑван валли чечексемпе открытка илсе килнӗ.

Иегова вӑл — юрату. Эпир, унӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, вӑл пире юратнине туйса тӑратпӑр (1Ин 4:8, 16). Ҫакӑн пек юратакан Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни пире савӑнӑҫ парать. Пирӗн унӑн тусӗсем пулас килет тата ҫак туслӑха ҫирӗплетсех тӑрас килет.

Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир килтисене, пухури тӑвансене тата ытти ҫынсене юратнине кӑтартма тӑрӑшатпӑр (Иов 6:14; 1Ин 4:11). Ҫапла тунипе эпир ыттисене Иеговӑна пӗлме, унпа ҫывӑхланма пулӑшатпӑр. Вӗсене юратнине кӑтартмасан вара, вӗсем хӑйсене Иегова юратни пирки иккӗленме пултараҫҫӗ.

ВИДЕО кӑтарт: «Иеговӑн ҫемйинче эпир юрату мӗн иккенне пӗлтӗмӗр». Унтан ыйту пар:

Лэй Лэйпа тата Мимипе мӗн пулса иртни юрату кӑтартни питӗ кирлине мӗнле кӑтартса парать?

Пухури тӑвансем Иеговӑн юратӑвне туйччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

  • Вӗсем ҫине Иеговӑн хаклӑ сурӑхӗсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр (Пс 99:3).

  • Вӗсене хавхалантарма тӑрӑшӑр (Эф 4:29).

  • Вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшӑр (Мф 7:11, 12).

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr «2-мӗш пайӗ. Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарни. Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарни» тата 6 сып., 1—7 абз.

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 126-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр