Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 январь 6—7 с.
  • Январӗн 22—28

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Январӗн 22—28
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 январь 6—7 с.

ЯНВАРӖН 22—28

ИОВ 38, 39

11-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Турӑ пултарнисене сӑнама эсир вӑхӑт уйӑратӑр-и?

(10 мин.)

Ҫӗре тунӑ чухне Турӑ хӑй тунӑ ӗҫе хак пама вӑхӑт уйӑрнӑ (Плт 1:10, 12; Иов 38:5—7; w21.08 9 с., 7 абз.).

Ангелсем Иегова пултарнисене сӑнама вӑхӑт уйӑрнӑ (Иов 38:6, 7; w20.08 14 с., 2 абз.).

Турӑ пултарнисене сӑнасан тата вӗсем ҫинчен шухӑшласан эпир Иеговӑна ытларах шанма пуҫлатпӑр (Иов 38:32—35; w23.03 17 с., 8 абз.).

Амӑшӗпе хӗрӗ хӑйсен пахчине вӗҫсе кӗнӗ лӗпӗш ҫине пӑхса савӑнаҫҫӗ.

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Иов 38:8—10. Ҫак сӑвӑ йӗркисем Иегова Закон Паракан пулнине мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ? (it-1-U 810 с., 1, 2 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Иов 39:1—22 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын пирӗнпе калаҫасшӑн мар пулсан, калаҫӑва ыррӑн вӗҫле (lmd 2 урок, 3 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(5 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унчченхи калаҫура хӑйӗн ҫывӑх ҫынни вилни ҫинчен каласа панӑ ҫынпа тепӗр хут калаҫни (lmd 9 урок, 3 пункт).

6. Доклад

(5 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 1 пункт. Тема: «Тӗнчере пулса иртекен ӗҫсем тата ҫынсем хӑйсене мӗнле тытни кӗҫех пурте улшӑнассине кӑтартса парать» (th 16 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

111-мӗш юрӑ

7. Турӑ пултарнисене сӑнани пире хамӑр ҫинчен ҫеҫ шухӑшласран сыхлӗ

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Иов Иегова тунӑ хӑш-пӗр тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен шухӑшлать: бегемот, аист, страус, крокодил, ӑмӑрткайӑк, лашасем, хир вӑкӑрӗ. Иовпа юнашар Елиуй тата хӑйне хӑртса калаҫнӑ виҫӗ суя йӑпатмӑш лараҫҫӗ. Ҫил-тӑвӑл килет.

Шуйттан хӗснине пула тата виҫӗ юлташӗ тиркесе калаҫнине пула Иов ытларах хӑйӗн ҫинчен, хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ.

Иов 37:14 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

Япаласем ҫине каллех тӗрӗс пӑхас тесен Иовӑн мӗн тумалла пулнӑ?

Пирӗн ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса аннӑ чухне Турӑ пултарнисене сӑнани пире Иегова аслӑ пулнине аса илтерсе тӑрать, ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать тата вӑл пире пулӑшма пултарнине шантарать (Мф 6:26).

ВИДЕО кӑтарт: «Иов кӗнекерен чунтан парӑнни ҫинчен эпир мӗне вӗренетпӗр. Чӗрчунсенчен вӗренетпӗр». Унтан ыйту пар:

Ҫак видео сире Иеговӑна ытларах шанма мӗнле пулӑшать?

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 5 сып., 18—25 абз. тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамка

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 54-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр