ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ҫамрӑксем, Иегова сирӗн чи ҫывӑх тус-и?
Сана туссен мӗнле лайӑх енӗсем килӗшеҫҫӗ? Тен, вӗсем шанчӑклӑ, ырӑ тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулни килӗшет. Ҫак лайӑх енсене пурне те Иегова кӑтартать (Тх 34:6; Ап ӗҫ 14:17). Эсӗ кӗлтунӑ чухне вӑл сана итлет. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен вара пулӑшать (Пс 17:20, 36). Йӑнӑш турӑн пулсан вӑл сана каҫарать (1Ин 1:9). Чӑнах та, Иегова — чи лайӑх тус!
Иеговӑн тусӗ пулас тесен санӑн мӗн тумалла? Унӑн Сӑмахне, Библие, вуласа ун ҫинчен пӗлсе пымалла. Ӑна шанма вӗренмелле (Пс 61:9; 141:2). Иеговӑшӑн мӗн хаклӑ, ҫавна хакламалла. Сӑмахран, унӑн Ывӑлне, унӑн Патшалӑхне, вӑл мӗн тума сӑмах панине. Турӑ ҫинчен ыттисене каласа памалла (Сак аст 32:3). Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑрсан, сирӗн туслӑх ӗмӗрлӗхе пырӗ (Пс 72:25, 26, 28).
«ҪАМРӐКСЕМ, ИЕГОВА ЕПЛЕ ЫРРИНЕ ТУТАНСА ПӐХӐР!» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Иеговӑна хӑвӑн пурнӑҫна халалласа шыва кӗмешкӗн эсӗ мӗнле хатӗрленме пултаратӑн?
Пухури тӑвансем сана Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни Иеговӑпа ҫывӑхланма сана мӗнле пулӑшать?
Иеговӑпа сирӗн хушӑри туслӑх ӗмӗрлӗхе пырӗ!
Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма санӑн мӗнле майсем пур?
Мӗншӗн эсӗ Иеговӑна юрататӑн?