ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 33, 34
Иеговӑн паха енӗсем
34:5—7
Моисее Иеговӑн паха енӗсене лайӑх пӗлни израильтянсемпе тӳсӗмлӗ пулма пулӑшнӑ. Иеговӑн лайӑх енӗсене пӗлсе пыни пире те тӑвансемпе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма пулӑшӗ.
«Этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ». Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемшӗн тӑрӑшнӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн юратса, ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшать.
«Вӑрах тӳсӗмлӗ». Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе тӳсӗмлӗ: вӗсем йӑнӑшсем тунӑ чухне вӑл вӗсем ҫине тарӑхмасть тата вӗсене улшӑнма вӑхӑт парать.
«Нумай ырӑлӑхлӑ». Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратать. Ҫакӑн пек юрату ӗмӗрлӗхе пырӗ!
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?»