ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хӑвӑн ӗненӗве ҫирӗплетес тесе эсӗ «Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни» брошюрӑпа усӑ куратӑн-и?
«Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни» брошюрӑри сӑвӑ йӗркипе комментарине вуласси санӑн йӑлана кӗнӗ-и? Ҫук пулсан, йӑлана кӗртме пултаратӑн-и? Нумайӑшӗ ҫак сӑвӑ йӗркине ирхине вулаҫҫӗ, вара кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа ҫӳреҫҫӗ (ИсН 1:8; Пс 118:97). Кулленхи текста вулани ытларах усӑ патӑр тесен тата мӗн тума пулать? Сӑвӑ йӗркинче мӗн ҫинчен сӑмах пынине ӑнланас тесе контекстне вуласа тух. Ҫак сӑвӑ йӗркинче мӗнле принцип пурри пирки шухӑшла, ҫавӑн пекех ҫак принципах тата мӗнле сӑвӑ йӗркисенче пулнине аса ил. Унтан ҫак принциппа пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пултарни пирки шухӑшла. Йышӑнусем тунӑ чухне Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене шута илме тӑрӑшатӑн пулсан, Библи сана ертсе пырӗ. Ҫакӑ вара сана нумай усӑ парӗ (Пс 118:105).
Пӗтӗм тӗнчери Вефиль ҫемйисем кулленхи текста ирхине сӳтсе яваҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ҫак ирхи программӑсене нумайӑшне JW телекуравра ПРОГРАММӐСЕМ ТАТА МЕРОПРИЯТИСЕМ ятлӑ уйрӑмра кӑларса тӑраҫҫӗ. Эсӗ вӗсене юлашки хут хӑҫан пӑхнӑ? Тен, пӗр-пӗр программӑра эсӗ шӑп хӑвна валли усӑллӑ шухӑш илтӗн. Тӗслӗхрен, йышӑнусем тунӑ чухне Лот тӗслӗхӗ сана мӗнле пулӑшма пултарать?
«ТӖНЧЕНЕ АН ЮРАТӐР (1ИН 2:15)» ЯТЛӐ ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Ҫак Турра пуҫҫапмалли ирхи программӑри доклад мӗнле принцип ҫинче никӗсленнӗ?
Ҫак тӗнчене тата вӑл мӗн-мӗн сӗннине юратни хӑрушӑ пулнине Лот тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать? (Плт 13:12; 14:12; 19:3, 12, 13, 24—26)
Эпир ҫак тӗнчене мар, Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартатпӑр?
Иеговӑн Сӑмахне юратнине эпӗ кун хушшинче мӗнле кӑтартма пултаратӑп?