ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 18, 19
Пӗтӗм ҫӗр Судйи Содомпа Гоморрӑна тӗп тӑвать
Иегова Содомпа Гоморрӑна пӗтерни пире мӗне вӗрентет?
Иегова усала пӗр вӗҫӗмсӗр чӑтса тӑмӗ.
Иегова ҫак усал тӗнчене тӗп тунӑ чухне ҫӗр ҫинче унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑнакансем ҫеҫ ҫӑлӑнса юлӗҫ (Лк 17:28—30).
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: Ҫак усал тӗнчери ҫынсем хӑйсене йӗркесӗр тытни мана хурлантарать-и? (2Пт 2:7.) Иеговӑн ирӗкне туса тӑни маншӑн малти вырӑнта пулни ман ӗҫсенче курӑнать-и?