ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ӳт ӑшӗнчи сӑнӑна пӑхмасӑрах эсӗ веҫех чӑтса ирттерме пултаратӑн!
Ҫак юлашки кунсенче йывӑрлӑхсемпе ҫитменлӗхсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене сӑнӑ пекех асап кӳреҫҫӗ (2Тм 3:1). Иегова сана пулӑштӑр тесен тата йывӑрлӑхсем ҫине пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулас тесен санӑн мӗн тумалла? «Суккӑррисен куҫӗ курма пуҫлӗ» видеороликра Талита Алнашипе унӑн ашшӗ-амӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсни ҫинчен каласа панӑ. Ҫак видеоролика пӑх та ыйтусем ҫине хуравла:
Талитӑн ӳт ӑшӗнчи сӑнӑ мӗн вӑл?
Талитӑн ашшӗпе амӑшне лайӑххи ҫинчен шухӑшлама Турӑ пуласлӑх пирки каланӑ мӗнле сӑмахсем пулӑшаҫҫӗ?
Талитӑна операци тунӑ хыҫҫӑн унӑн ашшӗпе амӑшӗ Турра шанни мӗнрен курӑннӑ?
Талитӑн ашшӗпе амӑшӗ пирӗн организаци парса тӑракан публикацисемпе усӑ курса хӗрне Иеговӑна юратма мӗнле вӗрентеҫҫӗ?
Талита ӳт ӑшӗнчи сӑнӑ ҫине пӑхмасӑрах Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни ӑҫтан курӑнать?
Талитӑн тӗслӗхӗ сана мӗнле хавхалантарчӗ?