ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 2 КОРИНФ 11—13
Павел ӳчӗ ӑшӗнчи сӑнӑ
«Сӑнӑ» (е «йӗплӗ хулӑ»; «йӗплӗ кӳкен») текен сӑмаха Библире час-часах куҫӑмлӑ пӗлтерӗшпе ҫырнӑ. Ҫак сӑмахпа ыттисене сиен кӳрекен тата чуна ыраттаракан ҫын ҫинчен каланӑ чухне е йывӑрлӑхсем кӳрекен япала ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ (Ыт 22:5; Иез 28:24). Суя апостолсем е Павел ҫинчен вӑл апостол мар тесе калакан тата ӑна тиркесе калаҫакан урӑх ҫынсем Павелшӑн асаплантаракан сӑнӑ пек пулма пултарнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павелшӑн ӳт ӑшӗнчи сӑнӑ пек тата мӗн пулма пултарнӑ?
Санӑн ӳт ӑшӗнчи сӑнӑ мӗн вӑл?
Иегова сана тӳсме пулӑштӑр тесе санӑн мӗн тумалла?